07 марта 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне кăçал тухнă Çырăвĕнче çĕрпе эффективлă усă курас ыйтăва çивĕччĕн хускатрĕ. Çĕр лаптăкĕсем хуçасăр тата çум айĕнче выртнипе килĕшменнисемшĕн, çакăнта йĕрке тăвассишĕн çунакан граждансемшĕн кĕтнĕ утăм пулчĕ ку. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх эффективлă усă курман тата пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен реестрне тума вăхăт. Çĕр тĕлĕшпе «халăх инвентаризацине» çывăх вăхăтрах туллин пурнăçламалла. Çак ĕçре граждансем пулăшнипе хуçасăр выртакан çĕр лаптăкĕсене тупса палăртассине вăя кĕртмелле.
Çак эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ «Чăваш Республикинчи Муркаш район территорийĕнчи çĕрсене инвентаризацилессипе ĕç комиссийĕ туса хурасси çинчен» йышăну çине алă пусрĕ. Комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-экономикăпа АПК аталанăвĕн тата муниципаллă харпăрлăх управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев.
Ĕç комиссийĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн ĕçлеме пуçларĕ те. Паян «халăх инвентаризацине» пурнăçа кĕртессипе ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕç ушкăнĕсем йĕркелес тапхăр пырать. Усă курман çĕр лаптăкĕсен хуçисене тупни-çирĕплетни çав çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме май парать. Кунсăр пуçне çав çĕр лаптăкĕсемшĕн аренда укçи пухни вырăнти бюджетри тупăш пайне ÿстерет, укçа-тенкĕне социаллă ыйтусене татса парас ĕçе ытларах явăçтарма пулăшать.
Ку эрнерех районти ĕç комиссийĕ инвентаризаци йĕркин пĕтĕмĕшле планне пăхса тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн инвентаризаци 2 тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ 2014 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçланать. Ку тапхăрта пушă выртакан тата хуçасăр çĕр участокĕсене инвентаризацилемелле. Иккĕмĕшĕ - 2014 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен. Кунта вара инвентаризаци пĕтĕмлетĕвĕпе пушă выртакан тата хуçасăр çĕр участокĕсен реестрне йĕркелемелле.
Инвентаризаци ĕçне 2015 çулхи раштав уйăхĕччен вĕçлемелле.
Ĕç комиссийĕ пушă выртакан, хуçасăр çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ĕçе граждансене активлă хутшăнма чĕнет.
А. БЕЛОВ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"