Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлсе, вырăнлă усă курнă

09 августа 2014 г.

 (Чăваш Республикинчи Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕçĕ-хĕлĕ)

Патшалăх пурлăхĕпе усă курасси Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен Министерствин приоритетлă задачисенчен пĕри шутланать. Пĕтĕм пурлăх патшалăх реестрĕнче. Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне реестрта юридици сăпатлă 428 çынна шута илнĕ. Вăл шутран патшалăхăн унитарлă предприятийĕсем 12, республика пĕлтерĕшлĕ 3 хысна учрежденийĕ, патшалăхăн 344 учрежденийĕ, капитал уставĕллĕ 34 хуçалăх пĕрлешĕвĕ, ытти йышши организацисем - 35. Реестрта куçман 11 пин объект шутланать. Çавăн пекех, Чăваш Республикинчи патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче - 21640,1 гектар çĕр. Патшалăх харпăрлăхĕпе эффективлă кăтартăвĕсенчен пĕри - пурлăх реестрне актуализацилесси. Патшалăх учрежденийĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарасси те малалла пырать. Сăмахран, 2013 çулта тата кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та патшалăх учрежденийĕсене оптимизацилессипе ĕçленĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра патшалăх учрежденийĕсем 315 шутланаççĕ, вĕсенчен 67-шĕ - автономлисем, 74-шĕ - хысна учрежденийĕсем, бюджетлă учрежденисем - 174. Патшалăх учрежденийĕсене çĕнетсе улăштарас ĕç 2016 çулчченех пымалла. Патшалăх пурлăхĕпе усă курас ĕç эффективлăхĕ унпа мĕнлерех усă курнине тĕрĕслесе тăнипе çыхăннине палăртмалла. Кăçал, çулталăк пуçланнăранпа, юридици тата уйрăм сăпатлă çынсем хăйсене арендăна панă пурлăхпа еплерех усă курнине тăватă хутчен тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман. Çавăн пекех, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вырăна тухса та 30 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Вĕсен вăхăтĕнче уйрăм çитменлĕхсем палăрнă, çавна май административлă право йĕркине пăсни пирки 5 ĕç пуçарнă, юридици сăпатлă 2 çынна штрафланă. 2 уйрăм предпринимательпе должноçри 1 çын та штраф тỹлессинчен хăтăлса юлайман. Министерство налуксенчен пухăнакан пурлăха ỹстерес тĕлĕшпе те ĕçлет. Пĕрремĕш çур çулта кăна патшалăх пурлăхĕпе усă курнипе тата ăна йĕркелесе пынипе республика бюджетне 164,9 миллион тенкĕ пырса кĕнĕ. Çак укçан 46 проценчĕ патшалăх пурлăхне тата çĕр участокĕсене арендăна панипе çыхăннă. 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика харпăрлăхĕнчи 63,7 пин тăваткал метра арендăна панă, çĕре арендăна илни пирки 233 килĕшỹ вăйра тăрать. Республика пурлăхне приватизациленипе кăна 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ен бюджечĕ 16,8 миллион тенкĕлĕх пуянланнă. Кунсăр пуçне приватизациленĕ объектсен çĕр участокĕсене сутнипе те бюджета тата 26 миллион тенкĕ кĕнĕ. Министерство Чăваш Республикин ятĕнчен акционерсен 31 уçă обществин акционер правине пурнăçлать, икĕ общество пирки ятарлă йĕркелỹ прави пур. Вăлах - пĕр общество акционерĕ. Налуксен тупăшĕсем республикăри пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи хваттерсене сутнипе те пухăнаççĕ. 2008 çулхи декабрьтен тытăнса 2013 декабрь тĕлне патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне 1726 хваттере шута илнĕ. Çак фондри хваттерсенче виçĕ çултан кая мар пурăнакансем вĕсене вунă çул хушшинче тỹлесе татмалли майпа туянма пултараççĕ. Кăçалхи çур çулта кăна суту-илỹн 36 килĕшĕвне çирĕплетнĕ. Çĕр хутшăнăвĕсене йĕркелесе тăрасси те министерство тивĕçĕ. Унăн пĕрремĕш тĕллевĕ - çак тытăмра çĕр участокĕсемпе туллин усă курма, вĕсене экономика çаврăнăшне кĕртме майсем туса парасси. Çĕр фончĕн структурин 55 проценчĕ - ял хуçалăх çĕрĕсем. Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр харпăрлăхне 331 пин гектар шута илнĕ, пай çĕрĕсене 308, 9 пин гектар регистрациленĕ. Ку тĕлĕшпе Шăмăршă районĕн кăтартăвĕ чи пысăкки - 86 процент таранах (15,4 пин гектар). Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр участокĕсене 22,1 пин гектар патшалăх кадастрĕн учетне тăратнă. Маларах ку тĕлĕшпе пачах ĕçлемен тесен те юрать. Республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Шăмăршă районĕнче çакнашкал çемьесен ыйтăвĕсене пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. Кăçалхи мартăн 15-мĕшĕнче республикăра çĕр участокĕсен "халăх инвентаризацийĕ" пуçланчĕ. Халĕ унăн пĕрремĕш тапхăрĕ пырать, иккĕмĕш тапхăр октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланмалла.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика