23 июля 2014 г.
Ĕмĕр пурăнса ирттернисем урăх çын йăнăшĕнчен вĕренме хушнă. Анчах пурнăçра нумай çын хăйĕн йăнăшĕнчен пĕтĕмлетỹ тăвать. Çĕр асăрхавĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ те çакна çирĕплетет.
Пулăхлă çĕр автостоянка валли мар
Шупашкар районĕнчи акционерсен уçă обществи 1 гектар çинчи пулăхлă тăпрана сая яни çинчен эпир маларах çырнăччĕ. Çĕнĕ Шупашкар хули çывăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкне автостоянка тума усă курнă. Çавна май пулăхлă тăпра строительство материалĕсемпе - хăйăрпа, вĕтĕ чулпа хутăшса пĕтнĕ. Çĕр çинчен калакан саккунсене пăхăнманшăн общество дирекцине РФ КоАП-ĕн 8.6 статйин 2 пайĕпе айăпланăччĕ. Апла пулин те штраф тỹлени сиене саплаштарассинчен хăтармасть. Специалистсем çĕре сиен кỹнин шайне 8 миллион тенкĕ! тесе палăртнă. Çавна май вĕсен суд йышăнăвне пурнăçлама тивнĕ.
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсен çакнашкал тепĕр лару-тăрăва та уçăмлатма тиврĕ. Комсомольски район администрацийĕ пĕр усламçа 49 çуллăха ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре арендăна панă. Анчах вăл 0,5 гектар çĕрпе хăй пĕлнĕ пек усă курма шутланă. Йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă, шалта автокран, трактор, заправка вырнаçтарнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче унта хуралтă таврашĕ - ангар тума пуçланине тупса палăртнă, 0,11 гектар çинче хăйăр, вĕтĕ чул, кирпĕч, тимĕр пăрăхсем вырнаçтарнă. Аренда килĕшĕвĕнче вара стоянка йĕркелесси пирки сăмах пулман. Çак лаптăкри тăпрана сиен кỹни 1 миллион тенкĕпе танлашнă.
Магистраль пăрăхĕсем хывни те Чăваш çĕрне шар кăтартать
Специалистсем çĕрĕн çиелти сийĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçланă чухне те сиенленнине палăртаççĕ. Иртнĕ çул Управление магистраль пăрăхĕсем хывнă чухне акма-лартма юрăхлă çĕрсем шар курни çинчен Шупашкар çынни пĕлтернĕччĕ. Çĕрпỹ районĕнчи Кăнар ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă пĕр лаптăкра пăрăхсем купаласа хунă-мĕн. Хуçа 29,3 гектар çĕр лаптăкне юхăнтарса янă. Çум курăк айне пулнă лаптăк çийĕн йывăр техника çỹретнĕрен пулăхлă сий япăхланнă - тăмпа хутăшса пĕтнĕ. Айăплисене палăртма административлă тĕпчев пуçарнă.
Газ е нефть пăрăхĕсем хывнă е автоçулсем тунă чухне çĕрĕн паха сийне вырăнтан куçарнă тĕслĕх кашни çул тĕл пулать. Сăмахран, виçĕм çул Шупашкар районĕнче анчах çакăн йышши 3 тĕслĕхе шута илнĕ. Юридици сăпатĕнчи çынсене 65 пин тенкĕлĕх штраф панă. 3 общество пулăхлă тăпрана кỹнĕ сиен - 4,5 миллион тенкĕлĕх! Çакна палăртатпăр, вĕсенчен 2-шĕ тăпра пулăхне хăйсен вăйĕпе лайăхлатнă. Анчах пурте çакна ăнланмаççĕ, çавна май вĕсемпе çирĕп калаçма тивет. Иртнĕ çул Куславкка район администрацийĕнчен килнĕ çыру инспекторсене çула кăларнă. Ахальтен мар. Нефть пăрăхĕсем хывнă пĕр лаптăкри пулăхлă тăпра тĕрлĕ çĕрте купаланса выртнă. Паллă: рекультивацие ячĕшĕн кăна ирттернĕ. Пахалăхсăр ĕçшĕн административлă яваплăх пирки аса илтермесĕр май килмен.
Куславкка районĕнче кăçал та административлă тĕпчев ирттерме сăлтав тупăннă.Тимĕр пăрăхсене кăларнă май Çĕр саккунĕсене пăсни пирки систернĕ унтан. Чăнах та, пулăхлă сийе упраса хăварассишĕн çунман Тутарстанри пĕр общество - пулăхлă çĕре тăмпа хутăштарнă. Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи çынсем демонтаж ĕçĕ йĕркеленĕ. Çакна пурнăçлакан подрядчик ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи ĕç йĕркине пăхăнман. Рекультиваци проекчĕ хатĕрлемеллине пĕлмен-ши?
Ял хуçалăх ĕçĕнчен чăвашсем те писсе пынине пытармалли çук. Апла пулин те çĕрпе, унăн пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене чĕре патне илекен çынсем те сахалăн мар. Пай çĕрĕсем çинчи тата уйсенчи йĕркесĕрлĕхе асăрхаса, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн тăрăшакансем пулсан - шанăç та çухалман-ха.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"