04 февраля 2014 г.
"Хыпар" ыйтăвĕсене республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана ЕНИЛИНА хуравлать.
- Калаçăва Чăваш Ен пурлăхĕпе еплерех усă курнинчен пуçлар мар-и?
- Унпа хуçаланасси патшалăх харпăрлăхĕн тытăмне республикăра пурăнакансене ытларах усă кÿмелли никĕс çине куçарнипе тачă çыхăннă, - терĕ Светлана Александровна. - Налук шутланман тупăш хыснана ытларах кĕтĕр тесе май килнĕ таран пурлăха коммерци çаврăнăшне явăçтаратпăр. Çак тĕллеве ăнăçлă пурнăçласси тÿрремĕнех пурлăха туллин тата пахалăхлă шута илнинчен килет. Министерство патшалăх харпăрлăхĕнчи объектсене шута илес тĕллевпе республика пурлăхĕн реестрне йĕркелет. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне унта куçман пурлăхăн 10,6 пин объектне кĕртрĕмĕр. 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчипе танлаштарсан вăл 30% ытла хушăнчĕ.
Пурлăхпа ăнăçлă хуçаланнине çирĕплетекен кăтартусенчен пĕри - реестр пĕлтерĕшĕ ÿсни. Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ку ÿсĕм 98% танлашнă. Çак кăтарту 2008 çулхинчен икĕ хут ытла пысăкрах.
- Патшалăх учрежденийĕсене реформăлассипе паллаштармăр-и?
- Пурлăхпа тупăшлă усă курас тĕллевпе тата вĕсем май килнĕ таран ытларах усă кÿччĕр тесе ĕçе 2013 çулта çĕнĕлле йĕркелеме пуçларăмăр. Пĕлтĕрхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн - 319, вăл йышра автономин - 68 /21,3%/, хыснан - 75 /23,5%/, бюджетăн 175 /55,2%/ учрежденийĕ шутланнă. Тăкак сахалрах курас, услам ытларах илес тĕлĕшпе тивĕçлĕ ĕç пурнăçланă хыççăн иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне учрежденисем çулталăк каяллахипе танлаштарсан 8,6% сахалланчĕç. Вĕсен тĕллевĕнче çынсене май килнĕ таран ытларах усă кÿресси тĕпре пулни учрежденисем кÿрекен пулăшу ĕçĕн пахалăхне лайăхлатма, вĕсем пĕр-пĕрне евĕрлесе пĕрешкел ĕç тăвассине пĕтерме, аталанусăр учрежденисене тытса тăма республика хыснинчен уйăракан укçапа ÿсĕм тăвассишĕн усă курма май пачĕ.
Çитес çулсенче реформăна малалла тăсăпăр. Раççей Президенчĕ В.Путин 2014-2016 çулсенчи бюджет политики çинчен калакан бюджет Çырăвĕнче ăна пурнăçа кĕртме чĕнсе каларĕ. Министерство ĕç-хĕлĕнче патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă хуçаланма май паракан йĕрке тăвасси ÿлĕм те пĕрремĕш вырăнта пулĕ.
- Налук шутланман тупăшпа хыснана пуянлатасси пирки мĕн пĕлтеретĕр?
- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ çул вĕçĕнче Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Ен хăй тĕллĕн укçа-тенкĕ ытларах туса илесси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Министерство ăна пурнăçлассишĕн çине тăрса ĕçлет. Норматив-право акчĕсем çирĕплетнĕ. Вĕсем пурлăхпа çĕр лаптăкĕсене çынсемпе, юридици сăпачĕсемпе хаклашу ирттерсе пасар хакĕпе кăна алла памалли йĕркене уçăмлатаççĕ. Вăй хуни сая каймарĕ: республика бюджетне 260 млн тенкĕлĕх хушма тупăш кĕчĕ. Пирĕн ĕмĕт - рынок мелĕпе анлăн усă курса Чăваш Ен тата муниципалитетсен хыснине укçа нумайрах хывасси.
Бюджетра вăл нумайрах пуçтарăнни пурлăхпа тухăçлă хуçаланнине аван çирĕплетет. 2011 çултан тытăнса хыснана çуллен кĕмĕл ытларах хыврăмăр. Пĕлтĕр муниципалитетсен тата республикăн пĕрлехи бюджетне харпăрлăхпа хуçаланса тата пурлăха алла парса 2,4 млрд тенкĕ - виçĕм çулхинчен 27% нумайрах - куçарнă. Çак укçаран Чăваш Ен хыснинче пуçтарăнни - 1043,3 млн тенкĕ - 2012 çулхинчен 1,9 хут нумайрах. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджетĕнче пухăнни - 1,4 млрд тенкĕ. Пурлăхран чи нумай нухрат куçарттарни - Шупашкар. Унăн тÿпи муниципалитетсен мĕн пур йышши тупăшĕн 57% чухлĕ. Паллах, хыснана хушма нухрат кĕрсен социаллă пурнăçа лайăхлатма, экономикăна аталантарма çăмăлрах.
- Харпăрлăхпа хуçаланса тата пурлăха алла парса хыснана хывнă укçан 54% - приватизацирен. Маларахри çулсемпе танлаштарсан ку укçа нумайрах-и е сахалрах-и?
- Вăл 559,2 млн тенкĕпе танлашрĕ: 2012 çулхинчен 3,4 хут нумайрах пуçтарăнчĕ. Приватизаци юхăмне уççăн сарса, çынсенчен нимĕн те пытармасăр аукциона пурне те хутшăнма май туса парса пурлăхран укçа малтанхи хакран 60,2 млн тенкĕ ытларах пухрăмăр. Çакна министерство харпăрлăх правине çирĕплетес текенсене хаклашăва йышлăрах явăçтарнипе ăнлантаратпăр. Пурĕ 600-ĕн хутшăннă /кашни хаклашу пуçне 3,6 хутшăнакан/. Раççей Экономика аталанăвĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çĕр-шывра йĕркеленĕ кашни хаклашу пуçне вăтамран 1,06 хутшăнуçă çеç тивет.
- Çĕр çаврăнăшне хăвăртлатасси пирки калаçар-ха. Бизнес пуçласа ярас текенсем производство йĕркелеме ирĕккĕн лаптăк илме пултараççĕ-и?
- Ку ыйту хуравне республикăри пушă выртакан çĕр çинчен туллин информаци паракан ресурса кĕрсе тупма пулать. Иртнĕ çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне унта 128 лаптăка /395 га/ хак панă: 56-шĕ /163 га/ тупăшпа перекетлĕн, ăна ытлашши тăкакламасăр усă куракансем валли çурт тума, 72-шĕ /232 га/ промышленноç паркĕ, технопарк, бизнес инкубаторĕ, производствăн ытти объектне тăвас тĕллевпе инвестици хывма.
Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан лаптăксен реестрне тумаллине уççăн палăртрĕ. Çум курăк хуплакан çĕре ик çулта пĕтĕмпех шута илме, ăна ĕç пуçаракансене уйăрмашкăн хатĕр пулма хушрĕ. Уссăр выртакан лаптăксем çинчен вырăнтан çынсем министерствăна пĕлтерессе шанатпăр. Юхăнса выртаканнине çĕр çаврăнăшне кĕртсен хыснан тупăш пайне пысăклатăпăр.
- Нумай ачаллă çемьесене лаптăкпа тивĕçтересси мĕнле пурнăçланать?
- Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çĕр тÿлевсĕр илекенсен черетне 3990 çемьене тăратнă. Çав шутран 1822-не панă ĕнтĕ. Вĕсен аллинче - 221,7 гектар. Ыйтăва Улатăрпа Канаш районĕсенче туллин татса пачĕç. Куславкка, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсенчи, Улатăр хулинчи çемьесен 75% лаптăклă ĕнтĕ. Шел те, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансен 25% те илеймен. Нумай ачаллă çемьесем валли çĕр районсенче пайтах, хуласенче - çитмест. Çивĕч ыйтăва районсен çĕрне хуласене парса татса параççĕ.
- Пай çĕрне федерацин тивĕçлĕ органĕнче шута илтерессипе мĕнле улшăну пур?
- Республикăн çĕр фончĕн 55% - ял хуçалăх пĕлтерĕшли /1009,9 пин га/. Çакăнтан 543,4 пин га - пайсем. 2002 çулта "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ" саккуна пурнăçлама тытăннăранпа 2011 çулхи кăрлач уйăхĕччен пĕрлехи харпăрлăхри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксен харпăрлăх правине 136,9 пин га тĕлĕшпе çирĕплетнĕ. Ку - пайсен 25%. 2011 çултан тытăнса вĕсене, çав шутра хуçисем ыйтман лаптăксене регистраци палати витĕр кăларас тĕллевпе пуçарнă ĕç вăй илсех пычĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 308,9 пин га /57%/ çĕрĕн харпăрлăх правине унта шута илтернĕ. Çапла вара иртнĕ виçĕ çулта 172 пин га /32%/ харпăрлăхçи тупăнчĕ. Паянхи куна республикăра хуçисем ыйтман çĕр 243,5 пин га /пайсен 45%/. 2011-2012 çулсенче çав лаптăксен пĕр пайне /19 пин га/ муниципалитетсен харпăрлăхне панă. Ку хуçисем ыйтман çĕрĕн 10% çеç. Унтанпа лару-тăрăва улăштартăмăр. Пĕлтĕр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен харпăрлăх правине 43,7 пин га тĕлĕшпе - маларахри икĕ çулта регистраци палати витĕр кăларнинчен икĕ хут пысăкрах - çирĕплетрĕç.
Республика Пуçлăхĕ Çырура: "Çĕр хăйне пăхнине юратать", - терĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен виçĕ çулта çавнашкал лаптăксене пурне те харпăрлăха парассине йĕркелеме ыйтрĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă
Источник: "Хыпар"