29 марта 2014 г.
Чăваш Республикин 2011 çулхи апрель уйăхĕн 11-мĕшĕнчи саккунĕпе килĕшỹллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан ытларах ача çитĕнтерекен нумай ачаллă çемьесене уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр хăпартма, дача тума çĕр лаптăкĕ уйăрса параççĕ. Саккуна йышăннăранпа 3 çул çитет, çак вăхăтра районти 105 çемье çак пулăшупа усă курма ĕлкĕрнĕ. Сăмахран, Комсомольскинче пурăнакан çемьесене "Садовая", "Солнечная", "65 лет Победы" çĕнĕ урамсенче çĕр уйăрса панă. Ытти ял тăрăхĕсенче пурăнакансемшĕн те чăрмав çук. Паянхи куна пурĕ 138 çемье черетре тăрать тесе пĕлтерчĕç район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнчен. Çĕр участокĕ илнĕ çемьесенчен чылайăшĕ ĕçе пуçăннă. Хăшĕ-пĕри çурт никĕсне янă, ыттисем пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, виççĕмĕшĕсем çурт хăпартма та вăй çитернĕ. Вĕсенчен пĕрисем - Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Карасевсем. Светланăпа Дмитрий виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ. 2010 çулта виççĕмĕш хĕрĕ Ксения çуралнă. 2011 çулта нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси çинчен саккун вăя кĕрсен Карасевсем пĕр тăхтаса тăмасăрах çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă. Çак çулхинех ноябрь уйăхĕнче çемьене çурт лартма çĕр участокĕ уйăрса панă. Карасевсем кĕске вăхăтрах никĕс янă, çурт купаланă, çивиттине витнĕ. Пĕлтĕр шалти ĕçсене пурнăçланă. Çуртра пурин валли те пỹлĕмсем пăхса хунă. Светланăпа Дмитрий проекта иккĕшĕх сỹтсе явса хатĕрленĕ. Пĕр-пĕрин сĕнĕвне шута илнине те çирĕплетеççĕ кил хуçисем. Кашни пуса пухса хăпартнă çурта Карасевсем ĕçсене вĕçлесенех куçма палăртаççĕ. Шел, кулленех вĕсене пулăшнă Евгений Геннадьевич, Дмитрий ашшĕ, вăхăтсăр çĕре кĕнĕшĕн пăшăрханаççĕ. - Çĕнĕ çуртра пурăннине кураймарĕ, - пĕлтерчĕç вĕсем хурланса.
А.АНТОНОВА
Источник: "Каçал Ен"