21 мая 2014 г.
Эрне кун пирĕн районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ А.Кузьмин ертсе пыракан ушкăн пулнă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата хула администрацийĕн пуçлăхĕн пурăнмалли çуртсен тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ - строительство, архитектура тата хула хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Зайцев кĕтсе илнĕ. Хулапа района ертсе пыракансем, министр тата министерство ĕçлевçисем Канаш хулине çĕнетмелли комплекслă инвестици планĕпе килĕшÿллĕн хытă каяшсен, çÿп-çап полигонĕ тума, Машинăсем тăвакансен урамĕнче çул сарма, нумай ачаллă çемьесене усă курма çĕр уйăрса парассипе çыхăннă мероприятисемпе паллашнă. Çавăн пекех 2012 çулта район тата хула администрацийĕсем муниципалитет пурлăхĕпе усă курассинче, учета илессинче тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес енĕпе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă. Ĕçлĕ çÿр çÿреве район администрацийĕн акт залĕнче пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Ăна В.Кузьмин министр ертсе пынă. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пуçлăхĕ В.Павлов, хула администрацийĕн строительство, архитектура тата хула хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Зайцев, министр çумĕ И.Устенко, пай пуçлăхĕсем И.Модина, Т.Лукина, В.Николаева, Л.Тупицына тухса калаçнă, залран панă ыйтусене хуравланă. Канаш хулинче учетра нумай ачаллă 268 çемье тăнине, 55-ĕшне çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернине палăртнă. А.Кузьмин министр хула администрацине ытти çемьесене çĕр тупса пама пулăшасси хальхаççăн тăракан задача пулса тăнине палăртнă.
Источник: "Канаш"