11 июля 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. В. Путин Çĕр кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккуна алă пуснă. Вĕсем çĕр лаптăкĕпе усă курассипе çыхăннă ыйтусене пырса тивеççĕ. Уйрăм çынсене тата предприятисемпе организацисене патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре çĕнĕ йĕркепе параççĕ. Саккунра вĕсем çĕре аукционра тата ăна ирттермесĕр, çавăн пекех укçалла тата тỹлевсĕр епле майпа илме пултарнине палăртнă. Çĕре уйăрнă, федераци харпăрлăхĕнчине муниципалитета куçарнă тата ытти чухне пăхăнмалли йĕркене те уйрăммăн сăнланă. Уйрăм çынсем, предриятисемпе организацисем патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕре харпăрлăха илмесĕр те усă курма пултараççĕ. Федераци саккунĕнче “çĕр участокĕ” текен ăнлавпа çыхăннă право нормисене тĕплĕ ăнлантарса панă. Çĕр кодексне улшăнусем кĕртнĕ май, Вăрман, Строительство кодексĕсем, куçман пурлăх кадастрĕ çинчен калакан федераци саккунĕ те çĕнелнĕ.
Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)