19 апреля 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов информаци кунне пуçтарăннă тĕрлĕ шайри ертỹçĕсем умĕнче заглавокри пархатарлă шухăша тепĕр хут çивĕчлетрĕ. Калаçăва тỹрех ку енне куçарма сăлтавĕ те пулчĕ. Йăлана кĕнĕ информаци кунĕн тĕп темисенчен пĕри шăпах тирпей-илемпе çыхăннă: экологи субботникĕсем, Йывăç кунне йĕркелесси, ялти урамсене, çул хĕррисене, масарсене кăтартуллă тытса тăрасси...
_ Хамăр пурăнакан вырăна варалакансене, сăтăр тăвакансене тупса палăртма, вĕсене тытса айăплама вăй çитеретпĕрех. Çак тĕллевпе укçа-тенкĕне те хĕрхенмĕпĕр. Çулсеренех "Хăрушсăрлăхлă хула" программăпа килĕшỹллĕн район центрĕнчи çын йышлă çỹрекен вырăнсене видеосăнав лартатпăр.
"Вăрттăн куçсем" преступниксене тупма пулăшаççех. Çывăх вăхăтра пулăшу техникин йышне тата ỹстересшĕн, _ терĕ Николай Иванович чылайăшне канăçсăрлантаракан ыйтăва хускатса. Район ертỹçи кашни эрне кунах коллективсемпе кар тăрса субботниксене тухасси, урамсемпе тăкăрлăксене, çул хĕррисене çеçкесем лартса капăрлатасси тата вĕсене пăхса тăрасси ырă йăлана кĕнине палăртрĕ. Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе пуç хунисене асăнса лартнă палăк йĕри-таврашне шăлса-шуратса çеç çырлахмалла мар, чечек хунавĕсем лартса та капăрлатмалла.
Сăмах май каласан, район администрацийĕн пуçлăхĕ ку тĕлĕшпе малашне шкул картишĕнчи парникрах хамăрăн калчасем çитĕнтерме хăнăхмаллине пĕлтерчĕ. "Ан тив, вĕренекенсем çамрăкранах пĕчĕк бизнеса аталантарма, укçа мĕнле тумаллине туйса ỹсчĕр. Иртнĕ çул Патăрьелĕнче хута кайнă "Бизнес-инкубатор" вара тулли хăватпа ĕçлетĕр", _ палăртрĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Экологипе сывлăх, сывă пурнăç йĕркипе спорт _ пĕрне-пĕри пулăшса пыракан ыйтусем. Сывлăхлă çын çеç производствăра, ытти сферăра пысăк пулăшу пулма пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ република Элтеперĕ кăçалхи мартăн 20-мĕшĕнче "Сывлăх тата спорт кунĕ çинчен" ятарлă Указ кăларчĕ. Пĕлтерĕшлĕ хушу вырăнсенче спорт комплексĕсене тулли хăватпа ĕçлетерессипе, çынсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе, çамрăксене сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнтерессипе çыхăннă. Информаци кунне лартнă пĕрремĕш ыйту шăпах çак тема тавра пулчĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта маларах та чылай ĕç туса пыратчĕç-ха, халĕ вара спорт мероприятийĕсем, тĕрлĕрен ăмăртусем, вăйăсем пушшех йышлă пулса пыраççĕ. Патăрьелĕнчи ФСКна пенсионерсем те нумайăн çỹреме пуçлани те кăмăллă. Информаци кунĕнчех апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене индексацилес, Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин ветеранĕсене Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе чыс та хисеп тăвас ыйтусене те сỹтсе яврĕç. Вĕсене çивĕчлетме Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ С. Иванова, республикăри ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен В. Рафинов уполномоченнăй, республикăри "Хыпар" издательство çурчĕн директор-тĕп редакторĕ А. Леонтьев хутшăнчĕç, вырăнсенче çĕрпе перекетлĕ те тухăçлă усă курас, ют çемьере хỹтлĕх тупнă ачасене тимлĕх уйăрас, вĕсене пулăшас ыйтусене хускатрĕç.
Район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисемпе, районти организаци, предприяти руководителĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе явнă хыççăн С. Ивановапа А. Леонтьев район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынипе районти "Авангард" хаçат редакцийĕн, Туçари вăтам шкулăн, Патăрьелĕнчи агротехникумăн коллективĕсемпе курнăçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Осиповпа В. Рафинов Патăрьелĕнчи "Çăлкуç" реабилитаци центрĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, кунта сипленекенсемпе тĕл пулчĕç, юлашкинчен вара Кзыл Чишмари Шайдуллинсен çемйине çитрĕç. Фанияр Асадулловичпа Фания Хамзиевна паттăрла ĕçĕ пирки икĕ çул каяллах вулакансене çырса пĕлтернĕччĕ. Çак матур çемье хăйсен хỹтлĕхне харăсах сывлăх тĕлĕшĕнчен катăкрах икĕ хĕре усрава илнĕ. Азалияпа Алия инвалидсем паян хăйсене епле телейлĕ туйнине çак çемьере тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Тĕпренчĕксем япăхрах утаççĕ пулин те Алманчăри ясли-сада çỹреççĕ. Халĕ вĕсем çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ тата воспитательсем пулăшнипе самаях аталаннă, сăвăсене пăхмасăр пĕлеççĕ, чăвашла та, тутарла та калаçаççĕ...
_ Вĕсене ура çине тăрататпăрах, хăйсене инвалид пулнине ан туйччăр тесе мĕн кирлине пурне те пурнăçлама тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе патшалăх та тимлĕх уйăрать. Анчах пире паян ачасене çулталăкне темиçе хут Шупашкара сипленме илсе çỹреме транспорт кирлĕ. Çĕнĕ çурт лартнипе ăна туянма вăй-хăват çукрах-ха... _ терĕ амăшĕ хăйсене пăшăрхантаракан ыйтăва влаç органĕ умĕнче хускатса. Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусене те информаци ушкăнĕ татса пама шантарчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)