04 октября 2014 г.
Юпа уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Элĕкри культурăпа кану центрĕнче Вĕрентекен кунне халалланă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта районти мĕн пур вĕрентекен тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем хутшăнчĕç. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе тĕрĕс воспитани парас ĕçре тăрăшакансене чи малтанах Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕ. «Вĕрентекен профессийĕ чи хисеплисенчен пĕри. Çав вăхăтрах йывăр та чи явапли. Нумай чухне ачасен шăпи педагогăн професси ăсталăхĕнчен, чунри пуянлăхĕнчен килет»,- палăртрĕ Александр Николаевич. Вĕренÿ тытăмĕнче тăрăшакансене ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех вĕрентекенсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ячĕпе пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин саламларĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Чувашиякурорт» санаторин» УАО генеральнăй директорĕ Николай Ванеркин пухăннисене ырă сăмахсем каланă май педагогика ĕçĕн ветеранĕсене Григорий Ефимова тата Ананий Иванова санаторире сывлăхĕсене çирĕплетме сертификатсем пачĕ.
Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев, вĕрентекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Эльвира Ржанова, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Анатолий Тимофеев пухăннисене кулленхи çăмăлах мар ĕçре малашне те чун-чĕре ăшшине упраса хăварма сунчĕç. Ĕçре палăрнисене Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука, Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствисен, Элĕк район администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Шупашкарти «Çавал» чăваш эстрадипе фольклор ансамблĕ педагогсене хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета