19 декабря 2013 г.
Леонид НИКОЛАЕВ, Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ: Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатнипе пĕрлех вĕсен ĕç пахалăхне те çĕклемелле тенине уйрăмах çывăха илтĕм. Шел те, шăпах çак енĕпе хальлĕхе çитменлĕхсем пур - çынсем кăмăлсăрланнă тĕслĕхсем те çук мар. Бюджет тытăмĕсенче вăй хуракансем халăха кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ лайăхланмалла - кун пирки иккĕленместĕп.
Николай ГЛУХОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ: Халăх культури - вăл аталанмалла. Вăл пулсан производствăри, строительствăри, ял хуçалăхĕнчи, ытти сферăри культура та пулĕ. Çак шухăша палăртни питĕ вырăнлă.
Тепĕр самант: вырăнти хăй тытăмлăх пĕлтерĕшне Владимир Путин Çырăвĕнче те палăртнăччĕ, çакăн пирки Михаил Игнатьев та каларĕ. Паян вырăнти хăй тытăмлăх - халăхшăн чи çывăх влаç органĕ, вăл граждансен нумай ыйтăвне татса пама тивĕç. Чылай ыйтăва татса парас енĕпе республика ăнăçлă ĕçлет. Калăпăр, Канаш монохула пулнă май малалла аталанĕ, ялсен территорийĕсем çĕнĕ шкулсем, садиксем кĕтеççĕ. Республика ертÿçисем ача сачĕсемпе çыхăннă ыйтăва татса пама шантарнăччĕ, калам: Патăрьел районĕнче черет çук. Çыру хамăр ертсе пыракан муниципалитетсен территорийĕсенче тата та çине тăрарах ĕçлеме хăват парать.
Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ, ЧР Обязательнăй медстраховани фончĕн директорĕ: Михаил Васильевич республика çитĕнĕвĕсем пирки каларĕ - вĕсем, куратпăр, пур. Анчах кашни темăпах татса памалли çивĕч ыйтусене асăнма та манмарĕ. Маншăн, финансистшăн, республика малашлăх бюджетне йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пурнăçламалли программа нумай. 2020 çулчченхи стратегие пурнăçлани кăна мар, 2030 çулчченхи стратеги пирки те калаçатпăр ĕнтĕ. Çырура палăртнă çул-йĕр унта та вырăн тупасса шанатăп. Чи малтанах - инноваци продукцийĕ кăларассине тĕпе хуни кăмăла кайрĕ. Палăртма кăмăллă: кĕске вăхăтра çакнашкал продукци тÿпи 7% ÿснĕ - нумай. Шăпах çакăнта - республика пуласлăхĕ.
Фонда ертсе пынă май, паллах, медицина ыйтăвĕсене çĕклени кăмăла кайрĕ. Диспансеризаци, медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсани, пысăк технологисене çул пани - çакă халăх сывлăхне упрама, ăна çирĕплетме пулăшасси пирки иккĕленместĕп.
Светлана ЕНИЛИНА, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура республикăн çитес çулхи тата малашлăхри аталанăвĕн тĕп енĕсене уçăмлăн палăртнă. Чи пахи - халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатас ыйтăва çÿллĕ шайра çĕклени. Вăл республика ертÿлĕхĕн тĕп тĕллевĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курнăшăн пухăнакан тупăш пайĕ çултан çул ÿсет. Кăçал, сăмахран, налук мар тупăшăн кăтартăвĕ пĕлтĕрхинчен 17% пысăкрах пуласси паллă. Малашнехи тĕллев - республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăш пайне ÿстерме патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе усă курас ĕçе йĕркеленĕ чухне пасар механизмне анлăрах кĕртсе пырасси.
Паян кашнинех хумхантаракан ыйту вăл - çĕр. Тахçан пусă çаврăнăшĕнчен кăларнă пулăхлă çĕрсемпе каллех усă курма тытăнмалла, муниципалитетсен хăйсен çĕрĕсене, çав шутра - уйрăм çынсен пайĕсене те, харпăрлăха куçарассине хăвăртлатмалла. Хуçасăр лаптăксем текех пулмалла мар, çĕрĕн кашни тăваткал метрĕпе тĕллевлĕ усă курма вĕренмелле. Çак пуянлăх республика аталанăвĕшĕн ĕçлетĕр. Çĕр пулсан - çын пурăнать, ун çинче тăрăшса вăй хурсан пурнăç та лайăхланать. Çитес виçĕ çулта çĕр лаптăкĕсене шута илессине, харпăрлăха куçарассине вĕçлеме палăртнă. Пĕтĕмлетерех каласан - Çырура çĕр ыйтăвне татса памалли координатсен çĕнĕ тытăмне палăртнă. Ăна шанăçа кĕртме тăрăшсах ĕçлĕпĕр.
Николай ПЕТРОВ, «Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Республика çулталăка мĕнле вĕçлени çинче чарăнса тăмăп, вăл пĕтĕмпех куç умĕнче. Чăннипех нумай ĕç тунă, анчах тумалли тата та чылай. Çырура ку тĕллевсене уçăмлăн палăртнă. Патшалăх Канашĕпе ĕç тăвакан влаç килĕштерсе ĕçленипе умри тĕллевсем ăнăçлă пурнăçланаççех. Кун пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленÿ çук.
Çырура - çĕнĕ пĕтĕмлетÿ, хальхи шухăшлав. 2014 çул валли палăртнă чикĕсем - пысăк та анлă. Вĕсене пурнăçа кĕртме пурин те пĕрле вăй хумалла. Чи малтанах хамăрăн, кашни çыннăн тăрăшарах ĕçлемелле. Вара, Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев калашле, «...эпир хамăр ума амбициллĕ тĕллевсем лартса вĕсене пурнăçлама хăнăхнă. Хамăр вăя шанмалла, суйласа илнĕ çулран ниçталла та пăрăнмалла мар. Ун чухне пирĕн пурте ăнать!»
Валентина ПЕТРОВА, Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ: Умри çул ансат мар. Çавна май республикăра пурăнакансене çапла чĕнсе каланă кашни сăмахăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Михаил Игнатьев Пуçлăхăн Çырăвĕнче пурнăçăн нумай енлĕ ыйтăвĕсене хускатнă: экономика, тирпейлĕхпе хăтлăх, социаллă программăсем, вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕ тата ытти вун-вун ыйту. Михаил Васильевич тĕллевсене кăна палăртмарĕ, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕре уçса пачĕ. Мĕнле пурăнмаллине каларĕ.
Чăваш Еншĕн паян чи çивĕччи - çынсене ĕçпе тивĕçтермелли условисем йĕркелесси. Кашниех хăйĕн пĕлĕвĕпе, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе усă курса вырăнта вăй хума пултартăр. Çемйинчен уйрăлмасăр, уйăхĕ-уйăхĕпе ытти региона тухса çÿремесĕр. Тăван кĕтес, республика аталанăвне хăйĕн тÿпине хывтăр.
Тепĕр самант та килĕшрĕ: республика Пуçлăхĕ сăмахне кашни çыннăн хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелли пирки каланипе пуçларĕ, эпир лайăх ĕçлесен республика, унăн экономики сулмаклă утăмсемпе малалла каяссине çирĕплетнипе вĕçлерĕ.
Валерий ЧАЙКИН, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ яланхиллех умри йывăр, анчах пурнăçлама тивĕçлĕ тĕллевсем çинчен каларĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса малаллах утакан кăна хăйĕн хăватне туять, тата тăрăшуллăрах, пуçаруллăрах ĕçлет. Республика та, çĕр-шыв пекех, çĕнĕ ÿсĕмсен шайне çĕкленсе, хăватланса пырать. Паллах, унччен те, халĕ те никама та çăмăл мар. Мĕн пытармалли пур, малашне те çăмăл пулмĕ. Михаил Васильевич çакна хăйĕн сăмахĕнче уçăмлă палăртрĕ. Çĕр-шыв тата республика ертÿлĕхĕсен ăслă политикине пула социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче эпир паян урăх тапхăра кĕтĕмĕр: ырă ĕçсен ÿсĕмлĕ тапхăрне. Малашлăх мĕнле пуласси халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет. Çырăвăн тĕп шухăшĕ, тĕвви шăпах çакăнта. Ытти - пирĕн кулленхи пурнăçăн ĕç-хĕлĕнче.
Иван Никитин, ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр тĕрĕслевĕпе сăнав органĕн пĕлтерĕшĕ витĕмлине палăртрĕ. Вăл çуртсен тĕп юсав фондне йĕркелессине, нумай хваттерлĕ çуртсенче энерги ресурсĕсене перекетлеме пулăшакан приборсене вырнаçтарнине сăнассипе тата çапла тума пулăшассипе çыхăннă. Манăн шухăшпа, Михаил Васильевич нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсен ĕç-хĕлне тĕрĕс хак пачĕ. Асăннă канаш - ахаль механизм кăна мар, вăл общественноçа хăйĕн пурлăхĕпе тĕрĕс тата тухăçлă усă курма, кашни çынра хуçа туйăмне вăратма, хăтлă пурăнма вĕрентет. Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕпе килĕшÿллĕн икĕ енлĕ обязательствăсем мĕнле пурнăçланнине сăнаса тăма шăпах вăл тивĕçлĕ. Кăçал пирĕн пата 5 пин ытла çын хăйне хумхантаракан ыйтупа çитрĕ. Çав ыйтусенчен чылайăшне вырăнтах, хваттерсен харпăрлăхçисен пухăвĕсенче татса пама май килнĕ. Çапах та эпир никама та хамăртан «пăрман», кашни ыйтăвăн хуравне пĕрле шыранă.
Николай КОНОВАЛОВ,
Юрий СТЕПАНОВ ыйтса пĕлнĕ
Источник: "Хыпар"