Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене - çĕр лаптăкĕсем

22 апреля 2014 г.

Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, нумай ачаллă çемьесен пурнăç шайне ỹстерес тĕллевпе Чăваш Ен РФ субъекчĕсенчен малтисен шутĕнче нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси çинчен закон йышăннă.

Унпа килĕшỹллĕн 3 е ытларах ача пур çемьесене çурт-йĕр е дача тума, е килти хушма хуçалăха аталантарма тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ.

Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăтартăвĕсемпе республикăра нумай ачаллă 9500 çемье шутланать. Çав шутран 4329 çемьене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме учета тăратнă, 2273 çемьене сертификат панă. Ытларахăшĕ çĕр лаптăкне çурт-йĕр çавăрма илес тĕллевлĕ (1409 çемье). Çĕр харпăрлăхĕн правипе 1598 çемье усă курнă (180,8 га). Республика Пуçлăхĕ 2014 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче алă пуснă Законпа килĕшỹллĕн халĕ çĕр лаптăкне республика е муниципалитет харпăрлăхĕнчен кăна мар, федераллă харпăрлăхран та уйăрса пама юрать. Нумай ачаллă çемьен çĕр лаптăкне хăйĕн суйласа илме право пур. Вăл уйăрса паракан çĕр лаптăкĕпе килĕшмесен, çĕнĕ йĕркепе ăна Реестртан кăлармаççĕ.

ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика