Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илеççĕ

29 марта 2014 г.

Патшалăх нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас тĕллевпе юлашки çулсенче чылай ĕç туса ирттерет. Акă, Чăваш Республикин 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ саккунĕпе килĕшỹллĕн 18 çула çитмен виçĕ е унтан та ытларах ача çитĕнтерекен çемьесене çĕр лаптăкне харпăрлăха тỹлевсĕр параççĕ. Уйăрнă çĕр лаптăкне уйрăм хушма хуçалăх йĕркелеме, çурт-йĕр хăпартма, дача çурчĕ тума усă курма юрать.

Районта 300 ытла нумай ачаллă çемье шутланать. Çав шутран 65 çемье тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илме кăмăл туса учета тăнă. Елчĕк, Аслă Пăла Тимеш тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсенче учета илнĕ çемьесен хисепĕ чи пысăкки. Юлашки çулсенче тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ илес текен нумай ачаллă çемьесен йышĕ ỹсни курăнать. Асăннă çемьесене черете илессине нумай функциллĕ центр урлă йĕркеленĕ.

Хальхи вăхăтра нумай ачаллă 46 çемьене тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрса панă: 6-шне - 0,72 гектар çинче уйрăм çурт-йĕр тума, 40-шне - 10,8 гектар çинче хушма хуçалăх йĕркелеме. Тỹлевсĕр панă çĕр лаптăкĕ çине харпăрлăх правине çирĕплетнĕ хыççăн нумай ачаллă çемьесем виçĕ çул хушши çĕр налукне тỹлемеççĕ. Уйăрса панă çĕр лаптăкне çемьесем сутма та пултараççĕ. Пирĕн районта çакăн пек пĕр тĕслĕх пур.

Паянхи кун çемьесем уйăрса панă çĕр лаптăкĕсенче строительство ĕçĕсене тума пуçăнманни пăшăрхантарать. Асăннă категорири граждансем çакна укçа-тенкĕ çитменнипе сăлтавлаççĕ.

Нумай ачаллă çемье тĕрлĕ сăлтава пула хăйне килĕшмен çĕр лаптăкне харпăрлăх правине çирĕплетнĕ пулсан та илмессе, йышăнмасса пултарать. Çакăн валли тивĕçлĕ заявлени анчах çырмалла. Ку лару-тăрура нумай ачаллă çемьене чи кайри списокра çĕнĕрен учета илеççĕ, сĕнекен çĕр лаптăкне виçĕ хутчен хирĕçлекен çемьене черетрен кăлараççĕ. Каярахпа вĕсем тепĕр хутчен çĕр лаптăкĕ уйăрса пама ыйтса çырма пултараççĕ.

М.ПАВЛОВА, район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика