Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр тата налук ыйтăвĕ тавра

16 августа 2014 г.

Юн кун район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен канашлăвĕ иртнĕ, ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительствăпа ЖКХ пайĕн ертỹçи Владимир Никифоров ертсе пынă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусем çаксем: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсене регистрацилесси; ялсенчи çĕрсене тĕрĕслес тĕллевпе ирттернĕ халăх инвентаризацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕн кăтартăвĕсем; ял тăрăхĕсенче вырăнти налук мĕнле пуçтарăнни; граждансене патшалăх тата муниципалитет çăмăллăхĕсен Пĕрлĕхлĕ порталĕнче регистрацилесси. Çак ыйтусем тăрăх район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Эльвира Жамкова тухса калаçнă. Эльвира Эмирзяновна çакна палăртнă: хальлĕхе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсен 15563,7 гектарне (87 процент) регистрациленĕ. Хуçисем ыйтман çĕр лаптăкĕсене 3814 гектар (64 процент) шута илнĕ. Çулталăк вĕçлениччен ял тăрăхĕсенче хуçисем ыйтман çĕр лаптăкĕсене пурне те муниципалитет харпăрлăхне куçарма тĕллев лартнă. Канашлура Федераци налук службин районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Филиппов та сăмах илнĕ, ял тăрăхĕсенче налуксем пухас ĕçе лайăхлатма чĕнсе каланă. Çав кунах ял тăрăхĕсен специалисчĕсемпе халăха патшалăх çăмăллăхĕсене электрон меслечĕпе парас ыйтупа вĕренỹ йĕркеленĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика