17 сентября 2013 г.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Правительство çуртĕнче ЧР премьер-министрĕ Иван Моторин ертсе пынипе Чăваш Республикин патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курассине тĕрĕслекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.
Федераци патшалăх службин Чăваш Енри регистраци, кадастр тата картографи управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева çĕрпе усă курас тата çуртсем лартас правилăсемпе паллаштарчĕ. Екатерина Владимировна çакă питĕ пĕлтерĕшлине палăртрĕ.
Правилăсем муниципалитет пĕрлĕхĕсен территорийĕсене планлас ĕçĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ, çирĕп аталанма услови туса параççĕ. Вĕсене йышăнни - ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнчи «Чăваш Республикинчи отрасльсен хушшинчи геоинформаци тытăмне йĕркелес мерăсем çинчен» Указне пурнăçлани те. Патшалăхăн куçман пурлăх кадастрĕ /ПКПК/ туллин йĕркеленсе çитсен çеç геоинформаци тытăмне туса хума май килет. Вăл тивĕçлĕ шайра мар чухне граждансене тата юридици сăпачĕсене куçман пурлăх объекчĕсене гарантилеме пултараймасть.
РФ Хула строительствин кодексĕ тăрăх территорие планлас ĕç çĕр территорийĕн аталанăвне палăртать. Территорие планлани Чăваш Енĕн административлă чиккисен, муниципалитет районĕсемпе пĕрлĕхĕсен, хула-ял, функци зонисен, çĕр лаптăкĕсен, тĕп строительство объекчĕсен координачĕсене çирĕплетет. «Кадастр округĕсен чиккине Чăваш Республикин административлă чиккипе май пур таран тĕрĕс килĕшсе тăмашкăн çирĕплетесси Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн полномочине кĕрет, - терĕ Екатерина Карпеева. - Ку енĕпе чылай ĕç пурнăçланă. Тишкерÿ кадастр округĕсен чикки республикăн административлă чиккинчен уйрăлса тăнине кăтартса пачĕ».
Пухăннă материалсемпе усă курса пирĕн республикăпа Чул хула облаçĕн административлă чиккисене кадастр округĕннипе танлаштарса пăхнă, документа çирĕплетме Росреестр управление ярса панă.
Муниципалитет пĕрлĕхĕсен чиккисене те çĕнĕрен пăхса тухнă. Хăш-пĕр çĕр лаптăкĕ харăсах икĕ пĕрлĕхĕн пурлăхĕ шутланнине те, «шăтăксене» те /«çухалнă» çĕр лаптăкĕсене/ тупса палăртнă.
Республикăри муниципалитет пĕрлĕхĕсен пĕтĕмĕшле чикки 13510,1 çухрăмпа танлашать, вăл шутра хуласемпе районсен - 4657, хула-ял тăрăхĕсен - 8853,1.
2013 çулхи авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 1719 ял-хуларан 1382-шне /ПКПКна/ кĕртнĕ. Правительство комиссийĕн юлашки ларăвĕ пулнăранпа 5 уйăх иртрĕ пулин те юлнă 529 ял-хуларан 192-шĕ çеç ПКПКа чикĕсем пирки материал тăратнă.
Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Çĕрпÿ тата Тăвай районĕсем, Улатăр хули тĕллеве унчченех чыслăн пурнăçланă - Патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне пĕтĕм ял-поселок çинчен тулли информаци ярса панă, халĕ çак йыша Йĕпреç районĕ хушăннă.
ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина республикăра нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси епле пурнăçланни çинчен каласа кăтартрĕ.
Чăваш Енри 8878 çемье 18 çула çитмен 3 тата ытларах ачаллă, вĕсенчен 3542-шне вырăнти хăй тытăмлăх черете тăратнă.
1364 кил-йыш /39%/ çĕр лаптăкĕллĕ пулнă, вăл шутра 359-шĕ - 2013 çулта. Шел те, кăçал Муркаш районĕнче нумай ачаллă пĕр çемье те çĕр лаптăкĕ илмен. Çĕнĕ Шупашкарти, Патăрьелпе Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те пĕрер кил-йыша çеç телей кĕтнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкар хулинче /102 лаптăк/, Шупашкар /39/ тата Вăрнар /35/ районĕсенче лару-тăру аван. Улатăрпа Канаш тăрăхĕсенче те черете тăнисем пурте çĕрлĕ пулнă.
Çĕмĕрле хули, Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсенче администрацисем йышлă ачаллă çемьесене çĕр налукĕнчен 3 çул хăтарма йышăннă, çав вăхăтрах Çĕнĕ Шупашкар хула, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри тата Етĕрне районĕсен администрацийĕсем кун пирки шухăшламаççĕ-ха.
Источник: "Хыпар"