Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр­сем ху­çа­сăр пул­мĕç

14 февраля 2014 г.

Ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн­че ял тă­рăх пуç­лă­хĕ­сем­пе ирт­нĕ че­рет­лĕ ка­наш­лу­ра тĕр­лĕ ый­тă­ва сÿт­се яв­рĕç. Ăна ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров ерт­се пы­чĕ.

Чи мал­та­нах ятарлă прог­рам­мă­сен па­йĕн ер­тÿ­çи Игорь Ря­бин рес­пуб­ли­кă­ра пу­шар­сен шу­чĕ си­сĕн­мел­лех ÿс­ни пир­ки ча­рăн­са тă­чĕ. Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че тух­нă вут-­çу­лăм сăл­та­вĕ чы­лай тĕс­лĕх­ре эрех-­сă­ра­па ви­çи­не пĕл­ме­сĕр ай­каш­ни­пе çы­хăн­нă. Ра­йон тер­ри­то­ри­йĕн­че ин­кек-­син­кек­рен сых­ла­нас тĕл­лев­пе ял тă­рăх пуç­лă­хĕ­се­не вы­рăн­ти ха­лă­ха пу­шар хă­руш­сăр­лă­хĕн йĕр­ки­се­не пă­хăн­мал­ли çин­чен аса ил­тер­сех тă­ма сĕн­чĕç. Ун­сăр пуç­не кил-­çурт тав­ра­шĕн­че пу­шар сÿн­тер­ме ал айĕн­чи  ха­тĕр­сем (­хă­йăр, шыв тул­тар­нă са­вăт­сем, пур­тă, кĕ­ре­çе та­та ыт­ти те) пул­мал­ли­не, «йы­вăр» çемье­се­не сă­на­са тă­рас­си­не асăр­хат­тар­чĕç.

Ял тă­рă­хĕ­сем ра­йон бюд­же­тĕн­чен уйăр­са па­нă  ук­çапа мĕн­ле усă кур­ни­не те пăх­са тух­рĕç. Апаш, Ту­тар­кас­си, Вăр­ман-Çĕк­тер, Ишек ял тă­рă­хĕ­сем уйăр­са па­ни­не 100% яхă­нах усă кур­ни­не па­лăрт­са хă­вар­чĕç. Тă­как­ла­са пĕ­тер­мен ук­çа­па ма­лаш­не мĕн­ле усă ку­рас­си çин­чен пая­нах шу­хăш­ла­ма сĕн­чĕç.

Ра­йад­ми­нист­ра­цин вĕ­рен­тÿ управлени­йĕн пуç­лă­хĕ Бо­рис Ро­ма­нов Атай­кас­син­чи та­та Кÿ­кеç­ри çĕ­нĕ ача са­чĕ­сен проек­чĕ­се­не тă­вас­си­не аса ил­тер­чĕ, май пул­са­нах çак ĕç­се­не пур­нăç­ла­ма сĕн­чĕ. Тренк­кас­син­чи та­та Мă­нал­ти ача са­чĕ­сен­че уш­кăн­сем уçас­си фе­де­ра­ци бюд­же­тĕн­чен ук­çа ку­çа­рас ый­ту­па тÿр­рем­мĕн çы­хăн­нă.

Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕн çу­мĕ Зоя Мас­ло­ва ху­çа­сăр çĕр­се­не ре­гист­ра­ци­лес­си пир­ки сă­мах ил­чĕ. Па­лăрт­нă тă­рăх 2014 çул­та ра­йон­ти ху­çа­сăр çĕр­сен 35% шу­та ил­мел­ле. Ку ĕçе тул­лин пур­нăç­ла­ман ял тă­рă­хĕ­сен тă­рă­ша­рах ĕç­ле­ме ты­тăн­мал­ла. Май-июнь уйă­хĕ­сен­че çĕр лап­тă­кĕ­се­не инвен­та­ри­за­ци­лес ĕç ирт­мел­ле. Каш­ни ял тă­рă­хĕн­че çĕр лап­тă­кĕ­се­не тĕл­лев­лĕ е тĕл­лев­лĕ мар усă кур­ни­не па­лăрт­мал­ла, каш­ни тĕ­рĕс­леве акт çыр­са çи­рĕп­лет­мел­ле. Тĕ­рĕс­леве ирт­те­ре­кен ко­мис­си шут­не ял тă­рăх пуç­лă­хĕ, унăн çу­мĕ, ка­дастр, ре­гист­ра­ци па­ла­тин ĕç­че­нĕ­сем, об­щест­вăл­ла ор­га­ни­за­цин­че вăй ху­ра­кан­сем, во­лон­тер­сем, ахаль çын­сем кĕр­сен вы­рăн­лă. «Çак ĕç пы­сăк ка­лă­пăш­лă пул­мал­ла, ăна ту­са ирт­тер­сен пи­тĕ ла­йăх пу­лĕч­чĕ», – пĕ­тĕм­лет­рĕ Зоя Мас­ло­ва.

Ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăх па­йĕн пуç­лă­хĕ Сер­гей Ва­нюш­кин ял тă­рăх пуç­лă­хĕ­се­не хăй­сен тер­ри­то­ри­йĕ­сен­чи выльăх ма­са­рĕ­сене регистрацилеме документсем ха­тĕр­ле­се çи­тер­мен­ни­не аса ил­тер­чĕ. Ку ый­ту­па тах­çа­нах ка­ла­çаç­çĕ пул­сан та чы­ла­йă­шĕ ун пир­ки «­ман­са» каять ик­кен. Паян­хи кун пу­рĕ 7 ял тă­рă­хĕ документсем ха­тĕр­ле­нĕ, 71 выльăх ма­са­рĕн­чен 21-­не йĕр­ке­ле­се çи­тер­нĕ. Сер­гей Ва­нюш­кин çак ĕç­се­не вĕç­не çи­тер­ме вас­кат­рĕ.

Ве­ра Фи­лип­по­ва

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика