17 сентября 2013 г.
Николай КОНОВАЛОВ
ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин ĕç-хĕлне ырласа хаклани пирки эпир çырнăччĕ. Шăпах çав лару умĕн ведомство ертÿçи Светлана ЕНИЛИНА журналистсен умĕнче те отчет турĕ - министерство ĕçĕ çинчен каласа пачĕ.
Светлана Александровна иккĕленмест: патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курасси ăна туллин тата тĕплĕ шута илнипе тÿрремĕнех çыхăннă. 11-13-мĕш çулсенче министерство капиталлă строительствăн саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилемен объекчĕсен харпăрлăх правине çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Çавна май паян республикăн Патшалăх пурлăхĕн реестрĕн «актуализаци шайĕ» текен кăтарту виçĕ çул каяллахинчен икĕ хут ытла ÿснĕ - 95% танлашнă.
Патшалăх учрежденийĕсемпе ĕçлессине тĕпрен çĕнетнĕ. Пурлăх тата финанс хăй тĕллĕнлĕхне кура пайламалли нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ май патшалăх учрежденийĕсене пурлăхпа тухăçлă усă курма хавхалантарассине тĕпе хунă. 2011 çулта 1,5 пин ытла учреждени хăйсен статусне улăштарнă. Вĕсен патшалăх пурлăхĕпе çыхăннă прависене анлăлатни 2012 çултах пулăшу ĕçĕсем кÿрсе илнĕ тупăша 3,6 хут пысăклатма май панă. Асăннă ĕçе малалла тăсĕç.
Ĕç тухăçлăхне патшалăхăн унитари предприятийĕсем те палăрмаллах пысăклатнă. Калăпăр, пĕлтĕр кашни предприяти пуçне тивекен таса тупăш 48% ÿснĕ. Предприятисен кашни ĕçченĕ пуçне илнĕ тÿлев кăтартăвĕ те пысăкланнă.
Министерство республика тÿпи пур хуçалăх обществисенче акционер правине пурнăçлать. Çавнашкал обществăсен тупăшлă пайĕ анлăланни кăмăллă. Кашни обществăран вăтамран килекен дивидендсем кăçал 1,2 млн тенке çитнĕ, 2008 çулта çак кăтарту 0,5 млн тенкĕ кăна пулнă.
Приватизаци инвестицисене вăй памалли, конкуренцие аталантармалли инструментсенчен пĕри пулса тăрать, терĕ С.Енилина. 2011 çултанпа министерство аукционсем ирттерсе патшалăхăн 118 объектне сутнă. Юлашки çулсенче патшалăх пурлăхне сутассине çĕнĕ никĕс çинче йĕркелеме тытăннă. Халĕ объектсене аукционсенче кăна сутаççĕ, мĕншĕн тесен приватизацин ытти мелĕпе усă курнă чух объектсем вĕсен малтанхи хакĕнчен чылай йÿнĕрех сутăнаççĕ. Кăтартăвĕ курăмлă: юлашки виçĕ çул хушшинче республика пурлăхне сутнин тухăçлăхĕ 128 млн тенкĕпе танлашнă. Унччен вара хайхи тухăçлăх пирки сăмах та пулман - пурлăха малтанхи хакран 61 млн тенкĕ чухлĕ йÿнĕрех сутнă.
Паллах, патшалăх пурлăхĕпе хуçаланассипе çыхăннă ĕç-хĕлĕн тĕп кăтартăвĕ - унран килекен, налук шутланман тупăшсем. 2011 çултанпа çак укçа виçи ÿссе пырать: 10-мĕш çулта 369 пин тенке яхăн пулнă тăк - кăçалхи прогнозпа килĕшÿллĕн 963 млн тенке яхăн укçа илмелле.
Асăннă тупăшра патшалăхăн куçми пурлăх объекчĕсене тата çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен илекен укçа тÿпи пысăк. Çавна май юлашки çулсенче аренда хутшăнăвĕсене йĕркелес-уçăмлатас енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Вĕсене аукцион ирттерсе арендăна панă май тÿлевĕсем пысăкланнине кура республика бюджетне хушма 44 млн тенкĕ ытла кĕнĕ. Министр пайăррăн палăртрĕ: 2008 çулта арендăна 199 объект панă, кăçал - 80 кăна, апла пулин те сахал объектранах хайхи аренда тÿлевĕ 5 çул каяллахинчен чылай пысăкрах кĕнĕ.
Çĕрпе çыхăннă ыйту уйрăмах çивĕч. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн патшалăх харпăрлăхĕнче 2,4 пин ытла çĕр лаптăкĕ пулнă - пĕтĕмпе 21 пин гектар. Патшалăх реестрĕнче шута илнĕ çĕр лаптăкĕсен шучĕ те юлашки çулсенче палăрмаллах пысăкланнă. Çĕр çаврăнăшне уçă тăвас тĕллевпе ЧР Правительстви Раççей субъекчĕсен хушшинче чи малтан экономкласс йышши çурт-йĕр тумалли пушă лаптăксен Пĕрлехи информаци ресурсне йĕркелемелли нормăпа право никĕсне хатĕрленĕ. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çав ресурса 82 лаптăк пирки калакан кăтартусене кĕртнĕ - пĕтĕмпе 302 гектара яхăн. Малашне çав çĕрсемпе экономикăн тĕрлĕ отрасльне аталантармалли проектсене пурнăçлама усă курĕç.
Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси пирки те сăмах пулчĕ. Ку ĕçе те Чăваш Ен Раççейри пирвайхи субъектсен шутĕнче пуçăннă, ятарласа саккун йышăннă. 2013 çулăн 2-мĕш çурри тĕлне çĕр лаптăкĕ пама нумай ачаллă 3313 çемьене шута илнĕ - республикăра пурăнакан нумай ачаллă çемьесен 37%. 1267 çемьене тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Çак тĕллевпе уйăрнă çĕрсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ - 158 гектара яхăн.
Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсем - уйрăм тема. Республикăра унашкаллисем - 1009,9 пин гектар. Ку пĕтĕм çĕр фончĕн 55% пулать. 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн Пурлăх министерстви çине тăрса ĕçленĕ май пĕрлехи харпăрлăх тÿпинче шутланакан ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсен 144 пин ытла гектарĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине регистрациленĕ. Çакă умĕнхи 8 çулхи кăтартуран 27% пысăкрах. Унсăр пуçне пĕлтĕр пуçласа ял хуçалăх тĕллевĕллĕ, никам та ыйтман çĕрсене муниципалитетсен харпăрлăхне кĕртсе регистрациленĕ - суд урлă йышăнусем тунă.
Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсене сутнă чух вĕсене чи малтан республикăна сĕнмелле. Çапла туманни - саккуна пăсни. Унашкал тĕслĕхсене тупса палăртас тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă. Çавна май республикăн хайхи чи малтан туянмалли правине хÿтĕлес тĕлĕшпе Раççейре пуçласа суд практикине йĕркеленĕ. Паянхи кун тĕлне судсем Пурлăх министерствин 175,6 гектар çĕрпе çыхăннă тавăçĕсене тивĕçтернĕ. Çав лаптăксен рынок хакĕ - 175 млн тенке яхăн. Республика бюджечĕн вĕсене туянма янă тăкакĕсем вара - пĕтĕмпе те 340 пин тенке яхăн.
Калаçăва министерствăн общество канашĕн /ăна пĕлтĕр йĕркеленĕ/ ертÿçисем те хутшăнчĕç. Канаш председателĕ, коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев юлашки çулсем Пурлăх министерствин ĕç-хĕлĕнче ăнăçлă пулнине кăмăллăн палăртрĕ. «Калăпăр, Строймин ĕçне тăваткал метрсенче, нумай хутлă çуртсенче курма пулать, Пурлăх министерствин ĕç-хĕлĕ вара - курăнми, - терĕ вăл, - анчах çакă унăн ĕçĕ пĕлтерĕшсĕррине çирĕплетмест. Патшалăх пурлăхĕпе кирлĕ пек усă курмалли инструментарисем хатĕрлесе хамăрăн мĕн пуррине упраса хăвармалли никĕс туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпир Чăваш Енĕн çут çанталăк пуянлăхĕ çук тетпĕр. Анчах, калăпăр, çĕр - чăннипех пысăк пуянлăх. Шупашкар, Муркаш районĕсенче çĕрпе çыхăннă спекуляци тĕслĕхĕсем тăрă шыв çине тухрĕç. Çав вăхăтрах саккун йĕркене пăсакансем тĕлĕшпе либераллă. Пирĕн шухăшпа, яваплăха çирĕплетмелле - общество канашĕ ку енĕпе саккун кăлармалли пуçару тăвасшăн».
Канаш ертÿçин çумĕн, хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн Владимир Викторовăн шухăшĕ те иккĕленÿсĕр: «Шупашкар районĕнче пултăмăр та - хăш-пĕр лаптăкпа тахçантанпах, 8 çул таран, усă курмаççĕ! Çĕре сутакан-туянакан çынсен аллинче - 15 пин гектар. Çĕнĕ Шупашкарăн виçĕ территорийĕ вĕт! Çак çĕре хыснана тавăрмалла, лаптăксемпе тĕллевлĕ усă курмалла. Министерство ĕçĕн курăмлă тепĕр енне те палăртасшăн: унитари предприятийĕсене кал-кал ĕçлеме кирлĕ нормăпа право акчĕсем йышăннине ырлатăп - ирĕклĕрех ĕçлеме май панине кура предприятисен ĕç тухăçлăхĕ палăрмаллах хăпарчĕ».
Источник: "Хыпар"