Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай ачаллă çемьесене

26 марта 2014 г.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă 4259 çемье çĕр вырăнĕ илме черете тăнă. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Устенко пĕлтернĕ тăрăх – кунашкал çемьесем Шупашкар хулинче уйрăмах йышлă – 1460 (пĕтĕм йышăн 34 проценчĕ). Ун хыççăн Шупашкар районĕпе (11 процент) Çĕнĕ Шупашкар хули (10) тăраççĕ.

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 2200 çемье тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ илнĕ: 1346-шĕ унта çурт-йĕр лартасшăн, 809-ăшĕ хушма хуçалăх тытса пырасшăн, ыттисем дача пек усă курасшăн. Çак тĕллевсене пурнăçлама 251,9 гектар уйăрнă.

Улатăр, Канаш, Пăрачкав тата Шăмăршă районĕсенче çĕр ыйтнă нумай ачаллă çемьесене пурне те тивĕçтернĕ.

Ирина Устенко нумай ачаллă çемьесене çĕр вырăнĕпе тивĕçтермелли çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ хыççăнхи проектпа паллаштарнă. Унччен маларах çакна палăртмалла. Çурт-йĕр тăвас ĕçе аталантарма пулăшасси çинчен калакан федераци саккунĕ Раççейри регионсене федераци харпăрлăхĕнчи çĕрпе те усă курма май парать. Апла нумай ачаллă çемьесене республика тата муниципалитет çĕрне кăна мар, федераци харпăрлăхĕнчине те пама пултараççĕ.

Килти хушма хуçалăх çинчен калакан федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн хушма хуçалăх тытса пыма ял территорийĕнчи çĕрпе те (пахча çĕрĕ), унăн тулашĕнчипе те (уйри çĕр) те усă курма юрать.

Саккун проекчĕ тăрăх – хушма хуçалăх тытса пыма çĕр лаптăкĕ илес текен нумай ачаллă çемьесен ăна хăш вырăнта – ялта е уйра – илме кăмăлланине заявленире палăртмалла.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика