Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр кăна пултăр

13 декабря 2013 г.

Пат­ша­лăх çам­рăк, ну­май ачал­лă çемье­се­не пу­лă­шу па­ни пи­тĕ ла­йăх. Çак эр­не акă Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­чи те­ми­çе çемье­шĕн пал­лă эр­не пул­чĕ, мĕн­шĕн те­сен вĕ­сем çи­тес вă­хăт­ра пат­ша­лăх прог­рам­ми­пе ки­лĕ­шÿл­лĕн тÿ­лев­сĕр çĕр учас­то­кĕ­сем ил­ме пул­та­раç­çĕ, вĕ­се­не сер­ти­фи­кат­сем па­чĕç.

Ну­май ачал­лă çемье­се­не çĕр учас­то­кĕ­сем па­рас­си­пе Шу­паш­кар ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕ ку­рăм­лă ĕç­лет. Паян­хи кун тĕл­не ра­йон­та çĕр ил­меш­кĕн 429 çемье уче­та тă­нă, вĕ­сен­чен 154-­шĕ çурт хă­парт­ма кă­мăл ту­нă, 275-­шĕ ва­ра уй­рăм хуш­ма ху­çа­лăх йĕр­ке­ле­ме па­лăрт­нă. Çав­на май уче­та тă­ни­се­не шу­та ил­се ра­йон рес­пуб­ли­кă­ра Шу­паш­кар ху­ли хыç­çăн ик­кĕ­мĕш вы­рăн йы­шă­нать. Çа­кă ра­йон­ти ха­лăх шу­тĕн­чен те ки­лет ĕн­тĕ.

Де­каб­рĕн 11-­мĕ­шĕн­че ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн ла­ру­сен за­лĕн­че Ту­тар­кас­си ял тă­рă­хĕн­чи 21 çемье­не сер­ти­фи­кат па­чĕç, вĕ­сен­чен 14-­не – уй­рăм хуш­ма ху­çа­лăх ту­ма, 7-­не  – çурт-­йĕр çĕк­ле­ме. Зал­ра ла­ра­кан­се­не ра­йон ад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров тре­бо­ва­ни­сем ул­шăн­ни­пе çĕр учас­то­кĕ­сен до­ку­мен­чĕ­се­не ха­тĕр­ле­ме ну­май вă­хăт кир­ли пир­ки ка­ла­са па­чĕ. «Си­рĕн пы­сăк çемье – ап­ла тăк пы­сăк те­лей. Çĕр учас­то­кĕ­сем уйăр­са па­ни – пур­лăх ый­тăв­не тат­са па­ни кă­на мар, ыран­хи кун вал­ли çĕ­нĕ ша­нăç çу­рат­ни те», – па­лăрт­рĕ ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ,  ĕмĕ­чĕ­се­не пур­нă­çа кĕрт­ме ăнă­çу сун­са каш­ни­не кĕт­нĕ сер­ти­фи­кат па­чĕ. Чы­ла­йă­шĕ пĕч­чен çеç кил­нĕ, хă­шĕ-­пĕ­ри мă­шă­рĕ­сем­пех пы­нă. Пĕ­чĕк ачал­лă çемье пат­не пы­ма­сăр чă­тай­ма­рăм. Çĕ­нĕ Ту­тар­кас­син­че пу­рă­на­кан Али­са Шты­ко­ва мă­шă­рĕ­пе та­та çул­та­лăк­ран ирт­нĕ хĕ­рĕ­пе пы­нă. Çемье­ре – 3 хĕ­ра­ча. Вĕ­сем хват­тер­те пур­нă­наç­çĕ ик­кен. Çак ку­на тах­çа­нах кĕт­нĕ, мĕн­шĕн те­сен уй­рăм çурт пир­ки ĕмĕт­лен­нĕ. Те­лее, кĕт­ни пур­нăç­лан­нă те­мел­ле, сер­ти­фи­кат алă­ра-ç­ке. «Че­рет­ре ну­май тă­ма­рă­мăр, çул­та­лăк ыт­ла­рах кă­на. Ха­лĕ çурт ларт­ма та пу­лать ĕн­тĕ», – пĕл­тер­чĕ са­вăн­са Али­са.

Çĕ­нĕ Ту­тар­кас­син­чи Татья­на Ар­хи­по­ва та çав кун сер­ти­фи­кат­лă пул­чĕ. Вĕ­сен те 3 ача. Архиповсене ăн­нă те­мел­ле ва­ра, че­рет­ре 2 уйăх ыт­ла кă­на тă­нă ик­кен. «Ха­мăр пу­рă­на­кан вы­рăн­тан та ин­çе мар, 5 ми­нут çеç ут­мал­ла», – ка­ла­са кă­тар­тать  Татья­на. Вăл ун­та уй­рăм хуш­ма ху­çа­лăх йĕр­ке­ле­ме ĕмĕт­ле­нет.

Ш­па­рев­сем те асăн­нă по­се­лок­ра­нах. Сер­ти­фи­ка­та ил­ме Алек­сандр­па На­та­лия ик­кĕ­шĕ те пы­нă, Вĕ­сем 3 ача çи­тĕн­те­реç­çĕ. Че­рет­ре ну­май вă­хăт тă­ман­ни­не па­лăрт­рĕ мă­шăр. «Çĕр çин­че мĕн ту­ма па­лăр­та­тăр?» – ыйт­рăм вĕ­сен­чен те. «Тĕп­лĕн шухăшла­ман-­ха, пур пĕ­рех ахаль вырт­тар­мă­пăр», – шу­хăш­не пĕл­тер­чĕç арă­мĕ­пе упăш­ки.

А­лек­сандр Фе­до­тов ва­ра То­лик Ху­рас­ки ялĕн­чен кил­нĕ, пĕч­че­нех­чĕ вăл. Вĕ­сем  те 3 ача ÿс­те­реç­çĕ. Çак ку­на чă­тăм­сăр­рăн кĕт­ни­не пĕл­тер­чĕ вăл. Пу­рă­на­кан вы­рăн­тан çĕр учас­то­кĕ пи­тĕ ин­çех мар, 5 ки­ло­мет­ра яхăн çеç. Çĕр­пе мĕн­ле усă ку­рас шу­хăш­ли­не ун­тан та ыйт­рăм. «Халь­лĕ­хе çурт лар­тас­си пир­ки шу­хăш­ла­ман-­ха, ывăл ÿс­сен ку­рă­пăр», – пĕл­тер­чĕ кил ху­çи ар­çын­ни.

Кă­çал ра­йон­та ну­май ачал­лă 220 çемье­не тÿ­лев­сĕр çĕр учас­то­кĕ­сем па­нă, çак ĕçе 51% пур­нăç­ла­нă. Çĕ­нĕ çулч­чен та­та 40 çемье­не çĕр­пе ти­вĕç­тер­ме па­лăрт­ни­не пĕл­тер­чĕç ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн­чен.

Лю­бовь Го­ро­ди­щенс­кая

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика