Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурлăхпа, çĕрпе тухăçлă усă курасси – çивĕч ыйту

10 февраля 2014 г.

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир районта канашлу иртни, унта ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина хутшăнни çинчен пĕлтернĕччĕ. Паянхи кăларăмра çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе çыхăннă темăна малалла тăсатпăр. Светлана Александровна ĕç çыннисем умне уçăмлă тĕллевсем лартрĕ, район экономикине аталантармалли çул-йĕре палăртрĕ. Çак тĕллевпех вăл тата республикăри ытти яваплă çынсем вырăнсене тухса çÿреççĕ, канашлусене хутшăнаççĕ.

Светлана Енилина министр районăн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене республикăри тата кăнтăр хĕвел анăç районĕсен (Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр) кăтартăвĕсемпе танлаштарчĕ. Вулакансене çак тишкерÿпе тата 2014 çул валли палăртнă задачăсемпе паллаштаратпăр.

Демографи

Ача çуралассипе район республикăра саккăрмĕш вырăн йышăнать: 1000 çын пуçне – 14,8 ача, çакă республика кăтартăвĕнчен 0,8 пысăкрах. Ку енĕпе Чăваш Енре Канаш районĕ малта пырать – 16,5 ача.

Ĕç рынокĕ

2013 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне районта 46 çынна ĕçсĕррисен шутне илнĕ. Çав хушăрах ĕçпе тивĕçтерекене 3,3 хут ытларах ĕçлекен кирлĕ пулнă. Район территорийĕнче ĕçлеме пултаракан халăх шайĕ 53,8 процентпа танлашать (8,6 пин çын).

Районĕпе илсен, пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсемпе организацисем пĕтĕмпе 367, республикăра вара – 56 370 субъект. Пĕчĕк предпринимательлĕх шутне кĕмен организацисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 15 116,3 тенкĕ пулнă, республикăрипе танлаштарсан 73,6 процент. Ыттисем хушшинче пирĕн район ку енĕпе 10-мĕш вырăн йышăнать.

Ял хуçалăхĕ

2013 çулта ял хуçалăх продукцине туса илесси 125 процентпа (республикăра – 109 процент) танлашнă е ял ĕçченĕ пĕр гектар çĕр пуçне пĕтĕмпе 26,7 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Пĕр çын пуçне тивекен ĕç тухăçлăхĕ республика кăтартăвĕ пекех 102 процент пулнă.

Çурт-йĕр тăвасси

2013 çулта районта 10 307 тăваткал метр çурт хăпартнă (102 процент). Чи пĕчĕк кăтарту – Çĕмĕрле районĕнче.

Муниципаллă пурлăх

Пурлăха тара панинчен тата çĕр сутнинчен район хыснине 0,5 миллионшар тенкĕ, çавăн пекех çĕре тара панинчен 1,3 миллион тенкĕ, приватизаци тунинчен 1,4 миллион тенкĕ, пĕтĕмпе 3,7 миллион тенкĕ кĕнĕ. 2012 çулта 2,3 миллион тенкĕ кăна пулнă. Районăн муниципаллă пурлăхне тара парассин тухăçлăхĕ 2012 çулхипе танлаштарсан çакăн пек:

- çĕр участокĕсенчен килекен тупăш – 103 процент;

- пурлăха усă курма панинчен килекен тупăш – 80 процент;

- муниципаллă пурлăха килĕшÿсемпе тара панă пĕр тăваткал метршăн çулталăкри хак – 832,8 тенкĕ (99 процент);

- тара панин парăмлăхĕ – 806,7 пин тенкĕ, парăмсен виçи пилĕк хут ÿснĕ.

Светлана Енилина райадминистраци умне пурлăхпа усă курас тухăçлăха ÿстерес тата çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе тĕллевсем лартрĕ: куçман пурлăх объекчĕсене тара парас тытăмпа туллин усă курмалла, çĕр участокĕсемпе тухăçлă усă курса вырăнти бюджетăн тупăш пайне хушăнтармалла, муниципаллă харпăрлăхра шутланакан çĕр участокĕсемпе тĕллевлĕ усă курнине тĕрĕслесе тăмалла, муниципаллă пурлăха тара илнисенчен парăмсене суд йĕркипе шыраса илмелле.

Район кăтартăвĕсене пысăклатма майсем татах та пур. Сăмахран, ăна ÿстерме тухăçсăр гектарсем ура хураççĕ. Районта усă курман, ахаль выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсем 11,3 пин гектар йышăнаççĕ. Вĕсене çаврăнăша кĕртес ĕç мĕнле пырать;

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика