05 февраля 2014 г.
Хаçатăн иртнĕ номерĕнче района ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев тата унпа пĕрле килнĕ ертỹçĕсем "Батыревский" пĕрлешỹн çĕр улми тата тĕш тырă хранилищисемпе паллашни, "Районăн 2013 çулхи социаллă экономика аталанăвĕ тата 2014 çулти тĕллевсем" темăпа иртнĕ анлă канашлăва хутшăнни пирки пĕлтернĕччĕ.
Мероприяти пуçланиччен республика ертỹлĕхĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи фойере Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, ача-пăча ăсталăх шкулĕн преподавателĕн М. Шакировăн "Тăван кĕтес анлăхĕ" картинисен куравĕнче пулчĕ. Михаил Васильевича ỹнерçĕ хăй илемлетнĕ кĕнекене асăнмалăх парнелерĕ.
Канашлу хаваслă самантран пуçланчĕ. М. Игнатьев ĕçре палăрнисене тата ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене ЧР Пуçлăхĕн, Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп тата Тав хучĕсене, свидетельствăсене пачĕ. Унтан район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов районăн социаллă пурнăçпа экономикăн 2013 çулхи аталанăвĕпе, кăçалхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
Юлашки çулсенче район республикăра малти вырăнсенче пырать. Пĕлтĕр тупăш бюджета, маларахри çултипе танлаштарсан, 17,9 процент ытларах кĕнĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма та условисем аван. Тин çеç пуçăнакансене вăй илсе кайма "Бизнес-инкубатор" пур. Çурт-йĕр тăвассипе те кăтартусене начар тесе калаймăн: палăртнă тĕллеве пурнăçланă. Федераци тата республика шайĕнчи программăсене хутшăнса Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата салтак арăмĕсене хваттерсемпе тивĕçтернĕ, чылай çамрăк специалист çурт-йĕрлĕ пулнă. 10 ял тăрăхĕнчи çĕнĕ 18 урама çутă çитнĕ.
Çанталăк условийĕсем ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене чылай ура хучĕç пулсан та акнă-лартнă культурăсене пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Аш-какай туса илесси 2,7 хут ỹснĕ. Çав вăхăтрах сĕт суса илесси виçĕмçулхинчен 0,4 процент чакнă. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенне шута илсен, 102 процентпа танлашнă. М. Игнатьев шурă шĕвекĕн кăтартăвĕ мĕншĕн чакнипе тата унăн хакĕпе кăсăкланчĕ. Николай Иванович ку ыйтупа ĕçленине, хуçалăхсенче çĕнĕ фермăсем тума тытăннине, сĕте 20-21 тенкĕпе пухнине, халăхра ĕне-выльăх усракансем йышланса пынине пĕлтерчĕ. Республика Пуçлăхĕ сĕт хакĕ пĕчĕккине, унăн пĕр килограмĕ 25 тенкĕрен кая пулмалла маррине палăртрĕ.
"Земство тухтăрĕ" программăна хутшăнса района 31 çамрăк ĕçлеме килнĕ. Патшалăх паракан миллион тенкĕпе мĕнле усă курни республика ертỹçине те интересленчĕ.
Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн çумĕ Е. Маурина яш-кĕрĕм çак укçапа пурăнмалли условисене лайăхлатнине асăнчĕ. Унтан Михаил Васильевич сиплев учрежденийĕнчи апат пахалăхĕ, çимĕçе ăçтан туянни пирки ыйса пĕлчĕ.
Районта демографи лару-тăрăвĕ аванланса пырать: пĕлтĕр 566 ача çуралнă, 523 çын вилнĕ. Çакă республикăри вăтам кăтартуран лайăхрах.
Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем те пур. Çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн 2,5 млн тенкĕ парăм пур. Республика Пуçлăхĕ ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татма хушрĕ, унсăрăн нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансем ăшăсăр тăрса юлас хăрушлăхрине асăрхаттарчĕ.
Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕ В. Аврелькин районта налук тупăшĕ аваннине, предприятисен пысăк пайĕ лайăх ĕçленине палăртрĕ. Анчах хăш-пĕр организацисенче шалу ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех-мĕн. Çакă вăй хуракансене паракан кĕмĕле хут çинче туллин кăтартманнипе çыхăннине асăнчĕ.
Министр нумай пулмасть Патăрьел тăрăхĕнчи лавккасене тĕрĕсленине, вĕсенче суя эрех сутнине каларĕ. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев наркăмăшлă шĕвек çын сывлăхăшĕн хăрушлăх кăларни, усала хирĕç кĕрешмелли пирки чарăнса тăчĕ.
Патăрьел тăрăхĕ мĕнлерех аталанса пынине ытти районсемпе танлаштарса Çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина каласа пачĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ груз турттаракан автомашинăсен шучĕпе республикăра пĕрремĕш вырăн йышăнать, çăмăллисемпе вара _ тăваттăмĕш. Светлана Александровна çак кăтартусем та шалун пĕр пайне пытарнине çирĕплетнине, çавăн пекех ял çыннисем çĕрпе туллин усă курма тăрăшнине пĕл-терчĕ.
Ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э. Александров районта агропромышленность комплексĕ лайăх ĕçлесе пынине тĕслĕх-семпе çирĕплетрĕ. М. Иг-натьев çур акинче пахалăхлă вăрлăхсем акмаллине, республикăри вăрлăх туса илекен хуçалăхсенче сутлăх хатĕрленине пусăмлатсах каларĕ.
Экономика тата социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем районта çуллен лайăхланса пынине, çапах çитменлĕхсем те пуррине ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков та палăртрĕ: "Патăрьелсем _ хастар та ĕçчен, вăй хурсан хăть мĕнле чăрмава та сиреççĕ". Канашлăва Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев пĕтĕмлетрĕ. Вăл районăн 2013 çулхи аталанăвне лайăх хак пачĕ, кăçал тата та ытларах çитĕнỹсем тума сунчĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)