Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕ

31 мая 2014 г.

Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен" саккунне пурнăçласа районта чылай ĕç тунă. Хальхи вăхăтра районта 18 çула çитмен виçĕ е ытларах ачаллă 319 çемье шутланать.

2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр лаптăкĕ илес тесе 29 çемье учета тăнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ 2,5 хут ỹснĕ. Паян нумай ачаллă 79 çемье саккунпа килĕшỹллĕн çĕр лаптăкĕ ыйтса çырнă. Çапла вара районти нумай ачаллă кашни тăваттăмĕш çемье çĕр лаптăкĕпе усă курма кăмăл тунă. Вĕсенчен 7-шĕ хăйсем валли çурт-йĕр лартасшăн, 67-шĕ килти хушма хуçалăх йĕркелесшĕн.

Нумай ачаллă çемьесен тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес тесен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче, çавăн пекех патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан нумай функциллĕ центрта учета тăмалла.

Паянхи кун тĕлне 49 лаптăк (66 процент) çĕр уйăрса панă. Вăл шутран 2011 çулта 7, 2012 çулта 17, 2013 çулта 22, кăçалхи 4,5 уйăхра - 3.

Районта нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă çĕр 12 гектарпа танлашать. Нумай ачаллă 1 çемье хăйĕн çĕр лаптăкне сутса янă. 48 çемье лаптăк тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрациленĕ. Ку вăл çĕр лаптăкĕ илнĕ çемьесен 98 проценчĕпе танлашать.

Хальхи вăхăтра çĕр лаптăкĕ илес тесе 25 çемье черетре тăрать. Вĕсем Елчĕк тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче ытларах. Пирĕн тĕллев - мĕн пур нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси.

М.ПАВЛОВА,

район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика