Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх инвентаризацийĕ

06 мая 2014 г.

Пушă çĕрсемпе çĕр участокĕсене пăхса тухса инвентаризацилес енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулса иртнĕ, унта хăш-пĕр ял тăрăхĕсем план-графикпе пăхса хăварнă ĕçсене пурнăçлассипе тимлĕ ĕçленине палăртнă. Тĕслĕхрен, Тăрмăш ял тăрăхĕн план-графикĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи апрелĕн 16-24-мĕшĕсенче ятарлă комиссин ĕç ушкăнĕ (унта Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Разин, ун çумĕ В.Николаева, çĕр специалисчĕ Н.Алексеева, С.Спиридонова депутат тата библиотека заведующийĕ Л.Андреева кĕреççĕ) ялти пушă çĕрсемпе çĕр участокĕсене пăхса çаврăннă, сакăр урамра пушă çĕр участокĕсем пуррине палăртнă. Ленин тата Октябрьски урамĕсенче ун пек çĕр участокĕсем виçшер те пур, Восточная, Садовая, Толстой урамĕсенче вара - икшер, ыттисенче - пĕрер. Инвентаризаци пушă çĕрсемпе тата çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курассине йĕркелеме май парĕ.

В.ВАЛЕРЬЯНОВ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика