09 ноября 2013 г.
Тинех хирсем пушанчĕç. Çанталăк йĕпе-сапа тăнăран кăçал ĕçсем вăрăма тăсăлчĕç. Çĕр ĕçченĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе тыр-пула та, тымар çимĕçе те пуçтарса кĕртрĕ. Çак ятпа районта ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Мероприяти савăнăçлă самантран, Патăрьелĕнчи "Батыревский" хупă пĕрлешỹре 200 ĕне вырнаçмалăх вите уçнипе пуçланчĕ. Сăмах май, юлашки çулсенче хуçалăхсенче пĕр çĕнĕ пысăк объект та туманччĕ. _
Хуçалăхра хальхи технологисемпе усă кураççĕ, ĕçе çĕнĕ мелсемпе йĕркелеççĕ. Çакă туса илекен продукцин хăйхаклăхне тата унăн пахалăхне пысăк витĕм кỹрет, _ терĕ район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хĕрлĕ хăйăва каснă май. Унтан ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем тата килнĕ хăнасем хуралтăна кĕрсе курчĕç. Кунта выльăхсене ятарлă техника апат валеçсе парать, сĕт те тỹрех пăрăх тăрăх сивĕтмĕше каять. Çамрăксене ĕçе явăçтарас тесен шăпах çакăн пек условисем кирлине палăртрĕç пухăннисем.
Уяв малалла Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче тăсăлчĕ. Унта Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, район адмиинистраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, "Россельхозцентрăн" республикăри филиалĕн ертỹçи Н. Малов, организаци-предприяти ертỹçисем, ял хуçалăх предприятинче вăй хуракансем хутшăнчĕç. Кăçалхи кăтартусемпе район пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков паллаштарчĕ.
Çанталăк çĕр ĕçченне пĕрре те хĕрхенмерĕ. Акнă-лартнă культурăсем шăтса тухса вăй илмелле чухне 50 кун ытла хĕвел хĕртсе пăхрĕ. Çавна май 7592 гектар типпе юлнă. Кĕркунне вара çумăр пĕр чарăнми тенĕ пек çурĕ. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем ниме пăхмасăр вăй хучĕç.
Районта 14704 гектар пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 5184 гектар çĕр улми, 1119 гектар пахча çимĕç, 635 гектар сахăр кăшманĕ тата ытти культурăсене çитĕнтернĕ. Тĕш тырă лаптăкĕн 28 процентне тата иккĕмĕш çăкăрăн 9 процентне элита вăрлăхсемпе никĕсе хывнă. Хире 2800 тонна минераллă удобрени тата 11000 тонна тислĕк варăнтарнă.
Кĕр хĕл каçарать, теççĕ. Кăçал пỹлмесем пĕлтĕрхи чухлех тулмарĕç пулсан та, çанталăкне кура аван теме юрать. Тырă пурĕ 23828 тонна (пĕр гектартан кĕлет виçипе 18,1 центнер), çĕр улми _ 77998 тонна (170 центнер), пахча çимĕç 36687 тонна пухса кĕртнĕ. Выльăхсене валли обществăлла секторта утă 4320 тонна, сенаж 12310 тонна, силос 5450 тонна янтăланă.
Выльăх-чĕрлĕх шучĕ çуллен ỹссе пырать. Хальхи вăхăтра 17300 ĕне-выльăх, 19 пине яхăн сысна, 8 пине яхăн сурăх пур.
Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне уйрăмах "Исток", "Батыревский", "Малалла", "Красное знамя", "Звезда", "Труд", "Корма", "Первомайск" хуçалăхсем, улма-çырла питомникĕ, Краснова, Санзяпов, Федоров, Мартышкин, Чабатов, Бикчурин фермер хуçалăхĕсем, "Батыревский" апат çимĕç комбиначĕ пысăк çитĕнỹсемпе кĕтсе илчĕç. Савăнăçлă пухура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов район экономикипе кĕскен паллаштарчĕ.
Уявра ĕçре палăрнисене Ял хуçалăх министерствин тата район администрацин Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç, парнесем пачĕç.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)