16 апреля 2014 г.
Çĕртен илекен тухăç ăна юратнинчен тата пулăхлатса пынинчен килнине чăваш хресченĕ юлашки вăхăтра уйрăмах лайăх ăнланса илчĕ. Çавна май çĕр ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрасси малти вырăна тухса тăчĕ. Ку енĕпе пирĕн районта лару-тăру мĕнлерех? Çакă тата çĕрпе çыхăннă ытти ыйтусем çине хуравсем илес тĕллевпе эпир Елчĕк район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Марина Павловăпа тĕл пултăмăр.
Пысăк пуянлăх
- Марина Николаевна, паянхи кун çивĕч тăракан ыйтусен йышĕнче хуçалăх çаврăнăшне кĕмен çĕрсене шута илесси, кашни тăваткал метр çĕртен тупăш илесси пулса тăрать.
- Елчĕк районĕ 57762 гектар лаптăк çинче вырнаçнă. Çав шутран тĕп пайне - 50378 гектарне (87 процент) ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем, 3934 гектарне (7 процент) - яллă вырăнсем, 2633 гектарне (5 процент) вăрмансем йышăнаççĕ. Çĕрсен 59 проценчĕ - 34 пин гектар предприятисемпе учрежденисен харпăрлăхĕнче, федераци харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕ - 2,8 пин гектар (4,9 процент), республика харпăрлăхĕнчи лаптăк - 0,2 пин гектар (0,1 процент). Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 63 процентне пай çĕрĕсем йышăнаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 32054 гектар çинче вырнаçнă, 14979 çĕр пайĕ шутланса тăрать. 2002 çулта "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси" саккун пурнăçланма тытăннăранпа 2011 çул пуçламăшĕ тĕлне пай çĕрĕсем çине харпăрлăх правине 12 пин гектар лаптăкра çирĕплетнĕ. Çакă вăл пĕтĕм ял хуçалăх тĕллевлĕ пай çĕрĕсен 40 проценчĕ шутланать. 2011 çултан тытăнса асăннă çĕр пайĕсене регистраци палати витĕр кăларас тĕллевпе пуçарнă ĕç вăй илсех пычĕ.
Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен 82 процентне харпăрлăха куçарнă. Çакă республика шайĕнчи чи лайăх кăтарту. Тăрăм, Курнавăш, Аслă Пăла Тимеш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ку енĕпе уйрăмах ăнăçлă ĕçленĕ - пай çĕрĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕсен 85-91 процентне харпăрлăха илнĕ. Уйрăммăн Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ пирки каласа хăварас килет. Ку ял тăрăхĕн территоринче çĕрсене регистрацилес ĕç икĕ çул каялла вырăнтан та хускалманччĕ тесен те юрать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В. Петров тăрăшнипе паянхи кун Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем çĕр лаптăкĕсем çине прависене активлă регистрацилеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура çапла палăртнăччĕ: "...Реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çỹлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлеме тĕллев лартатăп".
Хуçасăр пай çĕрĕсене ял тăрăхĕсен харпăрлăхне куçарас ĕç те пирĕн районта лайăх пурнăçланса пырать. Эпир республикăри чи лайăх ĕçлекен район йышĕнче пулнине палăртма кăмăллă. Суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ял тăрăхĕсен харпăрлăхне никам та ыйтман 2011 пай çĕрĕсене (пурĕ 4482 гектар) куçарнă. Çак ĕçе çитес çул пуçламăшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.
Тапхăрпа шута илеççĕ
- Çĕрсене инвентаризацилес ыйту та çивĕч паян...
- Çапла, юлашки çулсенче Чăваш Республикинче çĕр ыйтăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрнине палăртма кăмăллă. Çакă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул вĕçĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та курăнать. Çĕрсене тухăçлă усă курас тĕллевпе ял хушшинче вырнаçнă хуçасăр пушă выртакан çĕрсен реестрне тума тĕллев лартнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне. Çак ĕçе пурнăçлама халăха хутшăнтарса çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилемелле, пĕтĕмпех шута илмелле. Çапла туни бюджетăн тупăш пайне пуянлатма, социаллă ыйтусене татса пама май парĕ. Раççей Федерацин Çĕр кодексĕпе килĕшỹллĕн пирĕн çĕр-шывра çĕрпе усă курасси тỹлевлĕ. Çĕрпе усă курнăшĕн çĕр налукĕ е аренда тỹлевĕ тỹлемелле. "Халăх инвентаризацине" ирттерни çавăн пекех çĕрпе тỹлевсĕр усă куракансене тупса палăртма пулăшĕ. Инвентаризацине икĕ çулта пурнăçлама палăртнă. Вăл 2 тапхăрпа иртĕ. Пĕрремĕшĕ - 2014 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланса юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Иккĕмĕш тапхăр кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. 2015 çулхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе вĕçлемелле. Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн районта пушă çĕрсене тата çĕр участокĕсене инвентаризацилекен комисси туса хунă, ятарлă план çирĕплетнĕ. Çак комисси йышне администраци специалисчĕсене, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, общество канашĕн, Росреестр управленийĕн представителĕсене, çĕр лаптăкĕсен харпăрлăхçисене тата ыттисене те кĕртнĕ. Халăхран ахаль выртакан çĕр лаптăкĕсем пирки информаци илме район администрацийĕн интернет сайтĕнче "Халăх инвентаризацийĕ" баннер ĕçлет. Паянхи кун комисси ялсене тухса çĕр лаптăкĕсене тĕрĕслес тĕлĕшпе план хатĕрлет.
Çĕрпе яваплăха туйса усă курмалла
- Районти çĕрсене харпăрлăха е арендăна парас ĕç-хĕл мĕнле йĕркеленсе пырать пирĕн районта?
- Паянхи кун Елчĕк район территоринче муниципалитет харпăрлăхĕнчи 9375 гектар çинче вырнаçнă 317 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе аренда килĕшĕвĕ çырнă. Çак çĕр лаптăкĕсенчен районăн пĕрлештернĕ бюджетне çулсерен 2 миллион ытла укçа кĕрсе пырать. Аренда тỹлевĕсемпе вăхăтра татăлманни те тĕл пулать. Кун пек арендаторсен тĕлĕшпе пени шутлакан программăна хута ятăмăр. Çапла вара иртнĕ çул вăхăтра тỹлеменшĕн 69 пин тенкĕ пени шута илтĕмĕр. Малтанласа район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ парăмри арендаторсене çыру çырса парăмĕсем пирки аса илтерет. Иртнĕ çул 26 претензи çырăвĕ çырма тиврĕ. Капла та парăмĕсене тỹлемесен вара суда тавăç тăрататпăр. 2013 çулта суда 7 тавăç тăратрăмăр. Суд пирĕн майлă пулса парăмсене шыраса илмелле турĕ. Юлашки çулсенче çĕре харпăрлăха илес тĕллевлисен йышĕ пысăк. Çĕр лаптăкĕсене Çĕр кодексĕпе килĕшỹллĕн уççăн тата пурне те пĕлмелле сутас е арендăна парас тĕллевпе ытларах торги ирттерме тăрăшатпăр. Иртнĕ çул муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене сутса районăн пĕрлештернĕ бюджетне 3 миллион тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Çакă 2012-мĕш çулхинчен 1 миллион тенкĕ нумайрах.
Çурт-йĕр çĕклеме васкамаççĕ
- Нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕпе тивĕçтересси мĕнле шайра?
- Çак категорине кĕрекен çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тỹлевсĕр тивĕçтерес ĕç 2011 çултанпа, ку енĕпе ятарлă саккун вăя кĕнĕренпе пурнăçланать. Паянхи кун тĕлне çĕр лаптăкне тỹлевсĕр уйăрма ыйтса çырнă нумай ачаллă 66 çемье шутра тăрать. Вĕсен пысăк пайĕ Елчĕк (21 çемье), Аслă Пăла Тимеш (17 çемье) тата Аслă Елчĕк (10 çемье) ял тăрăхĕсенче пурăнать. Юлашки çулсенче тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес текен нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсни курăнать. Асăннă çемьесене черете илессине нумай функциллĕ центр урлă йĕркеленĕ. Ыйтса çырнисенчен 46 çемьене (пĕтĕмĕшле лаптăк - 11,5 гектар) - шута илнисен 70 процентне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Шел пулин те, çемьесем çĕр лаптăкĕсенче уйрăм çурт-йĕр çĕклеме васкани сисĕнмест.
Источник: "Елчĕк Ен"