Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьене - черетлĕ пулăшу

29 сентября 2014 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тăвакан çĕр-шыври çемьесен 60 процентне 2020 çулччен хăтлă çуртпа тивĕçтерме задача лартнă. Патшалăх тата вырăнти власть çамрăксем ялта пурăннине, ĕçленине ырлать кăна мар, вĕсене тĕрлĕ программăсене явăçтарса пулăшма тăрăшать. Акă, Хĕрлĕ Чутайри Александр Тагайкин уйрăм предприниматель те нумаях пулмасть "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрччен ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси" программăпа килĕшỹллĕн çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тỹлевĕн свидетельствине тивĕçнĕ. Ольгăпа Александр Тагайкинсем виçĕ пепкене кун çути панă, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Çемье районта чи пĕрремĕш "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси" саккунпа килĕшỹллĕн тỹлевсĕр çĕр лаптăкне тивĕçме ирĕк паракан сертификата илнĕ. Çавăн пекех амăшĕн капиталне те тивĕçнĕ. Патшалăх пулăшăвĕсемпе тĕллевлĕ усă курса Тагайкинсем икĕ çул каялла çурт лартнă. Анчах ăна туса çитерсе пурăнма кĕме укçи-тенкĕ те, вăй-халĕ те самаях кирлĕ. Çỹлерех асăннă пулăшу вара çемьене строительствăпа çыхăннă ыйтусене хăвăртрах татса пама пулăшасса шанатпăр.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика