26 марта 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шутласа илсе, вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитерейменнине пĕлтернĕ. 2015 çулхи раштавăн 1-мĕшĕччен вĕсен тĕлĕшпе муниципалитет пĕрлĕхĕсен харпăрлăх правине регистрацилессине вĕçлемелле.
Район территорийĕнчи çĕрсене, пĕтĕм республикăри пекех, "халăх инвентаризацийĕ" тăвасси - паянхи тĕп ыйтусенчен пĕри. Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ М.Павлова палăртнă тăрăх - районти пĕтĕмĕшле çĕр фончĕ 57762 гектар шутланать. Çав шутран 87 проценчĕ - ял хуçалăх тĕллевлĕ, 4 проценчĕ - вăрман фончĕн, 7 проценчĕ - яллă вырăнсен, 1 проценчĕ - уйрăммăн сыхлакан территорисен, 1 проценчĕ - промышленность валли уйăрнă çĕрсем шутланаççĕ.
Инвентаризацие икĕ тапхăрпа ирттерме палăртнă. Пĕрремĕшĕнче медиа-плансем çирĕплетмелле, пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене палăртма план-график, ĕç комиссийĕсемпе ушкăнĕсене хатĕрлемелле. Иккĕмĕшĕнче - тивĕçлĕ документсем пулсан та, анчах çĕрпе тĕллевлĕ усă курман пулсан, йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем тупăнсан патшалăх çĕр тĕрĕслевĕн органĕсене пĕлтереççĕ, суд йĕркипе татăлма ыйту çĕклеççĕ.
Çĕре инвентаризацилекен комисси ĕçе йĕркелет, материалсемпе паллашать, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли сĕнỹсем хатĕрлет. Ĕç тăвакан ушкăнсем пушă лаптăксене палăртма вырăна тухаççĕ, унпа усă курма тивĕçлĕ документсем пуррине тĕрĕслеççĕ, акт çыраççĕ (ун çумне фото материал хушаççĕ).
Çынсенчен ахаль выртакан лаптăксем пирки информаци илме район администрацийĕн Интернет сечĕн официаллă сайтĕнче "Халăх инвентаризацийĕ" баннер хатĕрлеме сĕнеççĕ.
Çĕр инвентаризацийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ кăçалхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă ĕнтĕ. Вăл юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. Ун хыççăн иккĕмĕш тапхăр - юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕччен иртмелле. Пĕтĕм ĕçе 2015 çулхи раштавăн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан çĕр лаптăкĕсен реестрне тумалла. Вĕсене пĕрлехи информаци ресурсне кĕртме хатĕрлемелле.
Источник: "Елчĕк Ен"