Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тупăш ытларах хывăнтăр

14 ноября 2013 г.

"Налук шутланман тупăш Чăваш Ен хыснине çирĕплетнĕ йĕркепе тата ăнăçлă кĕрсе пырсан кăна республикăн патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă куратпăр теме пулать, - терĕ Светлана Енилина министр. - Кăçалхи 9 уйăхра Чăваш Ен бюджетне çав тупăша 719,7 млн тенкĕлĕх - пĕлтĕрхи çав хушăринчен 1,7 хут нумайрах - хывнă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 807,2 млн - 2010 çулхинчен 2 хут ытларах - пуçтарăнас шанăç пысăк. Тупăшăн 43 % - приватизацирен, 27 % - патшалăхăн куçман пурлăхне тата çĕре тара панинчен. Пайăр çынсем, мĕн пур йышши харпăрлăхлă юридици сăпачĕсем вĕсене сутăн е тара илччĕр тесен министерствăн, муниципалитетсен ĕçлĕ çынсемпе лайăхрах çыхăнса ĕçлемелле, аукционсем йĕркелесси пирки вăхăтра пĕлтермелле. Кăçалхи 9 уйăхра нумай ачаллă 3709 çемьене /41 %/ çĕр тÿлевсĕр пама черете тăратнă. Хальлĕхе 1576-шĕ лаптăклă. Çемьесен 42 % ыйтăвне тивĕçтернĕ. Чылай район-хулара черетрисене çĕр уйăрасси начар пырать. Ĕçе вăйлатмалла".

Министр çумĕ Ирина Устенко министерствăн 9 уйăхри ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. "Ведомство 2011-2013 çулсенче маларах туса хута янă, анчах саккунпа килĕшÿллĕн шута илтермен строительство объекчĕсен харпăрлăх правине çирĕплеттерессишĕн нумай тăрăшрĕ, - терĕ вăл. - Объектсен 97 % харпăрлăх правине патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче шута илтерме май килчĕ. Ку - 2008 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи кăтартупа танлаштарсан 2 хут пысăкрах. Кашни район-хулара муниципалитет пурлăхне шута илмелли автоматизаци программине ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Министерство республикăн патшалăх учрежденийĕсен ĕçне йĕркелеме пулăшать. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн 326 патшалăх учрежденине шута илнĕ. Çав шутра 70-шĕ - /21,5 %/ автономи, 78-шĕ /23,9 %/ - хысна, 178-шĕ /54,6 %/ - бюджет учрежденийĕсем. Кăçалхи тăваттăмĕш кварталта патшалăх учрежденийĕсене оптимизацилесе пĕтереççĕ. Çавна май 2013 çул вĕçленнĕ тĕле çулталăк каяллахипе танлаштарсан йыш 9,8 % чакать. Патшалăх учрежденийĕсене ÿлĕм те реформăлама пăхнă. Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курасси - тĕп вырăнта".

Министерство патшалăх унитари предприятийĕсен, республика пая кĕрсе йĕркеленĕ обществăсен норматив-право никĕсне çĕнетес тĕлĕшпе те вăй хурать. Ведомствăн витĕмне пула Чăваш Ен хутшăннипе никĕсленĕ, тупăш куракан обществăсен хисепĕ ÿснĕ. 2008 çулта вĕсен тÿпи 68 % пулнă, 2013 çулта - 85 %. Обществăсем çынсене дивиденд 2008 çулхинчен 2,4 хут нумайрах панă.

9 уйăхра патшалăх пурлăхне сутас тĕллевпе ирттернĕ аукциона - 364, кашни аукциона вăтамран 3,3 туянакан хутшăннă. Раççейре ку кăтарту - 1,06. Приватизаци йĕркеленине, унăн кашни тапхăрне уççăн пĕлтерсе тăнăран, патшалăх пурлăхне малтанхинчен урăхларах сутнăран аукцион тухăçĕ ÿснĕ. Юлашки виçĕ çулта республика пурлăхне сутса Чăваш Ен хыснине 128 млн тенкĕпе пуянлатнă. 2008-2010 çулсенче аукционран тупăш пач илмен, ăна ирттериччен пĕлтернĕ пуçламăш хакран пурлăха 61 млн тенкĕ йÿнĕрех сутма тивнĕ.

Республика пурлăхне тара илме ирĕк çĕнсе илессишĕн ирттернĕ аукционсен тухăçĕ 2011-2013 çулсенче иртнĕ 3 çултинчен виçĕ хут ÿснĕ. Вĕсем Чăваш Ен хыснине 44,1 млн тенкĕлĕх хушма тупăш кÿнĕ. Иртнĕ 3 çулта пурлăха тата çĕре тара парса республика бюджетне кĕмĕл маларахри çав тапхăртинчен 16 % нумайрах хывнă. Кăçал тара панă 80 объект 2008 çулхинчен 2,4 хут сахалрах пулин те тупăш ытларах кÿрет.

Республика чи малти субъектсен шутĕнче строительство пуçламан, пушă выртакан ирĕклĕ çĕре шута илмелли пĕрлехи информаци ресурсне туса хатĕрленĕ. Унта 108 лаптăка /334 га/ кĕртнĕ. Министерство вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем муниципалитет пурлăхĕпе еплерех усă курнине те тишкерет. 9 уйăхра пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен тупăш 7 % нумайрах пырса кĕнĕ. Уйрăммăн илсен Шăмăршăсен - 2,9, Муркашсен - 2,7, Хĕрлĕ Чутайсен - 2,2, Елчĕксемпе Канаш хулин 2 хут нумайрах пухăннă. Улатăрсен - 60, Çĕмĕрлесен - 36, Патăрьелсен 28 % сахалрах пуçтарăннă.

Муниципалитетсенчен тара илнĕ лаптăкшăн тÿлемелли парăм 28,7 млн тенкĕлĕх пухăнса кайнă. Кăçал вăл Патăрьелпе Красноармейски районĕсен чи нумай хушăннă. Куславккасен, Вăрнарсен, Çĕнĕ Шупашкарсен чакнă. Министр çумĕ Светлана Иванова министерство специалисчĕсем район-хула администрацийĕсенче ирттернĕ тишкерÿпе паллаштарчĕ. Канаш, Комсомольски, Шупашкар, Çĕрпÿ, Тăвай, Патăрьел, Вăрнар, Муркаш, Пăрачкав районĕсен, Канаш, Шупашкар, Çĕмĕрле хулисен администрацийĕсем иртнĕ икĕ çулта муниципалитет пурлăхĕпе мĕнлерех усă курнипе кăсăкланнă. Халĕчченех вĕсем ку ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелемен. Пурлăха шута илессинче ытларах çак çитменлĕхсем курăнаççĕ: пурлăха шута илмелли ĕçсене хатĕрлесе çитермен /вĕсем объектсене шута кĕртмелли карттăсене тата вĕсенче пĕлтернине çирĕплетекен документсене пĕрлештереççĕ/* пурлăха шута илме кирлĕ норматив-право докуменчĕсен никĕсĕ хатĕр мар* объектсене туллин хак парса çырмаççĕ. Администрацисем приватизацие хатĕрленнĕ тапхăрта тата аукцион ирттериччен документсене вăйра тăракан саккунсемпе килĕштерессишĕн çителĕксĕр тăрăшаççĕ. Хаклашу йĕркелемесĕрех, тара панăшăн мĕн чухлĕ тÿлемеллине пасар хакĕпе шайлаштарса палăртмасăрах час-часах пурлăхпа усă курма шанаççĕ. Аренда тÿлевне вăхăтра, уйрăмах суд урлă шыраттарса илессишĕн çине тăмаççĕ.

Источник: "Хыпар"

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика