Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр - тĕп пуянлăхăмăр

28 мая 2013 г.

К. Семенов

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах вăл судăн кассаци инстанцийĕ республикăн тата Чăваш Енре пурăнакансен Муркаш районĕнчи Катькас ялĕ патĕнчи 118 гектар йышăнакан çĕр лаптăкĕпе çыхăннă пăснă прависене тавăрас тĕлĕшпе ЧР Правительствин йышăнăвĕсене туллин çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. 2007 çулхи раштавра çав лаптăка коммерци организацине 49 çуллăха арендăна панă. Килĕшĕве йĕркене пăсса тунă. 3 çул иртсен райадминистраци çак фирмăпах çĕнĕ килĕшÿ тунă - çĕр суту-илĕвĕ çинчен. Кадастр хакĕпе 1,8 млн тенкĕлле, урăхла каласан кашни соткăна 152 тенкĕпе автоçулпа, газопроводпа, инженери коммуникацийĕсемпе юнашар вырнаçнă лаптăксене сутса янă.

«Республикăн тĕп пуянлăхĕ, ресурсĕ - çĕр, эпĕ кун пирки пĕрре кăна мар каланă, калатăп. Çĕр çаврăнăшĕпе çыхăннă саккунсене пăхăнасси, граждансен саккунлă интересĕсене хÿтĕлесси влаç органĕсен тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. 2010 çулччен çĕр саккунĕсене пăснă тĕслĕхсем чылай пулни куç кĕрет. Çавна май нумай лаптăк вĕсене туянса сутакансен аллине лекнĕ. Çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курмаççĕ, унта хыт хура çитĕнет. Çав вăхăтрах муниципалитетсем территорисене аталантарма, инвестици проекчĕсене пурнăçлама, нумай ачаллă çемьесене пама кирлĕ ирĕклĕ çĕрсем çуккипе нушаланаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев хайхи 118 гектара конкурс никĕсĕ çинче нумай ачаллă çемьесем валли çурт-йĕр тума тÿлевсĕр пани çинчен каланă май.

Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков Мускав республикăна 2012 çулта панă, усă курмасăр юлнă укçа кунтах юлассине çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ. Бюджетсен хушшинчи трансфертсен юлнă çав виçи республикăра 1,5 млрд ытла тенкĕпе танлашнă. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне асăннă виçен 68% малалла усă курмаллине çирĕплетнĕ, çирĕплетменни - 26% яхăн.

Федерацин обязательнăй медстраховани, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фончĕсенчен килнĕ укçана çав фондсене каялла тавăрса памалла мар. Министр 2013 çулта патшалăх парăмне татмалли виçе 5,7 млрд тенкĕпе танлашни çинчен пĕлтернĕ, çав шутран 3 млрд тенкине тÿленĕ те ĕнтĕ. Республикăн патшалăх парăмĕ халĕ 7,2 млрд тенкĕ шайĕнче /Чăваш Енĕн хăйĕн тупăшĕн 35%/. ЧР Пуçлăхĕ РФ Президенчĕ бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстерме тĕллев лартнине пула республикăн федераци бюджетĕнчен хушма укçа илес шанăç пуррине палăртнă.

Çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх ĕç укçин вăтам виçин прогнозне 19,2 пин тенкĕ шайĕнче тунă, халĕ прогноза тÿрлетсе 19,6 пин тенкĕ таран палăртнă.

Çуллахи тапхăрта çынсен шывсем çинчи хăрушсăрлăхне тивĕçтерес ыйтусене сÿтсе явнă. Кăçал официаллă 16 пляж тата шыва кĕмелли вырăн уçма палăртнă. Вĕсенчен 4-шĕ - Шупашкарта. Чылай муниципалитет укçа çителĕксĕррине кура унашкал вырăнсем йĕркелеме палăртман. Михаил Игнатьев ГКЧСа муниципалитетсемпе ку енĕпе ĕçлеме хушнă.

Культура министрĕ Вадим Ефимов Шупашкар кинофестивалĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енре пурăнакансем тата хăнасем пĕтĕмпе 59 картина пăхнă. Пресс-конференцисем, паллă актерсемпе тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ. Фестиваль гран-прине Георгий Параджановăн «Все ушли» фильмĕ илнĕ. Кинофестивале 45 кинематографист хутшăннă, хăна йышлă килнĕ. Çав шутра - Дмитрий Астрахан, Александр Прошкин режиссерсем, Анатолий Кот, Александр Пятков, Иван Краско актерсем тата ыттисем. Кинофестиваль программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ 76 мероприятие 15 пин ытла çын çитсе курнă.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов Юлашки шăнкăравпа çыхăннă мероприятисемпе паллаштарнă. Кăçал 11-мĕш класран 7525 яшпа хĕр вĕренсе тухать, 9-мĕш класс пĕтерекенсем - 11728-ăн. Уяв мероприятийĕсем республикăра йĕркеллĕ иртнĕ. Михаил Игнатьев шкул ачисен пĕрлехи экзамен кăтартăвĕсем тăрăх регионăн влаç органĕсен ĕçĕн тухăçлăхне хакланине аса илтернĕ. «Нумайăшĕ кирек мĕнле пулсан та аслă пĕлÿ илме тăрăшать. Анчах ĕçлев рынокĕ пур, ĕç паракансене камсем кирлине тишкермелле. Çак кăтартусем çине таянса пирĕн çамрăксем тивĕçлĕ профессисем суйласа илччĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика