05 февраля 2014 г.
Йăлана кĕнĕ тăрăх çулталăк пуçламăшĕнче яланах иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, умри тĕллевсене палăртаççĕ. Ĕнер, февралĕн 4-мĕшĕнче, районти Культурăпа кану центрĕнче 2013 çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе канашлу иртрĕ.
Унта Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина (вăлах ертсе пычĕ), ЧР Шутлавпа тĕрĕслев палатин председателĕ Татьяна Минина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, район администрацийĕн пайĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти организацисемпе предприятисен, учрежденисен ертÿçисем тата ыттисем пухăнчĕç.
Малтанах Светлана Енилина, Александр Степанов тата Александр Башкиров районти пултаруллă çамрăксене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятран паракан стипендине тивĕçнине çирĕплетекен Свидетельство парса чысларĕç. Çĕн Атикасси шкулĕн вĕрентекенĕ Светлана Петрейкина тата Андрей ывăлĕ Сочири хĕллехи Олимп вăййисене кайса курмашкăн Сертификата тивĕçрĕç.
Унтан райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ пирки пысăк доклад туса пачĕ. Ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн районăн экономикăпа социаллă лару-тăрăвне Татьяна Минина, Николай Малов, Валерий Павлов хак пачĕç. Вĕсем район дотациллисен шутне кĕрет пулин те малалла аталанса пынине палăртрĕç. Светлана Енилина вара ларăва вĕçленĕ май районти лару-тăру пĕтĕмĕшле илсен япăхах маррине, çапах малашне ÿсĕмлĕрех ĕçлемеллине пĕлтерчĕ.
Палăртмалла, канашлу пуçланас умĕн района килсе çитнĕ делегаци тĕп больницăра пулнă юсав ĕçĕсемпе тата виçĕ хутлă нумай хваттерлĕ çурт строительстви мĕнле пурнăçланнипе интересленнĕ.
А.Замуткина
Источник: "Пирěн пурнăç"