17 сентября 2014 г.
Чăваш Ен Сывлăха сыхлассин тата социаллă аталану министерствин даннăйĕсем тăрăх республикăра кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă çемьесем 9672 шутланнă. Нумай ачаллă çемьесен пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Енре Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче малтисенчен пĕри "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем уйăрса парасси çинчен" Саккун йышăннă. Саккунра нумай ачаллă çемьесене шута илмелли тата çĕр участокĕсемпе тивĕçтермелли йĕркесене палăртнă.
Асăннă саккун пурнăçа кĕнĕренпе республикăри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем нумай ачаллă 2672 çемьене тÿлевсĕр майпа çĕр участокĕ илме право паракан сертификат панă. Ку вăл учета илнĕ нумай ачаллă çемьесен 53 проценчĕ пулать. Нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 300,6 гектарпа танлашать. Çемьесем çĕр участокĕсене тĕрлĕ тĕллевпе усă курма илеççĕ:
- 1729 çемье çĕр участокне харпăр хăй пурăнмалли çуртне тума илнĕ*
- 378 çемье çĕр участокĕсенче хушма хуçалăх йĕркелесшĕн*
- 46 çемье çĕр участокĕпе дача валли усă курасшăн.
Кăçалхи сентябрĕн 5-мĕшĕ тĕлне республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче çĕр участокĕ илмеллисен черетĕнче нумай ачаллă 4995 çемье (республикăри нумай ачаллă пĕтĕм çемьесен 51,6 проценчĕ) шутланать. Çак вăхăта 363,9 гектар лаптăк пĕтĕмпе 3154 çĕр участокĕ йĕркеленĕ. Вĕсене пĕтĕмпех нумай ачаллă çемьесем валли уйăрма пăхнă. Учета илнĕ çемьесем ытларах Шупашкар - 1662 (учета илнисен 33,3 проценчĕ) тата Çĕнĕ Шупашкар - 477 (9,5 процент) хулисенче, Шупашкар районĕнче - 520 (10,4 процент).
Паянхи куна илес пулсан Улатăр, Канаш, Пăрачкав тата Шăмăршă районĕсенче учета илнĕ нумай ачаллă çемьесене пурне те çĕр участокĕсемпе тивĕçтернĕ. Куславкка тата Етĕрне районĕсенче, Улатăр хулинче ку кăтарту 75 процент ытла. Çав вăхăтрах Канаш, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕмĕрле хулисенче нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси 25 процента та çитмест.
Нумай ачаллă çемьесем валли уйăрса пама районсенче çĕр участокĕсем çителĕклĕ. Хула округĕсенче вара ирĕклĕ çĕр участокĕсем çитсех каймаççĕ. Çавăнпа та проблемăна татса парас тесе çывăхри муниципалитет районĕсен ирĕклĕ çĕр участокĕсемпе усă курма тивет.
Акă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ял тăрăхĕсен генеральнăй планĕсене улшăнусем кĕртессипе ĕçлеççĕ. Ялсен чиккисене çурт-йĕр строительстви валли ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кĕртсе анлăлатаççĕ. Çак вăхăта ку ĕç Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпÿ тата Шупашкар районĕсенче анлă сарăлнă.
Çавна та палăртса хăвармалла. Уйăрса панă çĕр участокĕсемпе усă курасси тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Муркаш, Çĕрпÿ районĕсенчи тата республика хулисенчи нумай ачаллă çемьесенчен ытларахăшĕ çĕр участокĕсемпе пурăнмалли çурт-йĕр тума усă курасшăн. Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсенче хушма хуçалăх йĕркелес шухăшлисем ытларах. Вăрнар, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче çĕр участокĕсене дача хуçалăхĕ валли илнисем пур.
Сăмах май. Муркаш районĕпе илес пулсан çак вăхăта районта нумай ачаллă 490 çемье шутланать. Çемьере виççĕмĕш е хыççăнхи ача çуратнăшăн çĕр участокĕ тÿлевсĕр илмеллисен черетĕнче - 240 çемье. Саккун вăя кĕнĕренпе пĕтĕмпе нумай ачаллă 99 çемьене çĕр участокĕ тÿлевсĕр илме май паракан сертификатпа тивĕçтернĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"