01 октября 2014 г.
Кăçалхи сентябрь-декабрь уйăхĕсенче республикăра «Выбирай местное-покупай родное» ятпа Чăваш Енри тавар туса кăларакансен продукцийĕсене халăх хушшинче пропагандăлассипе акци иртет.
Ăна йĕркелекенсем - Чăваш Республикинчи экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илÿ министерстви тата Чăваш Енри ял хуçалăх министерстви. Акцие ирттерекен оператор - Чăваш Республикинчи суту-илÿпе промышленноç палати. Акцин тĕп тĕллевĕ - Чăваш Республикинчи тавар туса кăларакансене пулăшассине тата продукцине илессине ÿстересси, Чăваш производствин продукцине сутассине анлăлатасси, Чăваш Республикинчи предприятисемпе суту-илÿ организацийĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлессине вăйлатасси. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче, республикăри акципе килĕшÿллĕн, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин Элĕк районне килнĕ май Элĕк салинчи пĕр суту-илÿ точкин вырăнта туса кăларнă продукци ассортименчĕ çинчен каланă. Анатолий Иванович Элĕк райповĕн «Элĕкри улма-çырла комбиначĕ» обществăри хăйне килĕшнĕ продукцие туяннă, Элĕкри тавар туса кăларакансен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцине Шупашкар хулинчи хăш суту-илÿ точкисенче илме май пулнипе интересленнĕ.
Çакна палăртмалла, вырăнти улма-çырла комбинатĕнче экологи енĕпе таса продукци тирпейлеме условисем тунă. Потребительсене консервантсемсĕр тавар сутаççĕ. Цех пахча çимĕç, улма-çырла консервисем, сĕткенсем, напитоксем туса кăларать. Продукцие çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсатаççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета