Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улшуçсен «вăлтине» ан лекĕр!

01 июня 2013 г.

Юрий Михайлов          

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Правительство çуртĕнче журналистсемпе тĕл пулчĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тÿлевсĕр тивĕçтернипе паллаштарчĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак çăмăллăхпа усă курма республикăри нумай ачаллă çемьесен 36% черете тăратнă. Вĕсен 61% лаптăкра пурăнмалли çурт çавăрасшăн, 30% килти хуçалăха аталантарасшăн, 9% дача тăвасшăн.

Черетри 3186 çемьерен 1219-шĕ лаптăклă пулса тăнă ĕнтĕ. 79% çĕр харпăрлăхçин правине шута илтерме ĕлкĕрнĕ. Улатăр, Элĕк, Канаш районĕсенче черетре тăракансене пурне те лаптăк уйăрнă. Вĕсен ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе Улатăр хулинче, Çĕмĕрле, Шăмăршă, Пăрачкав, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Патăрьел районĕсенче ытти муниципалитетран лайăхрах тăрăшаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

- Республика Пуçлăхĕн 2012 çулхи «Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт ытларах тума хавхалантармалли хушма çул-йĕр çинчен» указĕпе пушă выртакан çĕр лаптăкĕсен информаци ресурсне йĕркелеме хушнă, - терĕ Светлана Александровна. - Вăл патшалăх, муниципалитет харпăрлăхĕнчи çурт çĕклемен вырăнсем ăçта-ăçта вырнаçнине уçăмлатать. Унпа паллашса ахаль çынсем те укçапа перекетлĕ усă куракан çемьесем валли хваттер, инвесторсем те промышленноç предприятийĕсем тума май пур лаптăксене пĕлсе тăраççĕ. Паянхи кун тĕлне унта 77-шĕ çинчен информаци пухнă.

Министр ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтăва тĕплĕн çутатрĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕрлехи харпăрлăхра шутланакан, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 260,8 пин /48%/ гектар лаптăка кăна патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнче шута илтерсе харпăрлăха илнĕ. Вăл Пăрачкавсен /74%/, Елчĕксен /71%/, Шăмăршăсен /69%/ нумайрах. Чи сахалли Хĕрлĕ Чутай /26%/, Çĕмĕрле /26%/, Сĕнтĕрвăрри /28%/ районĕсенче.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хуçисем çĕр пайĕсен 41% харпăрлăха илессишĕн ыйту çĕклеменнине çирĕплетнĕ. Тÿресем вĕсем шыраттарман лаптăксен 11% ял тăрăхĕсен фондне куçарма йышăннă.

Министр ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ енĕпе саккунсене пăснă тĕслĕхсем çинче те чарăнса тăчĕ. Судсем улшуçсем тĕрлĕ майпа алла илнĕ 175,6 гектар лаптăка республика харпăрлăхне тавăрма йышăннă. Çĕр пайне сутса укçа çапакансен хура ĕçне малалла та тăрă шыв çине кăларĕç. Тата 14,5 гектар çĕре Чăваш Ен харпăрлăхне тавăрттарас тĕлĕшпе судра тишкереççĕ.

Çынсен хăйсене пайтаçăсем илĕртсе улталасран асăрханмалла. Вĕсем çĕр пайне йÿнĕлле туянса хаклă сутма тăрăшаççĕ. Ял администрацийĕсен специалисчĕпе калаçса пайçăсен списокĕпе паллашаççĕ. «Вăлтана» çаклатма аслă ăрури çынсене суйласа илеççĕ. Пайшăн укçа нумай тÿлетпĕр тесе улталаççĕ. Ветерансем ĕненеççĕ, çĕр çинче ĕçлейменрен сутма килĕшеççĕ. Ара, бизнесмен кĕсйинчен вун-вун пин тенкĕ кăларса кăтартать-çке. Каярахпа хăйсен сăмахне тытмаççĕ.

Пенсионер хăйĕн пайне малтан пач курман çынна парнелеме килĕшет. Ăна çĕре парнеленине çирĕплетекен документ парать. Çакна администраци пуçлăхĕ пĕлсе тăрать. Пайтаçă лаптăка хăйĕн аллине илнĕ хыççăн ял хуçалăх культури акса çитĕнтермест. Ăна пайăн-пайăн сутса пысăк услам тăвать. Çĕнĕ хуçасем вак лаптăксене çурт-йĕр çавăрас тĕллевпе туянаççĕ. Район администрацийĕсенче темĕнле майпа вĕсемпе еплерех усă курмаллине те улăштарса пама ăс çитереççĕ. Çĕре пĕр категорирен тепĕрне куçармасăрах ял хуçалăх пĕлтерĕшлинчен çурт-йĕр çавăрмалли фонда кĕртеççĕ. Кун пек тĕслĕх Шупашкарпа Муркаш районĕсенче тупса палăртнă. Юлашки çулсенче пенсионерсене сахалрах улталаççĕ пулин те улшуçсене çĕр пайне парнеленĕ тĕслĕх пайтах.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика