Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ху­çа­сăр ан пул­тăр

18 апреля 2014 г.

Ви­çĕм кун ирт­нĕ пĕр­ле­хи ин­фор­ма­ци ку­нĕн пĕр уш­кă­нĕ Тă­рăн­ти тул­ли мар вă­там шкул­та ĕç­ле­кен­сем­пе та­та Чă­рăш­кас­си ял тă­рă­хĕн­чи çын­сем­пе тĕл пул­чĕ. Кун­та пу­рă­на­кан­сем влаç ор­га­нĕ­сен­че вăй ху­ра­кан­сен док­ла­чĕ­се­не ит­ле­рĕç, ый­ту­сем па­чĕç.

Сыв­лăх­лă пу­лас те­сен физ­куль­ту­рă­па тус­лаш!

Уш­кăн ер­тÿ­çи Фе­де­ра­ци каз­на­чейст­вин Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­чи уп­рав­ле­ни­йĕн ер­тÿ­çин çу­мĕ Сер­гей Куд­ря­шов пу­хăн­ни­се­не рес­пуб­ли­кă­ри спорт ата­ла­нă­вĕ­пе пал­лаш­тар­чĕ. «Чă­ваш Ен­ре те, Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че те спор­та ата­лан­та­рас те­се ну­май ĕç ту­са ирт­те­реç­çĕ. Çын­сен сыв­лăх­не çи­рĕп­лет­ме тĕр­лĕ мел ту­са па­нă, усă ку­рать-и вăл ун­па, çук-и – çын­нăн хă­йĕн ирĕ­кĕ. Физ­куль­ту­рă­па та­та спорт­па тус­лă пул­ни çын­нăн сыв­лăх­не пы­сăк ви­тĕм кÿ­рет», – пĕл­тер­чĕ вăл хă­йĕн шу­хăш­не. 2014 çул­хи мар­тăн 20-­мĕ­шĕн­че ЧР Пуç­лă­хĕ алă пус­нă Ху­шу тă­рăх Чă­ваш Ен­ре уйăх­ра пĕр хут­чен Спорт­па сыв­лăх кун­не па­лăрт­ма йы­шăн­нă. Çав кун спорт­па сыв­лăх цент­рĕ­сен­че кă­мăл тă­ва­кан­сем тÿ­лев­сĕ­рех сыв­лăх­не çи­рĕп­лет­ме пул­та­раç­çĕ. Сер­гей Куд­ря­шов спорт­па тус­лă пул­ни çын­сене усă кÿнине, çа­кă ÿсе­кен ăрă­ва сыв­лăх­лă пул­ма, тĕ­рĕс вос­пи­та­ни па­ма пу­лăш­ни çин­чен аса ил­тер­чĕ, ача­се­не спорт­а явăç­тар­ма сĕн­чĕ.

Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕн çу­мĕ Зоя Мас­ло­ва ра­йон­ти спорт ата­ла­нă­вĕ çин­че ча­рăн­са тă­чĕ: «Паян­хи ку­на Кÿ­кеç­ре «У­лăп» спорт­па сыв­лăх цент­рĕ ĕç­лет, ун­та çÿ­ре­кен чы­лай. Çа­кăн евĕр­лĕ спорт­комп­лекс Иш­лей­ра тă­вас­шăн, кă­çал Янăш­ра шкул ху­та кай­мал­ла, ун­та бас­сейн та­та йĕл­тĕр трас­си пул­мал­ла. Спорт­па çы­вăх­лан­маш­кăн çын­нăн хă­йĕн кă­мă­лĕ пул­мал­ла». Спор­та ата­лан­та­рас те­се ра­йон бюд­же­тĕн­чен ук­çа-­тен­кĕ са­маях пăх­са ху­нă. Тĕс­лĕх­рен, 2011 çул­та 326 пин тен­кĕ уйăр­нă, 2012 çул­та – 475 пин тен­кĕ, пĕл­тĕр – 2 млн та 650 пин тен­кĕ, 2014 çул­та ва­ра 5 млн тен­кĕ. Кă­çал пăх­са ху­нă ук­çа­па Апаш­ри кĕ­реш­мел­ли за­ла та­та шкул­ти спорт­за­ла тĕп­пи­пех юса­ма па­лăрт­нă. Спорт ту­ризм­не ата­лан­тар­ма, спорт инвен­та­рĕ­се­не туян­ма та ук­çа-­тен­кĕ çит­мел­ле.

Çĕр­се­не тĕл­лев­лĕн усă кур­мал­ла

Зоя Мас­ло­ва çĕр ый­тă­вĕ­сем çин­че те ча­рăн­са тă­чĕ. Усă кур­ман çĕр­сем пу­рин­чен ыт­ла­рах Янăш, Чă­рăш­кас­си, Шем­шер та­та Ишек тă­рă­хĕ­сен­че пул­ни­не па­лăрт­рĕ. Çын­сен­чен чы­ла­йă­шĕ çĕр на­ло­гĕ тÿ­лес мар те­се пай çĕ­рĕ­се­не ре­гист­ра­ци­ле­мен, вĕ­се­не кая юл­ма­сăр ре­гист­ра­ци­ле­мел­ле, е хăй­сен ирĕ­кĕ­пе ял тă­рăх­не па­мал­ла, е суд ур­лă ый­тă­ва тат­са па­мал­ла. Чă­рăш­кас­си ял тă­рă­хĕн­че усă кур­ман çĕр­сем чы­лаях, пĕр па­йĕ ял тă­рăх хар­пăр­лăх­не куç­нă та, ха­лĕ вĕ­се­не та­ра па­рас­си е су­тас­си çин­чен шу­хăш­ла­мал­ла. Чă­рăш­кас­си ял тă­рăх пуç­лă­хĕ Ви­та­лий Пав­лов асăннă вырăнти çĕр­сен­чен пĕр пай­не хрес­чен­пе фер­мер ху­çа­лă­хĕ­сем та­ра илес шу­хăш­лă пул­ни­не пĕл­тер­чĕ, те­пĕр 500 га çĕр па­йĕ­сен ху­çи­сен ĕç­лес те­кен­се­не хăй­сен шы­ра­мал­ла пу­лать.

Çÿп-­çап­ран пуç­ла­са...

Ку тă­рăх­ра пу­рă­на­кан­сен­чен чы­ла­йăш­не çĕр ый­тă­вĕ­сем ка­нăç па­маç­çĕ. Вăр­ман­кас-Тă­рăн ялĕн­че пу­рă­на­кан Алек­сандр Ни­ко­лаев «Ту­ру­новс­кий» СХПК ĕçĕ-­хĕ­лĕ­пе ин­те­рес­лен­чĕ. «Çын­сен çĕр па­йĕ­сем ял тă­рăх хар­пăр­лăх­не ку­çаç­çĕ, мĕн­шĕн «Ту­ру­новс­кий» СХПК çĕ­рĕ­сем куç­маç­çĕ?» – ыйт­рĕ вăл. СХПК ер­тÿ­çи 800 га лап­тăк ак­ма па­лăрт­ни­не пĕл­тер­чĕ. Вăл ма­лал­ла та ĕç­ле­ме ха­тĕр, ан­чах ĕç­ле­кен­сен хуш­шин­че сă­тăр кÿ­ре­кен чы­лай пул­ни чăр­ман­та­рать. Ĕç­лес кă­мăл­ли­се­не ха­пăл ту­са йы­шă­нас­са пĕл­тер­чĕ вăл. Алек­сандр Ни­ко­лае­в фер­мер ху­çа­лăх­не йĕр­ке­ле­се ярас ĕç­ре пат­ша­лăх мĕн­ле пу­лă­шу кÿ­ни­не пĕ­лес­шĕн пул­чĕ. Ун ый­тă­вĕ çи­не тĕп­лĕ ху­рав па­ма тă­рăш­рĕç, кам пат­не сĕ­нÿ­сем ил­ме пы­мал­ли­не ăн­лан­тар­чĕç.

Чă­рăш­кас­син­че пу­рă­на­кан Ни­ко­лай Сер­гее­ва хăй­сен ял­не ав­то­бус кĕр­се тух­ман­ни пă­шăр­хан­та­рать. Кун­та пу­рă­на­кан ва­тă­рах çын­се­не çул хĕр­ри­не тух­маш­кăн чăр­мав­лă, яла 3 хут­чен те пу­лин Янă­ша çÿ­ре­кен ав­то­бус кĕр­се тух­сан ла­йăх пу­лас­са па­лăрт­рĕç. Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕн çу­мĕ ку ый­ту­па ЧР Çул-­йĕр ми­нис­терст­ви­не тух­ма шан­тар­чĕ.

В­ла­ди­мир Ни­ко­лаев кол­хоз­сем ар­кан­ни­пе çĕр­сем çум ку­рăк­па ÿс­се лар­ни­пе кă­мăл­сăр. Çа­вăн пе­кех вăл «Вăр­çă ачи­сем» ка­те­го­рие кĕ­ре­кен çын­се­не пат­ша­лăх мĕн­ле пу­лă­шу па­ни­не пĕ­лес­шĕн пул­чĕ. Зоя Мас­ло­ва пу­шă çĕр­сем ан пулч­чăр те­се рес­пуб­ли­кă­ра çĕр лап­тă­кĕ­се­не инвен­та­ри­за­ци­ле­ни­не ăн­лан­тар­чĕ. Çак прог­рам­мăн тĕп ый­тă­вĕ – усă кур­ман çĕр­се­не туп­са па­лăр­тас­си, вĕ­сем­пе ма­лаш­не тĕл­лев­лĕ усă кур­ма пуç­лас­си. Кун­та пу­хăн­ни­се­не ял­ти урам­сем пыл­чăк­па çă­рăл­са тă­ни те пă­шăр­хан­та­рать, шыв кĕр­тес­си те шу­хăш­лат­та­рать. Чă­рăш­кас­си ял тă­рăх бюд­же­чĕ пур ĕçе ту­ма çи­тей­мест, пур­не те пĕр­ле тă­ру­ках пур­нă­çа кĕрт­ме çă­мă­лах мар.

Чă­рăш­кас­си ялĕн­че пу­рă­на­кан Д­мит­рий Се­реб­ря­ков хă­йĕн ки­лĕ çу­мĕн­чи çыр­ма каяш­сем­пе тул­са пы­ни­шĕн хур­ла­нать. Вăл ки­лĕ çу­мĕн­че çÿп-­çап пуç­тар­мал­ли кон­тей­нер­сем ларт­тар­ма та хи­рĕç мар. Чă­рăш­кас­си ял тă­рăх пуç­лă­хĕ çи­тес вă­хăт­ра суб­бот­ник­сем йĕр­ке­лес­се пĕ­лер­чĕ, ан­чах çак ĕçе вы­рăн­ти влаç ор­га­нĕ­сем кă­на тă­вай­маç­çĕ, ха­лăх пу­лă­шă­вĕ кир­лех. Кун­та пу­рă­на­кан­сем унăн шу­хăш­не ыр­ла­рĕç,  тир­пей­лĕх хăй­сен­чен кил­ни­пе ки­лĕш­рĕç.

 Ве­ра Шу­ми­ло­ва

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика