Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп вырăнта - социаллă ыйтусем

19 апреля 2014 г.

Республикăри муниципаллă районсенче кашни уйăхра пĕрлехи информаци кунĕсем иртеççĕ. Иртнĕ кунсенче района ĕçлĕ ушкăн çитнĕ. Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: ЧР Пуçлăхĕн 2014 çулхи мартăн 20-мĕшĕнчи кун йĕркинче «Сывлăхпа спорт кунĕ» Указа мĕнле пурнăçласа пыни, апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсине индексациллесси, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 69 çул çитнĕ май ветерансене чысласа ирттерекен акцисем, тавралăха тирпей кĕртес тĕлĕшпе экологи субботникĕсем ирттересси.

Ĕçлĕ ушкăнри тата районти яваплă çынсем Вăрмар хула, Арапуç, Энтрияль, Аслă Чак, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç, кунта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçусем ирттерчĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.

Килсе çитнĕ хăнасем чи малтанах район администрацийĕн лару залĕнче пухăнчĕç. Кунта яланхилле иккĕ е виçĕ ача çуратнă хĕрарăмсене амăшĕн капиталĕн сертификатне пачĕç. Телейлĕ сертификат илекенсем шутне Анна Анатольевна Алексеева ?Энтрияль%, Алина Владимировна Николаева ?Мăнçырма ялĕ%, Наталия Юрьевна Терентьева ?Кĕтеснер ялĕ% кĕчĕç. Район пуçлăхĕ М. Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ К. Никитин, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ И. Кошкина çамрăк аннесене ăшă сăмахсемпе саламларĕç.

Пĕрлехи информаци кунĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Г.Васильев, А.Никаноров хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, малашлăх задачисем çинче чарăнса тăчĕç. Унтан республикăран килнĕ çынсем 5 ушкăна пайланса программăпа палăртнă хула, ял тăрăхĕсене çитсе курчĕç.

Вăрмар хула тăрăхĕ. ЧР шалти ĕçсен Министерствин полицин участокри уполномоченнăйсен, подразделенисен тата çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Ю.Митрофанов, район пуçлăхĕ - Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен Председателĕ М. Пуклаков, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С. Егоров Вăрмар хула тăрăхĕнче пулчĕç. Чи малтанах вĕсем «ОВАС спорт» фабрикин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Предприяти еплерех аталанса пыни çинчен А. Немцев пуçлăх каласа пачĕ. Кунта ачасем валли хитре тата паха курткăсем, комбинезонсем, шăлаварсем çĕлеççĕ, ĕç калăпăшĕ питĕ пысăк, заказсем нумай. Ун хыççăн вара ушкăн Крупская урамĕнчи 30 хваттерлĕ çĕнĕ çуртсене кайса курчĕ. Палăртнă çуртра пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарнă çынсемпе ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисем куçса килĕç. Район центрĕнче паянхи куна 4 ача сачĕ ĕçлет, кăçал тата пиллĕкмĕш пулать. Яваплă çынсем кунти ĕçсем мĕнле шая çитнипе паллашрĕç. 2013 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче 145 ача вырнаçмалли ача сачĕ пулмалли территорийĕнче строительство ĕçĕсем пуçланнă. Паянхи кун тĕлне «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ акционерсен хупă обществи ĕçсене 40 процент пурнăçланă. Организаци пуçлăхĕ Н. Зайцев каланă тăрăх, 2014 çул вĕçне, сентябрь 1-мĕшĕ валли, кунти ĕçсене пĕтермелле. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăн спорт çуртне тата «Илем» физкультурăпа спорт комплексне кайса курчĕç.

Арапуç. ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ И. Кошкина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А. Никаноров, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К. Никитин информаци ушкăнĕ Арапуç ял тăрăхĕнче пулчĕç. Яваплă çынсем ял тăрăхĕн администрацийĕнчи, информаципе культура çуртĕнчи, вăтам шкулти, «Иванов В.А.» хресчен ?фермер% хуçалăхĕнчи халăхпа курса калаçса информаци кунĕн темисене çутатса пачĕç, сĕт хакĕсемпе тата ял хуçалăх продукцине вырнаçтарассипе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç.

Пысăк Енккасси. Ял тăрăхĕнче райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов, ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ И.Устенко, Чăвашэнергон Канашри производство уйрăмĕн филиалĕн тĕп инженерĕ В.Васильев пулса курчĕç. Çул çÿрев чи малтанах ялти информаципе культура центрĕнчен пуçланчĕ. Вырăнти халăх ялти библиотекăна тăтăшах çÿрет, интернетра хăйне кирлĕ информаци илсе тăрать. Çавăн пекех республикăри тĕп больницăра сипленмешкĕн электронлă мелпе те çырăнма май пур вĕсен. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ те аталанса пырать. Кунта вара çитес вăхăтра стоматологи кабинечĕ уçасшăн.

Çавăн пекех пĕрлĕхи информаци кунĕн ушкăнĕсем район администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле Энтрияль, Аслă Чак ялĕсенчи çынсемпе курнăçса вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравларĕç, ыйтăвĕсем сахал мар - çĕр, сĕт ыйтăвĕсем тавра пулчĕç.

"Красное знамя" Урмарский район

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика