08 апреля 2014 г.
Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче çĕрпе уйрăмах тимлĕ пулма, пушă, усă курмасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилеме ыйтнă. Ку питĕ тĕрĕс шухăш: çĕрĕн ĕçлемелле, ун çинче продукци туса илмелле.
Михаил Игнатьев палăртнă ыйту паян пурнăçа мĕнле кĕрсе пырать-ха?
Иртнĕ эрнере пушă çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ыйтăва район администрацийĕнчи ĕç комиссийĕн ларăвне кăларчĕç. Унта районти комисси членĕсемпе пĕрлех ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çĕр специалисчĕсем те хутшăнчĕç. Ларăва комисси председателĕ В.Чайкин ертсе пычĕ. Лав вырăнтан тапранчĕ темелле. Ял тăрăхĕсенче те пушă выртакан лаптăксене инвентаризацилес тĕлĕшпе ĕçлекен ушкăнсем йĕркеленĕ, вырăна тухса пăхма план-график çирĕплетнĕ, çĕрпе усă куракансен (çав шутра арендаторсенне те) списокĕсене хатĕрленĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пушă çĕр лаптăкĕсене тухса пăхмалли план-графика райхаçатра, интернет урлă муниципаллă тытăмсен официаллă сайчĕсенче пичетлесе кăлармалла. Çакна инвентаризаци ĕçĕсем пуçланиччен 10 календарлă кун маларах тумалла.
(Хамăр инф.).
Источник: "Ял ĕçченĕ"