ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин правительствăн патшалăх пурлăхĕпе хуçаланассине тĕрĕслесе тăракан комиссийĕн ларăвне ирттерчĕ.
«Министрсен Кабинечĕ умĕнче патшалăх пурлăхĕпе тата çĕрпе тухăçлăрах усă курас тĕллев тăрать, - терĕ республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Ирина Устенко. - Иртнĕ çулсенче пурлăхпа çĕртен Чăваш Ен хыснине укçа ытларах кĕни вĕсемпе маларахринчен тухăçлăрах усă курнине çирĕплетет. Дивиденд тÿлеме йышăнакан хуçалăх обществисем /министерство вĕсен тĕп акционерĕ шутланать/ çуллен хушăнаççĕ. 2010 çулта обществăсен - 47, пĕлтĕр 55 проценчĕ Чăваш Ен хыснине дивиденд куçарнă. Кашни АУО пуçне вăл вăтамран 2009 çулта - 0,74 млн, 2012 çулта 1,16 млн тенкĕпе танлашнă. Тăватă çулта обществăсем 2 процент сахалланнă пулин те хыснана 2008-2010 çулсенче - 55,7 млн, 2011-2013 çулсенче 60,9 млн тенкĕ куçарнă».
2010 çулта патшалăхăн 30 унитари предприятийĕ пулнă, халĕ - 13. Вĕсенчен республика хуçаланакан обществăсем йĕркеленĕ май хыснана укçа сахалрах кĕнĕ.
Комисси Раççей Финанс министерстви регионсене тупăш ытларах илмелли çул шырама сĕннине шута илсе Чăваш Ен алăра тытакан обществăсене таса тупăшран хыснана дивиденд - 25, 2015 çултан пуçласа 35 процентран кая мар тÿлеттерме сĕнет. Патшалăхăн унитари предприятийĕсене /ПУП/ налукпа, ытти тÿлевпе татăлнă хыççăн юлакан тупăшран дивиденд 25 процентран сахал мар куçарма ыйтать.
Министерство ПУПсенчен акцисен 100 процентне Чăваш Ен тытса тăракан обществăсем никĕслес, вĕсен акцийĕсене сутас тĕлĕшпе кăçал та ĕçлĕ. Пĕлтĕр «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ» патшалăх унитари предприятине еплерех приватизацилессине уçăмлатнă. Кăçал унтан АУО йĕркелесшĕн. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн ЧР Строительство министерствин Çĕнĕ Шупашкарти «Биологин тасату хатĕрĕсем» ПУПĕнчен АУО тума чарнă. АУОсен 13 пакетне приватизацилемелли йĕркене, сутас тĕллевпе хаклашăва еплерех ирттермеллине палăртнă. Министерство 2013 çулта 23 аукцион ирттернĕ тата хуçалăх обществин пĕр пакетне сутнă.
Ларура усă курман çĕре шута илес ĕçĕн пĕрремĕш тапхăрне /вăл пушăн 15-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 1-мĕшĕччен пырать/ те тишкерчĕç. Ку хушăра çак ĕçсене пурнăçламалла: малтан çĕре инвентаризацилессине çутатас тĕллевпе медиа-план хатĕрлемелле. Пушă выртакан лаптăксене тупса палăртмалли план çирĕплетмелле, ăна информацин йышлă хатĕрĕнче пичетлемелле. Куçман пурлăха тытса тăрас тата ăна сутас е туянас правăн пĕрлехи патшалăх реестрĕнчен çĕр лаптăкне харпăрлăха илнине çирĕплетекен право çинчен информаци илмелле. Ял тăрăхĕсенчи кирек хăш харпăрлăхри усă курман, пушă выртакан, юхăнакан çĕре тупса палăртмалла. Министерство вĕсене шырама ял-хула çыннисем пулăшасса шанать. Пĕтĕм муниципалитет йĕркеленĕвĕнче усă курман çĕре тупса палăртакан ĕç ушкăнĕ тата пушă лаптăксене шута илекен комисси йĕркелемелле. Юлашки çак ĕçе пĕтĕмлетет, муниципалитетсене çум курăк алхасакан çĕре ĕçе кĕртме сĕнет. Ĕç ушкăнĕсем хыт хура ашкăракан вырăнсене хут çине ÿкереççĕ, комиссире пăхса тухма материалсем хатĕрлеççĕ.
Министерство вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен тухăçлă усă курман тата пушă выртакан лаптăксен реестрне тума, вĕсене пĕрлехи информаци ресурсне кĕртме, хуçалăх ĕç-хĕлĕн çаврăнăшне кĕртмешкĕн сĕнÿсем хатĕрлеме ыйтĕ.
Муниципалитетсенчен пĕлтернĕ тăрăх - пуш уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне район-хула сайчĕсенче «Халăх инвентаризацийĕ» баннер уçнă. Хальлĕхе Çĕнĕ Шупашкарпа Етĕрне район администрацийĕсен баннерне çынсене, юридици сăпачĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнма телефон номерне, электрон адреса вырнаçтарман, инвентаризацишĕн яваплă специалистсен хушаматне асăнман. Мĕн пур район-хулара усă курман çĕре шута илекен комисси, Вăрнарпа Шупашкар районĕсемсĕр пуçне, ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Кашни муниципалитетра вырăнтан пĕлтерекен информацие йышăнакан тата Росреестрăн çĕр кадастр палатин республикăри учрежденийĕнчен пĕлтернипе тухăçлă усă курассине йĕркелекен специалиста çирĕплетнĕ. Вăрнар районĕн, Улатăрпа Шупашкар хулисен администрацийĕсенче ăна çирĕплетес ыйтăва тишкереççĕ кăна-ха.
Комисси патшалăх пурлăхĕпе, республика хыснинчи укçапа перекетлĕ усă курас тĕллевпе «Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнĕсене спорт вăййисене хатĕрлекен А.Игнатьев ячĕллĕ центрĕ» бюджет учрежденийĕпе «Олимпийский» стадиона пĕрлештерсе «Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнĕсене спорт вăййисене хатĕрлекен А.Игнатьев ячĕллĕ центрĕ» автономи учрежденийĕ йĕркелеме сĕнчĕ.