20 августа 2014 г.
Августăн 16-мĕшĕнче Элĕк районне Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин килнĕ.Унăн визичĕ район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа тĕл пулнинчен пуçланнă. Тĕлпулăва район администрацийĕн структура подразделенийĕсен начальникĕсем те хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче вĕренÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине, уй-хир ĕçĕсем ирттернине, нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсем панине, ялсене тирпей-илем кÿрессине сÿтсе явнă.
Министр районти тĕп больницăра пулнă, поликлиникăри электронлă регистратура ĕçĕпе интересленнĕ, территорие тирпей-илем кÿресси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Анатолий Кузьмин, Элĕк салинчи «Магнит» магазинта пулнă май, продукци ассортименчĕпе тата хаксемпе паллашнă, Чăваш Енре туса кăларнă таварсем пуррипе интересленнĕ.
Ведомство пуçлăхĕ Колхознăй урамĕнчи виçĕ хутлă 24 хваттерлĕ пурăнмалли çурт строительстви мĕнле пынипе те паллашнă. Çурта 2013-2017 çулсенчи «Чăваш Республикин территорийĕнчи пурăнмалли авариллĕ фондран граждансене куçарасси» республикăри адрес программипе килĕшÿллĕн тăваççĕ. Хальхи вăхăтра нумай хваттерлĕ çурт строительстви вĕçленсе пырать. Çурт çывăхĕнчи территорие тирпей-илем кÿрес ĕçе вĕçлемелле.
Министр Элĕкри тата Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕсленĕ. Пĕрлĕхлĕ Раççей партин «Ача-пăча спорчĕ » проекта пурнăçа кĕртсе Элĕк вăтам шкулĕнче физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттерме спортзала тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Раççей Федерацийĕн 2011-2015 çулсенчи сывлăх енчен хавшак ачасене пĕлÿ илме майсем туса памалли ятарлă программăна тĕпе хурса, Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта ача-инвалидсене инклюзиллĕ майпа вĕрентес тĕллевпе универсаллă чăрмавсăр майсем тăвассипе юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ку условисем япăхрах куракан, илтекен, ытти енĕпе те сусăртарах ачасемшĕн меллĕ пулĕç.
Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ «Алмаз» обществăра та пулнă. Кунта вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Хуçалăхра тĕш тырă культурисем 687 гектар шутланаççĕ. Тырпула 200 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Вăтам тухăç - 30 центнер. Вырмара 2 комбайн ĕçлет. Кĕрхи çĕртме сухинче - 2 трактор. Кĕр тыррине акса хăварма 150 гектар çĕр хатĕрленĕ. Анатолий Кузьмин ертÿçĕне тата хуçалăх ĕçченĕсене вырма кампанине ăнăçлă ирттерме суннă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета