17 апреля 2013 г.
Юрий Михайлов
ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерстви пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри пай çĕрĕсен 47 % кăна уйăрттарса кăларса харпăрлăха илнине пĕлтерчĕ. Хуçисем ыйтман пирки пĕрлехи харпăрлăхри 7427 пая /8,4 %/ ял тăрăхĕсен фондне куçарма тивнĕ. Çак ĕç малалла пырать.
Ытларахăшĕ мĕншĕн халĕчченех пайăн харпăрлăх правине илмен? Ыйту хуравне пĕр ял тăрăхĕнче - Çĕрпÿ районĕнчи Паваркассинче - шырарăм. Пушă вăхăтра хĕвелпе хĕртĕнекен вăй питти арçынсем "Хыпар" корреспонденчĕпе хапăл тусах сăмахларĕç. Шкул çуртне газпа хутса ăшăтакан Александр Дмитриев эпĕ мĕн йÿтĕмпе çÿренине пĕлсен чунне уçсах калаçрĕ: "Пĕлтĕр пайсене тырă акрăмăр. Вăрлăх, дизтопливо, удобрени, кивĕ тракторпа комбайн валли саппас пайсем туянса аванах тăкаклантăмăр. Тыр-пула пăр çапса кайрĕ. Ултă тонна акрăмăр, мĕн пур лаптăкран тăватă тонна çеç пухса илтĕмĕр - тăкак нумай куртăмăр. Патшалăх ял хуçалăх культурине страхламан тесе унăн пĕр пайне те саплаштармарĕ. Кăмăл хуçăлчĕ".
Александр шухăшĕпе, пĕр-икĕ пайран ĕне, пăру, 3-4 сурăх валли икĕ урапа утăран ытла тупăш илме питĕ йывăр. Пĕлтĕрччен тырă йÿнĕ пулнăран пайçăсен 90% ытла ăна çитĕнтерсе услам илме тĕллев тытман. Тен, хĕл каçиччен вăл темиçе хут хакланнине кура ÿлĕм ытларах акĕç? Чăн та, хак хальхи шайрах тытăнса юласси иккĕлентерет.
1990 çулсенче пĕр гектар таран çĕр валеçсен уйра çĕр улми, ытти культура çитĕнтерекен пайтахчĕ. Мĕн туса илнине хулара вырнаçтарайми пулчĕç те - тырă акма, çĕр улми лартма пăрахрĕç. Чикĕ леш енчен, республика тулашĕнчен пахча çимĕç пин-пин тонна кÿреççĕ, сутуçăсем хамăрăнне начар туянаççĕ. Хресченĕн мĕн тумалла? Çемье валли пахчара туса илни те çитет. Çĕртсе яма пайра çитĕнтерес çук. Раççей пĕлтĕр Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕренпе аш-какай комбиначĕсем выльăхăн сутлăх хакне чакараççĕ. Алă уснисем выльăх шутне катас хăрушлăх тухса тăнă.
"Пайсем килти хуçалăхсене трактор, тăпра кăпкалатмалли, ака-суха тумалли машинăсем туянмалăх, çемьесене тăранса пурăнмалăх, тумтир туянмалăх тупăш парсан никам та сутмĕччĕ, кирлĕ мар тесе ял тăрăхĕн харпăрлăхне памĕччĕ, - терĕ шкул хуçалăхне пăхса тăракан Григорий Степанов. - Тахçанах уйăрса кăларттарса шута илтерĕччĕç. Лаптăксенчен усă нумай мар. Пенси çулне çитменнисем ĕç укçи паракан вырăнта ĕçлесе стаж тăваççĕ. Чылайăшĕ республика тулашĕнче вăй хурать".
Сăмахран, калаçăва хутшăннă Анатолий Максимов ертсе çÿрекен платниксен ушкăнĕ çывăхри Чурачăк ялĕнче 11 çурт тăррине витнĕ. Республика строительствинче тĕрлĕ ĕç тăвать. "Хĕлле ытларах килте, çулла саккас пурнăçлатпăр: çемьене тăрантма укçа тăватпăр, - терĕ вăл. - Пай ĕçĕнче ытларах - мăшăрпа ачасем, арçынсем вăхăта нумай çухатмаççĕ. Вĕсене курăк çулма, утă кĕртме пулăшатпăр та - каллех стройкăна. Çĕртен тупăш ытлă-çитлĕ пурăнмалăх илсен - юта каймăттăмăр. Нуша хăвалать-çке".
Ял тăрăхĕнче 8 фермер кăна. Вĕсем вăтам килти хуçалăхран выльăх ытларах усраççĕ, пай çĕрĕпе лайăхрах усă кураççĕ. Пĕлтĕр уйра Анатолий Кириллов, Леонид Никоноров, Анатолий Сорокин, Владимир Аверьянов, Валерий Николаев, Юрий Васильев, Василий Степанов тырă акнă. Николаев, Сорокин, Кириллов, Никоноров çемйисем çĕр улми çитĕнтернĕ. Пайра тыр-пул е "иккĕмĕш çăкăр" ÿстерекен текех пулман. Пайсен тухăçлăхĕ мĕнле шайрине çакăнтан лайăх ăнланатăн.
Ĕç ветеранĕ Геннадий Дмитриев каланă тăрăх - ял тăрăхĕнче 2-3 ĕне усракан темиçе çемье пур. Тĕслĕхрен, сĕт сутса тупăш аванах тăваççĕ. Пуçтаракансем хальхи вăхăтра кашни литрне 11 тенкĕлле йышăнаççĕ. Нумай çемье пĕрер ĕнеллĕ. Кĕркунне вăкăр, 2-3 сурăх, сысна, 10-15 бройлер чăх е кăвакал пусакансем тутă, пайран усă курнăшăн савăнаççĕ.
"Паллах, пай çемье валли аш, сĕт юр-варĕ туса илме лайăх, - терĕ Нина Васильева. - Анчах этеме апатсăр пуçне куллен чĕрĕ укçа сахал мар кирлĕ. Малтан çĕр тăрантасса, тумтир туянма, çурт-йĕре юсама тупăш парасса шаннăччĕ. Ĕмĕт çитмерĕ. Вăл услам нумай кÿменнине ăнланса çитрĕмĕр. Çынсем унта-кунта ĕç укçи ĕçлесе илсен кăна этем ĕретлĕ пурăнма май пуррине пĕлеççĕ. Производствăра вăй хуракансен пĕчĕк тупăшшăнах пайра ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме вăхăт çук".
"Хăй вăхăтĕнче Паваркассинче, Елюккассинче, Таканара, Каткассинче, Çĕнĕ Ямашра пурăнакансем валли уй-хирте 612 пай картнă, - терĕ ял администрацийĕн специалисчĕ Елена Никонорова. - Малтан пурте пĕрлехи харпăрлăхра пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ 508-не хуçисем ыйтманнисен йышне кĕртрĕ. Вĕсенчен 304-шĕ тĕрлĕ вăхăтра пурнăçран уйрăлнă. 104 пая /20%/ уйăрса кăларттарса, патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнче шута илтерсе харпăрлăх правине илнĕ".
Пайсен /80%/ хăй вăхăтĕнче уйăрттарса кăларма ыйту тăратманни шухăша ярать. 204 пайçă чĕрĕ-сывах. Тивĕçлĕ канурисенчен чылайăшĕ çĕре харпăрлăха илме шухăшламасть. 129 пая районти "ВДС" обществăна сутнă. Кашнишĕн 7 пин тенкĕ тÿлеççĕ.
"Ял тăрăхĕнчен "Броневик" АО 322 гектар тара илчĕ, - терĕ администраци пуçлăхĕ Иван Данилов. - Ăна сухаларĕ, тырă акасшăн. Алексей Яковлев фермер Елюккасси патĕнче 90 гектар тара илчĕ. Пыл хурчĕ валли курăк акрĕ. "ВДС" общество туяннă пайсенчен ял хуçалăх продукцийĕ туса илĕ. Пушă выртакан лаптăксем татах пур. Вĕсене те пусă çаврăнăшне кĕртме шухăшлатпăр. Кăçал хуçисем ыйтман пайсене суд урлă ял тăрăхĕн фондне куçарттарма тăрăшатпăр. Каярахпа вĕсене инвесторсене тара парас тĕллев лартрăмăр".
Çĕр ĕçĕ çăмăл мар. Çапла, ял çынни унран пысăк тупăш илеймест. Тырă, çĕр улми туса илсен чылайăшĕ - сутаймасть, çавăнпа курăк кăна çитĕнтерет. Кăçалчченех ытларахăшĕ пая уйăрттарса кăларса харпăрлăха илме васкамарĕ.
Источник: "Хыпар"