23 ноября 2013 г.
Пурлăх тата çĕр Хутшăнăвĕсен министерствинче ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ
2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче 326 патшалăх учрежденийĕ шутланать. Çав шутран 70-шĕ (21,5 процент) автономи учрежденийĕсем, 78-шĕ (23,9 процент) унитарлă хысна предприятисем, 178-шĕ (54,6 процент) бюджет учрежденийĕсем.
Патшалăх учрежденийĕсене шута илесси малалла пырать. 2013 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, республикăра хальхи вăхăтра шутланакан учрежденисен хисепĕ 9,8 процент каярах пулмалла.
Патшалăх пурлăхĕпе усă курма ирĕк илнĕ учрежденисем тỹлевлĕ пулăшу ĕçсене пурнăçланинчен тупăш илесси, 2012 çулта, 2010 çулхипе танлаштарсан, 3,6 хут ỹснĕ. Тỹлевлĕ пулăшусем панинчен пырса кĕрекен тупăш 2013 çулхи 9 уйăхри тапхăрта та, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 6,4 процент ỹснĕ. Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курассинче налук шутне кĕмен тупăшсене тупса палăртасси тĕп вырăнта. Отчетлă тапхăрта республика бюджетне 719,7 пин тенкĕ, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 1,7 хут ытларах укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Çулталăк кăтартăвĕсене шута илсен, малтан шутланă тăрăх, бюжетра 800 миллион тенкĕ ытла, 2012 çулхипе танлаштарсан 1,5 хут нумайрах укçа-тенкĕ пулмалла. Пĕтĕм тупăшăн 43 проценчĕ пурлăха приватизаци тунинчен, 27 проценчĕ патшалăхăн куçман пурлăх объекчĕсемпе çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен пырса кĕнĕ.
Аренда хутшăнăвĕсене йĕркелесе пырас тĕлĕшпе те юлашки çулсенче нумай ĕç туса ирттернĕ. Патшалăх пурлăхĕпе усă курнăшăн аренда тỹлевне палăртассин йĕркине улшăнусем кĕртнĕ, çĕр лаптăкне арендăна парассине уççăн пĕлтерес тĕллевпе малтан торги туса ирттернĕ.
Республика пурлăхне арендăна пани çинчен килĕшỹсем çирĕплетес тĕлĕшĕпе, малтанхи 3 çулхипе танлаштарсан, аукционсем нумай иртнĕ. Çапла майпа республика бюджетне 44,1 миллион тенкĕ ытла хушма тупăш пырса кĕнĕ.
Республика чи малтан субъектсен шутĕнче строительство ĕçĕсене пуçламан, пушă выртакан çĕре шута илмелли пĕрлехи информаци ресурсне туса хатĕрленĕ. Унта 108 лаптăка (334 гектар) кĕртнĕ. Министерство вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципалитет пурлăхĕпе епле усă курнине те тишкерет. Чăваш Республикин пурлăхĕпе тата патшалăх харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курас тĕллевпе Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви законодательствăпа килĕшỹллĕн çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса куçман пурлăх объекчĕсене пурĕ 51,8 пин тăваткал метр (пĕр çулталăкри аренда тỹлевĕ _ 5,9 миллион тенкĕ), 5,1 пин гектар çĕр лаптăкне (аренда тỹлевĕ _ 6,1 миллион тенкĕ) арендăна панă.
"Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен" Чăваш Республикин Саккунĕ вăя кĕнĕренпе шута илнĕ нумай ачаллă çемьесен 42 процентне (пĕтĕмпе 190,8 гектар) çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ.
Чăваш Республикинче ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсем 1009,9 пин гектар (пĕтĕм çĕр фончĕн 55 проценчĕ), çав шутран 541,1 пин гектарĕ пай çĕрĕсем шутланаççĕ.
Муниципалитетсенчен арендăна илнĕ лаптăкшăн тỹлемелли парăм 28,7 миллион тенкĕлĕх пухăнса кайнă. Пурлăха шута илессинче уйрăмах çак çитменлĕхсем курăнаççĕ: пурлăха шута илессинчи ĕçсене хатĕрлесе çитермен (вĕсем объектсене шута кĕртмелли карттăсене тата вĕсенче пĕлтернине çирĕплетекен документсене пĕрлештереççĕ), пурлăха шута илме кирлĕ нормативпа-право докуменчĕсен никĕсĕ хатĕр мар, объектсене тулли хак парса çырмаççĕ. Администрацисем приватизацие хатĕрленнĕ тапхăрта тата аукцион ирттериччен документсене вăйра тăракан саккунсемпе килĕштерессишĕн çителĕксĕр тăрăшаççĕ. Хаклашу йĕркелемесĕрех, арендăна панăшăн мĕн чухлĕ тỹлемеллине пасар хакĕпе шайлаштарса палăртмасăрах пурлăхпа усă курма шаннине час-часах асăрхама пулать. Аренда тỹлевне вăхăтра, уйрăмах суд урлă шыраттарса илессишĕн çине тăмалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)