13 сентября 2014 г.
Районта юлашки çулсенче нумай ачаллă çемьесем ỹссех пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 92 çемьере виççĕмĕш, 21-че _ тăваттăмĕш, 7-че _ пиллĕкмĕш, 3-че _ улттăмĕш ача кун çути курнă. Пĕрер çемьере вара çиччĕмĕшпе саккăрмĕш хутшăннă. Юхмапа Пăла тăрăхне аистсем ытларах та ытларах вĕçсе килнинче патшалăх иккĕмĕш е виççĕмĕш пепкешĕн паракан пулăшун витĕмĕ те пысăк. Акă, Чăваш Ен виççĕмĕш тата ытти çĕнĕ "кайăкшăн" укçа тата тỹлевсĕр çĕр уйăрса парать. Лаптăкпа тивĕçтерессипе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнчи субъектсенчен малтисенчен пĕри пулчĕ.
2011 çулхи апрельте "Республикăри нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси" саккун тухрĕ. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Енри 3 е ытларах ачаллă (пĕрле пурăнакан, 18 çул тултарман усрава илнĕ ачасем, ама çури хĕрсемпе ывăлсем те кĕреççĕ) çемьесене çĕр уйăрса параççĕ. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăш правинчен хăтарнă, усрава илни пирки документа пăрахăçланă, суд йышăнăвĕпе ирĕклĕхрен хăтарнă ачасемлĕ, йăха тăсакансем 18 çул тултаричченех мăшăрланнă, ытти çемье шутĕнче тăракан нумай пепкеллĕ çемьесем çак çăмăллăхпа усă кураймаççĕ.
Районта нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси, райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Ю. Никитин пĕл-тернĕ тăрăх, саккунпа килĕшỹллĕн пулса пырать. 92 çемье валли 211847 тăваткал метр çĕр уйăрнă. Унтан 39шĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăта йышлă пепкеллĕ 57 çемье çĕр уйăрма заявлени çырнă. Вĕсенчен 32шĕ çурт-йĕр тума лаптăк ыйтнă. Вĕсене саккунпа пăхса хăварнă тăрăх, 15 сотăй таран параççĕ. _
Çулталăк пуçланнăранпа нумай ачаллă 15 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Шăнкăртамри 14 çемье кил-çурт çавăрма илчĕ. Кивĕ Катекре вара, хăйсем ыйтнипе, хирте 0,3 гектар панă. Харпăр хуçалăха ертсе пыма, саккунпа килĕшỹллĕн, 1 гектар таран илме май пур. Йышлă ачаллисене ял тăрăхĕнче чи малтан шута илеççĕ. Çĕре виçтерессипе, уйăрассипе поселени тăрăшать. Вырăнта постановлени кăларнă хыççăн тин район администраци пуçлăхĕ патне çĕр ыйтса заявленипе тухаççĕ, _ терĕ Юрий Александрович.
Пур ял тăрăхĕнче те, Патăрьелĕнчисĕр пуçне, нумай ачаллă çемьесене çĕр парасси аван пырать. Район центрĕнче пурăнакансенчен нумайăшĕ ял территорийĕнчех илес-шĕн, анчах пушă çĕр лаптăкĕ çук. Çавна май йывăрлăхран тухма Елчĕке каякан çулăн сылтăм енче ("Корма" çывăхĕнче) лаптăксем пама тата улма-çырла питомникĕ çывă-хĕнче микрорайон (29,5 гектар) тума палăртнă. Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе район тата Патăрьел ял администрацийĕсем ĕçлеççĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА
СĂМАХ МАЙ...
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталанăвĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Республикăра сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 9672 çемье пурăнать. Çĕр уйăрса парасси саккун пурнăçа кĕме тытăннăранпа нумай ачаллă 2672 çемье çĕр пайĕ пани пирки сертификат илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)