Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çум курăк хуплакан çĕр те шутра пулмалла

12 февраля 2014 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул вĕçĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Ен хăй тĕллĕн укçа-тенкĕ ытларах туса илесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнăччĕ. ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина канашлура палăртнă тăрăх, министерство ку енĕпе çине тăрса ĕçлет. Тĕллев – рынок мелĕпе анлăн усă курса Чăваш Ен тата муниципалитетсен хыснине укçа нумайрах хывасси. Çакна ăнăçлă пурнăçласси тÿрремĕнех пурлăхпа туллин тата пахалăхлă шута илнинчен килет.

Çĕр налукне хурасси

Районти çĕр фончĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 69,2 пин гектарпа танлашать. 32,5 пин гектар шутĕнчен хыснана налук килмелле.Тĕрĕссипе вара 17,5 пин гектар лаптăкран çеç налук хывăнать. Çавăнпах министр пушă çĕрсене регистрацилесе çаврăнăша кĕртме, усă курман çĕрсен налук ставкине ÿстерме сĕнчĕ.

Канашлура вăл районти тухăçсăр гектарсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки те каларĕ. ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче çум курăк хуплакан çĕре ик çулта пĕтĕмпех шута илме, ăна ĕç пуçаракансене уйăрмашкăн хатĕр пулма хушнăччĕ. Сăмах май, çĕр пайĕсене тивĕçлĕ органсенче шута илтерессипе районта лару-тăру çапларах: çĕр фончĕн 50,3 проценчĕ – ял хуçалăх пĕлтерĕшли (34,9 пин гектар). Харпăрлăх правине 5,9 пин гектар тĕлĕшпе кăна çирĕплетнĕ. Район ку енĕпе республикăра 20-мĕш вырăн кăна йышăнать.

Калас пулать, хуçисем ыйтман çĕрсен харпăрлăх правине шута илтерес, регистраци палати витĕр кăларас ĕç 2011 çултах тапраннă-ха, анчах ĕç йывăррăн пулса пырать. Светлана Енилина министр районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсем ку енĕпе питĕ япăх ĕçленине палăртрĕ. Уйрăмах Ачкасси ял тăрăхĕнче çĕр пайĕсен лаптăкĕсене патшалăх регистрацийĕ тăвас ĕçе 18 процент, Штанаш ял тăрăхĕнче 13 процент çеç пурнăçланине пĕлтерчĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕнче, ав, çĕр пайĕсен лаптăкĕ 1104,5 гектар йышăнать пулсан та вĕсен 92 процентне (1021,0 гектар) регистрацилеме пултарнă. Ытти ял тăрăхĕсенче ку ĕçе çурри чухлĕ те пурнăçламан.

Районти нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси 44 процент çеç пурнăçланнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр тÿлевсĕр илекенсен черетне 22 çемьене тăратнă. Çав шутран 11 çемьене çĕр панă. Мăн Этмен, Пантьăк, Хусанушкăнь, Штанаш ял тăрăхĕсенче ку ыйтăва туллин (100 процент), Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ çуррине (50 процент) татса панă. Кăçал нумай ачаллисене 11 çĕр лаптăкĕ пама йышăннă.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика