Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр лаптăк та пушă ан вырттăр

10 июля 2013 г.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Чан çапма тахçанах вăхăт çитнине лайăх пĕлетпĕр пулин те кун пирки инкек тÿссен е йывăрлăха лексен тин аса илетпĕр. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе те çаплах пулса тухрĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕнче вăл вунă çула яхăн пачах та усă курманран çамрăк вăрмана çаврăнчĕ. Халĕ унпа мĕн тумалла - никам та татăклăн хуравлаймасть.

Чăваш Республикин 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне йышлă ачаллă 3313 çемьене /38%/ çеç лаптăкпа тивĕçтернĕ. Вĕсене пĕтĕмпе 157,4 гектар çĕр уйăрса панă.

Шупашкар хула администрацине 1188 çемьерен ыйту çитнĕ, 257-шĕ /22%/ кăна çĕрлĕ пулнă. Ыйтăва çăмăллатас тĕллевпе тĕп хула влаçĕсем Муркашпа Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе килĕшÿсем тунă. Çак тăрăхсен территорийĕнче Шупашкарти нумай ачаллă çемьесем валли 34,4 гектар çĕр уйăрнă, анчах ыйту çакăнпах татăлмасть.

Республика Правительстви юлашки вăхăтра ку енĕпе пысăк тимлĕх уйăрать. ЧР Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ лаптăксене уйрăм çынсенчен туянса йывăр лару-тăрăва лекнĕ муниципалитетсене куçарать. Анчах çак ĕç самай кăткăс.

Шупашкарта пурăнакансем ял çыннисен пай çĕрĕсене сутса пуяс тĕллевпе йÿнĕлле туяннă, тивĕçлĕ документсем хатĕрленĕ те халĕ ырă саманта кĕтсе шик шăхăрса пурăнаççĕ. Паянах сутнă пулĕччĕç те - хаклăпа туянакан çук. Ют çĕр-шывран килсе укçалла илессе кĕтеççĕ-ши? 4-5 метр, тепĕр çĕрте ытларах та çÿллĕш çитĕннĕ вĕтлĕх никама та кирлĕ мар. Тепĕр хут хир тума мĕн чухлĕ тар тăкмалла! Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ларăвĕсенче е районсенчи ĕçлĕ тĕл пулусенче çĕр пирки сăмах хускатсанах: «Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕр лаптăк та пушă ан вырттăр. Пурне те пусă çаврăнăшне кĕртмелле», - тет.

Усă курмасăр темиçе çул иртнĕ хыççăн лаптăка саккунпа килĕшÿллĕн муниципалитетăн туртса илме ирĕк пур. Çакна ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй тĕллĕн çеç татса параймĕ. Мĕншĕн тесен ялта пĕр-пĕриншĕн е тăван, е кум, е пĕлĕш... - пурте тачă çыхăнура. Ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕсем çаплах калаççĕ: «Эпĕ ăна куçран епле калăп-ха? Кашни кунах куратăп, ятлаçнă хыççăн тепре епле тĕл пулăп?» Кунта çÿлерехри влаç хутшăнни кирлĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çĕр ыйтăвне татса парассине ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви хăй çине илчĕ. Çак ĕçре хăйне пулăшмашкăн общество канашĕ йĕркелерĕ.

Çак кунсенче министерство сотрудникĕсем, общество канашĕн членĕсем, Росреестр, Раççей ял хуçалăх надзорĕн, агрохими службин ĕçченĕсем Шупашкар, Муркаш районĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе епле усă курнипе кăсăкланчĕç.

Пурлăх министерстви патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе пуяс ĕмĕтлĕ çĕр хуçисемпе хастар кĕрешет, судра выляса илсе йышлă ачаллă çемьесем валли лаптăксем хатĕрлет. Шупашкар районĕнчи Вăрман Çĕктер, Муркаш тăрăхĕнчи Катькас ял тăрăхĕсенчи уйрăм çынсен 175,6 гектар йышăнакан лаптăкран 98 гектарне Шупашкар хули валли туртса илнĕ.

Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнче 5 ачаллă телейлĕ çемьепе тĕл пултăмăр. Владимир Алексеевичпа Галина Петровна Савкосене кăçал ака уйăхĕнче 1013 тăваткал метрлă лаптăк тивĕçнĕ. Вĕсем черете 2011 çулта тăнă. Малтанах инçерех района та сĕнсе пăхнă. Кăçал вара кĕтни çывăхрах тупăннă. Хальлĕхе лаптăкшăн ытларах кил хуçи тăрăшать. Галина Петровна кăкăр ачипе ниçтах та тухса çÿреймест. Юрать, аслисем пысăкланнă, пулăшаççĕ ашшĕне. Ангелина 9 класс хыççăн 4-мĕш лицее вырнаçнă, Коля 10-мĕш шкулта вĕренет. Тепĕр иккĕшĕ садике çÿреççĕ.

- Эпир питĕ кăмăллă. Хула администрацине тав тăватпăр. Кăçал çĕр улми лартрăмăр. Пурăна киле чăх-чĕп, качака ĕрчетесшĕн, - тет Галина Петровна.

Ума тĕллев лартни, ĕмĕтленни питĕ лайăх. Ачасене экологи енчен таса пахча çимĕç, сиплĕ сĕт кирлех. Вĕсенчен ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхне кура çĕртен ютшăнман çынсем çитĕнеççех.

Пире, çула тухнисене, патшалăх нумай ачаллă кил-йышшăн ырми-канми тăрăшни, Савкосен ырă тĕслĕхĕ савăнтарчĕ. Кунашкал çемье Шупашкарта сахал мар. Кашниех çапла телейлĕ пуласса шанас килет.

- Чăваш Ен Раççейре халăх йышлăлăхĕпе регионсен хушшинче чи малти вырăнсенчен пĕрне йышăнать. Пирĕн республика çĕрĕ сахал. Унпа питĕ тирпейлĕ усă курма вĕренмелле. Вăл - патшалăх пурлăхĕ, ăна сутса пуяс шухăш пуçра ан та пултăр, - тет ЧР Пурлăх министерстви çумĕнчи общество канашĕн председателĕ, Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев. - Çĕр ыйтăвĕсене татса пама министерствăна вăй çитнĕ таран пулăшатпăрах, кирлĕ пулсан «çÿлерех» тăракан, йĕрке тăвакан органсене çитетпĕр.

Усламçăна хăйне лаптăк кирлех мар, унпа вăл пачах та усă курмасть. Утă çинчи анчăк пекех пулса тухать вĕт. 7-8 çул иртет, патшалăха сутас, тавăрса парас шухăшĕ асра та çук. Самана хăйĕншĕн улшăнасса кĕтет вăл, куçман пурлăхпа пуйса юлма ĕмĕтленет. Хăйне вара кирлĕ чухне кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн: йĕрке тăрăх - хут ĕçĕсене унсăрăн пурнăçлама юрамасть. Çапла тăсăлса пырать те, çивĕчленет те çĕр ыйтăвĕ.

Усă курман çĕрсене пăхса-хакласа çÿрекен ушкăн усламçăсен лаптăкĕсенчен шутсăр тĕлĕнчĕ: «Пĕлеççĕ те вĕт ăçта туянмаллине». Вырăнĕ чăнласах илемлĕ, федерацин М-7 трасси, Атăл çывăхрах. Кунта инженери инфратытăмĕ туса укçа тăкаклас çук.

Пĕрин Вăрман Çĕктер ял тăрăхĕнчи лаптăкĕ 9 гектар йышăнать, трассăран - пĕр, Атăлтан - 8, Шупашкартан 15 çухрăмра. Теприн - 2,5 гектар, Муркаш районĕнчи Ильинка ял тăрăхĕнче. Атăл хĕррине çитме 1,5 çухрăм çеç. Аслă çул та, тĕп хуламăр та инçех мар. Çăмăл автомашина ăна темиçе минутранах илсе çитерет. Кун пек лаптăксем йÿнĕпе сутăнас çук паллах.

Кăçал кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре 21 пин гектар шута илнĕ. Хальтерех çĕнĕрен шутланă та... 48 пин гектара çитнĕ иккен. Чакма мар, хушăнсах пырать. Çак кăтартăва çĕр усламçисен лаптăкĕсем те кĕреççĕ, республикипе вĕсем самаях пухăнаççĕ. Унччен йăлтах шута илмен пулас та - цифра пĕчĕкрех курăннă.

- Мĕн тумалла, мĕнле мерăсем йышăнмалла? - кăсăкланчĕ журналистсенчен пĕри.

- Чи малтанах - çĕр налукне пысăклатмалла. Йĕркеллĕ çынсем пайшăн кадастр хакĕн 0,3 процентне тÿлеççĕ. Çум курăк, вĕтлĕх вăрман çитĕнтерекенсемшĕн ăна 5 хут ÿстермелле, 1,5 процента çитермелле, - терĕ ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина. - Иккĕмĕшĕнчен, административлă йĕркепе айăпламалла. Уйрăм çынна - 2-5 пин, юридици сăпачĕллине 80-100 пин тенкĕ таран штраф хума юрать. Виççĕмĕшĕнчен, усă курман лаптăка суд урлă туртса илмелле. Çак ĕçе малтан Раççей реестрĕпе ял хуçалăх надзорĕн органĕсен тытăнмалла. Вĕсем акт, протокол, ытти документ хатĕрлемесĕр эпир суда параймастпăр.

Светлана Александровна штраф 2-5 пин тенкĕ терĕ-ха, пуян çыншăн вăл чăрт сурмалăх çеç. Çавăнпах вĕсем хăнк та тумаççĕ. Манăн шухăшăмпа - айăплас, суда парас йĕркере çĕнетÿ-улшăну пулмаллах. Усă курман çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрас ĕçе вăраха ярас марччĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика