Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Приватизаци бюджета тĕревлетĕр

29 мая 2014 г.

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Пограничник кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Анчах ларури калаçу, паллах, уяв тавра мар, кулленхи çивĕч ыйтусем пирки пулчĕ.

Малтанах республикăн хăш-пĕр саккунне улшăнусем кĕртмелли саккун проектне ырларĕç. Ку ыйтупа сăмах илнĕ май вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов тăлăхсене пырса тивекен çĕнĕлĕх çинчен пĕлтерчĕ. Республикăра паян 5 пин ытла тăлăх. Вĕсен 80% - çемьесенче. Ача çурчĕсенчи йыш чакни савăнтарать. Шăпăрлансене çемьесене пурăнма йышăнаççĕ, усрава илеççĕ. Малашне вара тепĕр мел те пулать - патронат çемйи. Ачана çемьене çулталăклăха параççĕ. Ку, министр палăртнă тăрăх, усрава иличченхи е çемьене йышăнас умĕнхи тапхăр пулĕ - çынсем ăна çулталăклăха йышăнса хăйсене тĕрĕслесе пăхĕç. Çакнашкал мелпе усă курас текенсем пуласса шанаççĕ.

Саккуна кĕртме сĕнекен тепĕр çĕнĕлĕх - патшалăх должноçĕнчи çынсене шанчăкран тухнине кура ĕçрен хăтарасси. Вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов «шанăçа çухатни» мĕнпе çыхăнма пултарассине те пĕлтерчĕ. Калăпăр, должноçри çын е унăн çемйин членĕсем тупăш çинчен калакан кăтартусем паманни. М.Игнатьев саккуна кĕртме сĕнекен çак улшăну коррупципе кĕрешнипе, йĕркене çирĕплетме ăнтăлнипе сăлтавланнине палăртрĕ.

2015-2019 çулсенче республика электроэнергетикине аталантармалли схемăпа программа пирки самай тĕплĕ калаçу пулчĕ. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов çак документсене хатĕрлес енĕпе пысăк ĕç пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Чăваш Енри потребительсене электричествăпа пысăк виçĕ сеть компанийĕ тивĕçтерет. Сывлăшри электролинисен сечĕн тăршшĕ - 2 пин км ытла. Генерацие илес тĕк - хăватсем 2225 МВт танлашаççĕ /ГЭС, ТЭЦ-2, ТЭЦ-3/. Республикăра усă куракан электричествăн пысăк пайĕ, 70%, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен тата Шупашкар районĕн тÿпи. Аталану программинче ТЭЦсен, подстанцисен реконструкцине çирĕплетнĕ, ытти ĕç калăпăшĕ те пысăк.

Çапах çак йĕркесен авторĕшĕн тĕлĕнмелли те тупăнчĕ - чиновниксен «хут пĕлменлĕхĕ» тĕлĕнтерчĕ. М.Игнатьев хайхи программăра Шупашкарти 1-мĕш ТЭЦа та мĕншĕн асăннипе кăсăкланчĕ: «Вăл ĕçлемест, хуçисем экономика енчен усси çуккине кура ăна сутлăха кăларасшăнни çинчен калатчĕç-çке...» Уçăмлă хурав пулманран Михаил Васильевич пусăм тусах ыйтрĕ: «ТЭЦ-1 ыран ĕçлесе каять-им? Сутмаççĕ-им?» «Ĕçлесе каймасть, сутасси пирки информаци çук», - пулчĕ хурав. Çав вăхăтрах 5-мĕш ТГКн кунти филиалĕн ертÿçисем нумаях пулмасть çеç 1-мĕш ТЭЦа сутлăха кăларассине çирĕплетнĕччĕ, çакăн пирки республика хаçачĕсем те çырнăччĕ. Чиновниксем хаçат вуламаççĕ-ши вара?

Чăваш Ен харпăрлăхĕнчи темиçе предприятие сутасси пирки вара информаци пур. Ăна ларура пурлăх министрĕ Анатолий Кузьмин пĕлтерчĕ. Патăрьелĕнчи «Плодопитомник» тата «Газпроммежрегионгаз» АУОсене приватизаци планне кĕртнĕ. Çав планпа пăхнă пурлăха сутни бюджета 101 млн тенкĕ кÿмелле. Малтан список анлăрах пулнă-мĕн, анчах ăна кĕскетме тивнĕ. Çав шутра республика Пуçлăхĕн администрацийĕн апатлану комбинатне, «Фармация» предприятие, «Чăвашагролизинга» приватизацилемеллисен ретĕнчен кăларнă.

Министр çакăн сăлтавĕсене ăнлантарчĕ-ха, çапах М.Игнатьев кăмăлсăрланчĕ: «Кăларнисен вырăнне çĕннисене кĕртмелле. Пирĕн бюджет дефицичĕ чикĕ шайĕнче - мĕнпе саплаштарăпăр? Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене кÿме пăрахнă, коммерципе кăна ĕçлекен предприятисене тытса тăни вырăнсăр. Приватизаци вĕсемшĕн хăйсемшĕн те усăллă: кредитсемпе, инвестицисемпе усă курма пултараççĕ». Çавна май вăл «Чăвашагролизинг» ыйтăвне те тепĕр хут тишкерме сĕнчĕ.

Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ унăн бюджет кредичĕ пуррине кура чăрмав тухса тăнине палăртрĕ-ха, валеçнĕ 54 млн тенкĕлĕх кредитсен тавăрса памалли вăхăчĕ иртнĕ-мĕн, çав шутран каялла килмелли 30% кăна, ыттине тавăрса пама тивĕç предприятисем - панкрутсем. «Апла тăк ытти - çухалнă укçа, - пĕтĕмлетрĕ ЧР Пуçлăхĕ. - Çапах ыйтăва тепĕр хут тишкерме сĕнетĕп. Агролизинг ĕçне тепĕр хут чĕртмелле-и е çак тивĕçе урăххине памалла - татса памалла. Анчах республика предприятийĕсене приватизацилемелле - инвесторсем шыраччăр. Бюджет дефицичĕ - 5 млрд тенкĕ патнелле. Ăçтан илĕпĕр? Çĕр лаптăкĕсене те сутлăха кăлармалла. Унсăрăн хушма укçа пулмĕ, дефицита саплаштараймăпăр».

Те çак темăпа çыхăннă кăмăлсăрлăх сăлтавларĕ - М.Игнатьев ЧР Чĕр чунсен тĕнчин объекчĕсене сыхлакан патшалăх службин ертÿçи Владимир Кузюков хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тума сăмах илсен те ăна пÿлчĕ. Тĕрĕссипе, доклада кĕскерех тума сĕннине пăхмасăр Владимир Николаевич пĕлтерĕшлех мар самантсем çинче те чарăнса тăни кăмăлсăрлăх çуратрĕ пуль. Çийĕнчен - 2010-2013 çулсенче асăннă служба браконьерсене, ыттисене пĕтĕмпе те 730 пин ытла тенкĕлĕх кăна штрафлани, 591 пин тенкĕлĕх сиене çеç шыраса илни... Михаил Васильевич çаплах касса татрĕ: «591 пин тенкĕ - мĕн ку? Сирĕн хăвăрăн хăш-пĕр сотрудникăр та йĕркене пăсакансемпе çыхланса кайнă. Ĕçлĕр!»

Газ хакĕсене çирĕплетесси тавлашу çуратмарĕ. Конкурентлă политика тата тарифсен енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Алина Елисеева пĕлтернĕ тăрăх - утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен халăха сутакан газăн 1 пин кубла метрĕн хакĕ 4688,5 тенкĕпе танлашĕ. Ÿсĕм - 4,1%. Шĕветнĕ газ хакĕ те çавнашкал виçепех хăпарать теме юрать - 4,2% хушăнать.

Лару Министрсен Кабинечĕн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика