Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук тесен сехре ан хăптăр

03 ноября 2012 г.

 

Çĕр яланах калаçтарнă. Ялта çуралса ÿснĕ çын та ăна хаклама, туллин усă курма пăрахни юлашки вăхăтра тата нумай сăмах-юмах çуратрĕ. Чăннипех, уй-хире тухсассăн манăçнă, хыт хурапа хупланнă, тахçанах хуçине кĕтекен пусăсене курсассăн чун куççульсĕр макăрать.

Ирĕксĕрех шухăшлатăн: «Çапла пулмалла мар вĕт-ха? Енчен çур ĕмĕр каялла хресчен унăн кашни тăваткал метрĕпе усă курнă, пулăхлатнă тăк - çак хисеп халĕ ăçта кайса кĕчĕ, хăш тапхăрта «çухалса» юлчĕ, çăкăр çитĕнтерекенĕн ăнланăвĕ мĕншĕн тÿрех тÿнтерле «çаврăнса ларчĕ»? Çуртан пуçласа хура кĕрччен лăш курмасăр тар юхтарнă çынсен ывăлĕпе хĕрĕн тата мăнукĕсен чун-чĕринче çĕре юратас туйăм вăранатех - кун пирки иккĕленме кирлĕ мар. Мĕншĕн тесен хамăр мĕн çухатнине вăхăтра туйса илтĕмĕр. Республика ертÿлĕхĕн ĕç-хĕлĕнче те вăл уçăмлăн палăрма пуçларĕ, ку ыйту тĕрлĕ шайри канашлура тăтăш çĕкленет.

Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн правленийĕн анлă ларăвĕн кун йĕркине те ахальтен кĕртмен ăна. Ара, ял тăрăхĕсенчи çĕрсемшĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕн пуçлăхĕсем яваплă-çке. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçу пуçланас умĕн чун ыратăвне палăртмасăр чăтаймарĕ: «Çĕрпе тухăçлă усă курасси, ăна пулăхлатса пырасси, çум курăк кăна ĕрчетнĕ анасене пусă çаврăнăшне кĕртесси, кĕскен калас тăк - çĕрĕн тата ун çинче ĕçлекенĕн сумне тавăрасси - пĕтĕмпех пирĕн, ертÿçĕсен, тивĕçĕ. Çĕршĕн пухакан налук, ăна тара панăшăн тÿлекен укçа 100 проценчĕпех ял тăрăхĕн хыснинче юлать. Вăл ялăн социаллă пурнăçĕпе инфратытăмне аталантармалли пысăк тĕрев. Çакна самантлăха мансан та нумай çухататпăр...»

Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн Светлана Енилинăн сăмахĕн тĕшши те çак пуянлăхпах çыхăннă. Светлана Александровна пĕлтернĕ тăрăх - тăван республикăмăрăн патшалăх харпăрлăхĕнчи унăн калăпăшĕ 20,9 пин гектар, вăл шутран 7,6 пин гектарне /7,1 пин гектарĕ - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем/ арендăна панă. Аренда тÿлевĕ 116,3 млн тенкĕпе танлашнă, республика бюджетне пырса кĕнĕ сумма пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 37% нумайрах. Министр çавăн пекех республика харпăрлăхĕнчи тата çурт-йĕртен ирĕклĕ пĕтĕм лаптăка аукцион ирттерсе палăртнă вăхăта тара панине пĕлтерчĕ. «Çакна вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен çĕрĕсем пирки калама питĕ хĕн», - терĕ вăл. Хăйĕн сăмахне çирĕплетсе министр темиçе цифра илсе кăтартрĕ.

Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен администрацийĕсем кăçалхи юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 49,4 пин гектар çĕре хăйсен харпăрлăхне куçарнă, çав шутри 30,9 пин гектарĕпе вырăнти фермерсемпе уйрăм çынсем килĕшÿ туса усă кураççĕ. «Вырăнсенче арендаторсем тара илнĕ çĕр çинче мĕн акса-сутса ÿстернине, килĕшÿ обязательствипе аренда тÿлевне мĕнле тÿлесе тăнине тĕрĕслессине, шел, хăй еккипе янă. Çавăнпа аренда тÿлевĕн парăмĕ кăçал, унчченхипе танлаштарсан, 7 процента яхăн ÿсрĕ, - терĕ Светлана Александровна. - Çĕре ахаль вырттаракансенчен çирĕпрех ыйтма тытăнмалла. Çакна валли санкци нумай. Çапах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем явапсăр арендаторсене темшĕн шеллеççĕ...» Республика Пуçлăхĕ те ун пеккисене Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче обязательствăра палăртнине пурнăçламан арендаторсен тĕлĕшпе явап санкцийĕсемпе усă курма йышăннине аса илтерчĕ. Элĕк, Вăрнар, Комсомольски, Красноармейски тата ытти район ертÿлĕхĕ çакна малашне шута илетех.

Налукçăсен пăшăрханăвĕ те çиеле тухрĕ. Республикăра çĕршĕн илекен налук парăмĕ кăçалхи тăхăр уйăхра 45,9 млн тенке çитнĕ. Налук пухнин чи пĕчĕк кăтартăвĕсем Улатăр, Çĕмĕрле тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче - 7-42%. «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ тупăшлă ĕçлеме пултарнине кăтартакан тĕп фактор - çĕр налукĕ мĕнле пухнинче», - çапла янăрарĕ хаклав сăмахĕ анлă ларура. Ăна район тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем илтрĕçех. Апла тăк ĕç-пуç лайăх еннелле çаврăнмаллах. Налук тесен текех никамăн та сехри хăпмĕ.

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика