28 августа 2014 г.
Ĕнер Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин Правительство ларăвне ирттерчĕ. Пурĕ 15 ыйту пăхса тухрĕç.
Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015, 2016 çулсенчи республика бюджетне улшăнусем кĕртме палăртакан проект çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - финанс министрĕ Светлана Енилина каласа кăтартрĕ.
Саккун проекчĕпе килĕшÿллĕн республикăн 2014 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 2959,2 млн тенкĕ ÿсет, 36578,8 млн тенкĕпе танлашать. Нефтепродукт акцизĕсенчен илекен тупăш пĕчĕкленнĕрен налук тата налуксăр тупăш пайĕ 0,6 процент чакнă. Çакă, тĕпрен илсен, пахалăхлă бензин туса кăларма пуçланипе, унăн акцизĕ пĕчĕккипе çыхăннă. Кунашкал лару-тăру Раççей Федерацийĕн мĕн пур регионĕнче палăрать. Росстат кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - кăçал, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, лайăхрах пахалăхлă бензин туса кăларасси 15,3 процент, дизель топливине хатĕрлесси 76 процент ÿснĕ. Акцизсенчен килекен тупăш пĕчĕкленни çул-йĕр фончĕн тăкакĕсене те чакарма хистет.
Налуксăр тупăш пайĕ 155,7 млн тенкĕ ÿсет, çак шутра патшалăх пурлăхĕпе усă курнипе пулнă тупăш - 35,4 млн тенкĕ, çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курнăшăн илнĕ тÿлев - 37 млн тенкĕ, çул-йĕр прависене пăснăшăн пухнă штрафсем - 169,5 млн тенкĕ.
Вице-премьер каланă тăрăх - палăртнă улшăнусене кĕртсен республикăн 2014 çулхи бюджечĕ çапларах пулĕ: тупăшсен пайĕ - 36578,8 млн тенкĕ /малтан палăртнинчен 12,9 процент ÿснĕ/, расхутсен пайĕ - 40813,6 млн тенкĕ /ÿсĕм - 14,8 процент/. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ - 12593,3 млн тенкĕ. 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 12509,4 млн тенкĕпе танлашасса /83,9 млн тенкĕ чакасса/ палăртаççĕ.
Дефицитпа тупăш шайлашăвĕ - 14,7 процент. Çак кăтарту РФ Бюджет кодексĕнче палăртнă виçерен /15 процент/ иртменнине палăртрĕ финанс министрĕ.
Светлана Енилина министр паллаштарнă тепĕр проектпа килĕшÿллĕн Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствине РФ Налук кодексĕн 378.2 статйине Чăваш Республикинче пурнăçа кĕртекен уполномоченнăй орган туса хума палăртаççĕ.
Правительство членĕсем обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн бюджетне те улшăну кĕртрĕç. Бюджетăн тĕп пайĕсем кăçал 0,8 процент ÿснĕ. Улшăнусем кĕртнĕ хыççăн фонд бюджечĕ 10 млрд та 235,9 млн тенкĕпе танлашĕ.
Вице-премьер-сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Министерство Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата республика Правительстви çумĕнчи вунă координаци тата канашлу органĕсен ĕç-хĕлне хутшăнать. Çулсерен министерствăна 3-4 пин çын ыйтупа пырать. Вĕсен пысăк пайĕ инвалидноç çирĕплетессипе, «Ĕç ветеранĕ» ята илессипе, халăха медицина пулăшăвĕ, нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă.
«Социаллă проектсене, сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăсене пурнăçа кĕртни юлашки тăватă çулта вилекенсен шутне 9 процент чакарма май пачĕ. Пĕчĕк ачасем пурнăçран уйрăласси те 11,1 процент сахалланчĕ. Тухтăрсен 80 процентне электрон ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ, чирлисен çурри ытла пайĕн электрон медицина картти пур. Социаллă пĕлтерĕшлĕ политика тытса пыни, тĕрлĕ категорири граждансене вăхăтра социаллă пулăшу пани нумай ачаллă çемьесен шутне самай ÿстерчĕ», - пĕлтерчĕ Алла Владимировна.
Ларура çавăн пекех Украинăран Чăваш Ене тарса килекен граждансене вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсене вырнаçтарма, куллен кирлĕ япалапа тата ыттипе тивĕçтерме республика бюджетĕнчен укçа уйăрмалли йĕркене çирĕплетрĕç. Федераци бюджетĕнчен çак тĕллевпе республикăна 564 пин тенкĕ килнине пĕлтерчĕ А.Самойлова министр.
Правительство членĕсем Шупашкарти ачасен 3-мĕш хула больницине реорганизацилеме йышăнчĕç. Асăннă учреждение ачасен 4-мĕш больниципе пĕрлештерсен тăкаксем чакассине, ĕç тухăçлăхĕ, чирлисене медицина пулăшăвĕ парасси чылай лайăхланассине палăртрĕç.
ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республика бюджетĕнче хула округĕсемпе муниципалитет районĕсене ĕçри пысăк кăтартусемшĕн хавхалантарма 10 млн тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтерчĕ. 2013 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ хыççăн Правительство комиссийĕ хула округĕсен хушшинче Шупашкар çĕнтернине палăртнă. Хулана 5 млн ытла тенкĕлĕх грант пама йышăннă. Муниципалитет районĕсен хушшинче Елчĕк /2 млн 393 пин тенкĕ/ тата Шупашкар /2 млн 345 пин тенкĕ/ районĕсем палăрнă.
ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин сĕннĕ проект Улатăр, Куславкка, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай районĕсенчи 11,14 гектар йышăнакан ял хуçалăх тĕллевлĕ 13 лаптăка промышленноç тата ятарлă ытти тĕллевпе усă курма парассине палăртать. Улатăр районĕнчи 5 гектар ытларах çĕре тăм кăларакан карьер тума парасшăн. «Проект пурнăçа кĕни 145 çын валли ĕç вырăнĕ уçма май парĕ», - терĕ министр.
Куславккапа Çĕрпÿ районĕсенчи çĕрсем çинче магистраль нефтепровочĕн объекчĕсене хута яма палăртаççĕ. Шупашкар районĕнче 4 гектар ытларах йышăнакан çичĕ лаптăка «Шупашкар-Сăр» автоçул çинче путепровод тата Ишлей станцийĕ çывăхĕнче чукун çул урлă каçмалли вырăнсем тума уйăрасшăн. Çавăн пекех районта автомобильсен ТО станцийĕ валли 1,28 гектар çĕр уйăрма палăртнă. Вăл хута кайсан çĕнĕ 15 ĕç вырăнĕ пулĕ. Етĕрне районĕнчи АЗС тата автосервис 0,4 гектар йышăнĕ. Çĕнĕ çак предприятисем 15 çынна ĕçе илме пултарĕç. Тăвайĕнчи Карл Маркс урамĕнчи тăхăр çурта электроçутăпа тивĕçтерме юпасем лартмашкăн та çĕр уйăрма палăртнă.
А.Кузьмин министр çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн 2006 çулхи чÿкĕн 22-мĕшĕнчи 288-мĕш йышăнăвĕ вăйне çухатни çинчен пĕлтерекен проектпа паллаштарчĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕштерес тĕллевпе йĕркеленĕ. Проект чикĕ палăртнă чухне çĕр лаптăкне мĕн чухлĕ пысăклатма юранине çирĕплетет. Çакă çĕр лаптăкĕн чиккисен вырăнне темиçе хут виçсе палăртнă е кадастр йăнăшне тÿрлетнĕ чухне уйрăмах кирлĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерствин ертÿçи Сергей Павлов Чăваш Республикин «Ял хуçалăх аталанăвĕ тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокне пăхса тăрасси» патшалăх программине улшăнусем кĕртме сĕнчĕ. РФ Президенчĕн хушăвĕпе ял хуçалăхне тухăçлă аталантарма ялсем, ял хуçалăх продукцийĕ туса хатĕрлекен общество пĕлтерĕшлĕ объектсем патне çул хывассине федераци программине кĕртме йышăннă. «Çул тума тата реконструкцилеме федераци бюджечĕ уйăракан пĕтĕмĕшле сумма - 66,6 млрд тенкĕ. Субсидие ял территорийĕсене тухăçлă аталантаракан регион программисене тишкернĕ хыççăн субъектсене пайласа парĕç», - терĕ С.Павлов министр.
Источник: "Хыпар"