05 марта 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин районти организацисемпе предприятисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта иртнĕ эрнере пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевсене палăртнă.
Н.Миллин Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Сайкина 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей шайĕнчи "Раççейри чи тирпейлĕ хула (ял) тăрăхĕ" конкурсра виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Чăваш Тăрăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти М.Михайлова вĕрентекене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2006 çулхи ака уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 325-мĕш "Талантлă çамрăксене патшалăх енчен пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн преми лауреачĕн дипломне панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый "Çăварни" уявне район центрĕнче, ял тăрăхĕсенче ирттерни çинчен чарăнса тăнă. Пĕтĕм мероприятисем ăнăçлă иртнĕ. Районти уявра уйрăмах Елчĕк, Курнавăш, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕсенче пурăнакансем палăрнă. Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче те уява ăнăçлă ирттерсе янă.
Район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçи М.Павлова çывăх вăхăтра пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене "халăх инвентаризацийĕ" тăвасси пирки ыйту çĕкленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çĕр лаптăкĕсене шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе ĕçе вĕçне çитерме палăртнă. Çитес 2 çул хушшинче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене регистрацилессине вĕçлемелле. Çавăнпа ирттереççĕ те ĕнтĕ "халăх инвентаризацине".
Çĕр лаптăкĕсемпе туллин усă курни вырăнти бюджетсене пуянлатма, социаллă ыйтусене татса пама пулăшать.
"Халăх инвентаризацийĕ" вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен çĕрĕсене шута илеççĕ. Ăна 2 тапхăрпа ирттерме палăртнă. Чи малтанах пушă выртакан, "хуçасăр" çĕр лаптăкĕсене шута илессине йĕркелеççĕ. Унтан, инвентаризацисен иккĕмĕш тапхăрĕнче, çак çĕр лаптăкĕсемпе мĕнле усă курассине палăртаççĕ.
"Халăх инвентаризацине" ирттерме ĕç комиссийĕсем, ĕç ушкăнĕсем йĕркелеççĕ.
Ĕç комиссийĕсем район территорийĕнче пушă выртакан çĕр лаптăкĕсене тупса палăртаççĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене вĕсемпе мĕнле усă курмалли çинчен сĕнỹсем параççĕ.
Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен территорийĕнчи "хуçасăр" çĕр лаптăкĕсене вырăна тухса тĕрĕслессине ĕç ушкăнĕсене шаннă. Вĕсем çавăн пекех документсем те хатĕрлеççĕ.
Инвентаризацине общественноçа явăçтараççĕ. "Халăх инвентаризацийĕ" тапхăрĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пушă выртакан, туллин усă курман çĕр лаптăкĕсен реестрне хатĕрлемелле, вĕсене Пĕрлехи информаци ресурсне кĕртмелле.
Канашлура Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров 2013 çулхи ĕç-хĕл пирки отчет туса панă. Ял тăрăхĕнче 8 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Çĕр лаптăкĕн пĕр пайĕпе "Прогресс" АХО та усă курать. Ытти ыйтусем çинчен те тĕплĕн чарăнса тăнă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
Ялсем хушшинче уçнă автобус маршручĕсем пирки те хĕрỹ калаçу пулнă. Вĕсем тупăшсăр ĕçлеççĕ. Çынсем автобуспа йышлăн çỹреççĕ пулин те, укçи-тенки сахал кĕрет. Çавăнпа обществăлла контролерсем кирлĕ - вĕсем водительсен ĕçне тĕрĕслесе тăччăр.
Канашлура район пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнакан ытти ыйтусене те тишкернĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"