09 июля 2014 г.
Çатракасси ял тăрăхĕнчи Çатракасси ялĕнче пурăнакан Галинăпа Валериан Григорьевсем патне çитнĕ чух кил хуçисен кинĕ ĕне суса тухатчĕ. Унăн мăшăрĕ Женя кил хуçалăхри ĕçсемпе аппаланни куç умне пулчĕ. Ашшĕпе амăшĕ кил-çуртра çирĕп йĕрке тытни кил алăкĕ патĕнченех курăнчĕ. Калаçура Женя та çакна пытармарĕ. "Ĕçе юратма хăнăхтарса ÿстерчĕç пире аттепе анне. Вĕсем вĕрентнине паян хамăр пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Тавах вĕсене уншăн", - терĕ Муркашри "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнра инструкторта ĕçлекен çемье пуçĕ. Муркаш райповĕн Çатракассинчи куллен кирлĕ таварсен лавккинче сутуçăра вăй хуракан Надьăпа унăн мăшăрĕ Женя туслă çемьере 3 ача ÿстереççĕ: Карина, Арина тата Дамир (сăн ÿкерчĕкре). Аслин кăçал шкула каймалла. "Кун иртет те çул иртет. Çемье пысăкланнă май пуласлăх пирки те шутлама тивет. Юрать çĕр-шыв пирĕн пеккисем çине куç хупмасть. Акă тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме сертификат пачĕç те пурнăçра тепĕр тĕллев çуралчĕ", - малашлăхри ĕмĕтсем пирки систерсе калаçрĕ çемье пуçĕ.
Сăмах май Женьăн пиччĕшĕсен çемйисенче те 4-шар ача пулнăран вĕсем те иртнĕ кунсенче тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсен сертификачĕсен хуçисем пулса тăнă.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"