Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харпăрлăх правине çирĕплетмелле

16 октября 2012 г.

 

Патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслекен Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ял хуçaлăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен лаптăксем, çав шутра пайсем уйăрса кăларассипе, вĕсен харпăрлăхçи пулнине çирĕплетме тивĕçлĕ органа документсем тăратассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

 

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕн пур пай çĕрĕсен 42% кăна регистраци служби витĕр кăларса харпăрлăх правине çирĕплетекен документ панă. Ку енĕпе Пăрачкав /67%/, Елчĕк /58%/, Шăмăршă /55%/, Шупашкар /54%/, Вăрмар районĕсенче лайăх ĕçлеççĕ. Хĕрлĕ Чутайсен /22%/, Элĕксен /24%/, Патăрьелсен /26%/, Сĕнтĕрвăррисен /27%/, Çĕрпÿсен /28%/, Çĕмĕрлесен /31%/ кăтартăвĕ начар. Унпа Етĕрнесемпе /35%/ Комсомольскисем те /38%/ мухтанаймаççĕ.

 

Пур муниципалитетра та пĕрлехи харпăрлăхри ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ ыйтман пайсене шута илтерес тĕлĕшпе пĕрешкел тăрăшмаççĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен списокне 89997 пая /92%/ кĕртнĕ, 42403-шне /46%/ çеç çирĕплетнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 7852-шне /9%/ хуçисем ыйтманнине саккунпа çирĕплетес тĕллевпе суда тавăç тăратнă. 2856-шне /Пăрачкав, Канаш, Комсомольски, Тăвай, Шăмăршă районĕсенче/ муниципалитетсен харпăрлăхне куçарнă. Кунсăр пуçне Канашсен, Елчĕксен, Йĕпреçсен 617 пайне суд урлă уйрăм çын аллинчен илнĕ хыççăн вырăнти влаçа пама документсене Росреестр управленине çитернĕ.

 

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина нумай ачаллă çемьесене тÿлевсĕрех çĕр лаптăкĕ уйăрас тĕлĕшпе район-хулара мĕнлерех ĕçленипе паллаштарчĕ. Авăн уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне çĕр пама муниципалитетсенче 2347 çемьене черете тăратнă. Çав шутра 871-не - Шупашкарта, 230-шне - Çĕнĕ Шупашкарта, 292-шне - Шупашкар районĕнче. Вĕсенче ытти район-хуларан ытларах черете илнĕ. Шутрисен 56% çурт, 33% вите-сарай, 12% дача тăвасшăн.

 

Хальлĕхе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем черете тăратнисен 53% валли кăна лаптăк тупнă, ăна 34% çеç касса панă. Чи нумай лаптăк çак хула-районта: Шупашкарта - 161, Шупашкар районĕнче - 90, Комсомольскисен - 76, Вăрнарсен - 60, Етĕрнесен 51 çемье. Çапах та шута илнисен хушшинче çĕрлĕ пулнисен тÿпи çаксенче пĕчĕк: Çĕнĕ Шупашкарта - 11, Çĕмĕрле хулинче - 16, Шупашкарта - 19, Канашра - 25, Улатăрта - 28, Муркаш районĕнче - 11, Красноармейски тăрăхĕнче 13% кăна.

 

Ларура республика тата муниципалитет харпăрлăхĕпе еплерех усă курнине те тишкерчĕç. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енĕн патшалăх пурлăхĕн реестрĕнче куçман пурлăхăн 9743 объекчĕ, 19 пин га йышăнакан 2234 çĕр лаптăкĕ шутланать. Кăçалхи сакăр уйăхра республика хыснине вĕсенчен тĕрлĕ тÿлев 399 млн тенкĕлĕх - пĕлтĕрхи çав хушăринчен 35% нумайрах - пырса кĕнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен счетне ăна 843 млн тенкĕлĕх - иртнĕ çулхи сакăр уйăхринчен 3% сахалрах - куçарнă. Улатăрсем - 3,4, Канашсем - 2,7, Красноармейскисем - 1,7, Çĕнĕ Шупашкарсем - 1,6, Вăрнарсемпе Комсомольскисем 1,5 хут нумайрах хывнă. Шел те, çулталăк каяллахи тапхăртинчен Йĕпреçсен - 45, Канаш хулин - 37, Çĕмĕрле районĕн 34% сахалрах пуçтарăннă. Муниципалитетсем тупăш илес енĕпе çĕре тара парассине - пĕрремĕш, пурлăхпа çĕр лаптăкне приватизацилесе тупăш илессине - иккĕмĕш, пурлăха тара парассине виççĕмĕш вырăна лартаççĕ.

 

Кăçал вырăнти влаç органĕсем хăйсен 236 объектне - 5 предприятие, обществăсен 9 пакечĕн акцине, куçман пурлăхăн 222 çуртне - приватизацилеме плана кĕртнĕ. Юпа уйăхĕччен вĕсен 35% сутнă. Кунсăр пуçне куçман пурлăх йышăнакан 28 лаптăка приватизациленĕ. Кăçал хыснана укçа пурлăхран ытларах пырса кĕнĕ.

 

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра капиталлă строительство объекчĕсене шута илмелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчи 577-мĕш хушăвĕпе ĕçе кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн çурт-йĕре кадастр шутне илме техника планĕ кирлĕ. Ăна техника инвентаризацийĕн бюровĕсем, кадастр инженерĕсем хатĕрлеççĕ. Ку ĕçе 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пурнăçлама кадастр инженерĕсене çеç шанма юрать. Вăл е ку объектăн харпăрлăх правине шута илтерме Росреестр управленине Кадастр палати кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕнчен паракан кадастр паспортне тăратмалла. Сăмах май, республикăра техника планне тăвакан 164 кадастр инженерĕ. 34-шĕ район-хулан техника инвентаризацийĕн бюровĕнче ĕçлет. Вĕсем те професси ăсталăхне çирĕплетме тивĕçлĕ аттестат илнĕ.

 

Ларура «Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăчан стоматологи поликлиники» автономи учрежденине ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин «Çĕнĕ Шупашкар хулин стоматологи поликлиники» автономи учрежденийĕпе пĕрлештерессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе яврĕç. Ăна татса пани икĕ учреждение те модернизацилеме, спутник хула çыннисене кÿрекен медицина пулăшăвне вăйлатма май парассине палăртрĕç. Çывăх вăхăтра иккĕшĕнчен пĕрне хăварасси çинчен йышăну кăларĕç.

 

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика