30 апреля 2014 г.
Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен" Сакунне пурнăçласа, Шăмăршă районĕнче чылай ĕç тунă. Ĕнерхи кун тĕлне нумай ачаллă çемьсем валли пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 11,85 гектар йышăнакан 75 лаптăк хатĕрленĕ. Шута илнĕ 68 çемьене те çĕр лаптăкĕ уйăрса панине çирĕплетекен сертификат панă. Вĕсенчен 5-шĕ хăйсем валли çурт-йĕр лартасшăн, 63-шĕ килти хушма хуçалăх йĕркелесшĕн. Çакна палăртмалла: нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкне тỹлевсĕрех уйăрса параççĕ.
Н.ЕНДИЕРОВ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"