31 октября 2012 г.
Вĕсен пурнăçĕ, тĕрĕсрех - ĕç-хĕлĕ, пĕртте çăмăл мар. Мĕншĕн çапла пĕтĕмлетÿ тунине ăнлантарма тăрăшăп. Шухăшласассăн пурте пур пек: 38 полномочи, çĕр, çынсем тата... вун-вун çивĕч ыйту. «Çивĕч» текеннисен шутĕнче - чухăн бюджет, лакăм-тĕкĕмлĕ е вырăн-вырăн лачакаланса тăракан çул, юсав курман, çумăр вăхăтĕнче шыв каякан культура çурчĕ, çĕрĕшнĕ пурасемлĕ çăл, юшкăнпа тулнă пĕвесем, ăшă тытман çуртсенче асапланакан çемьесем... Пурне те асăнса пĕтереймĕн! Анчах вăл - ял тăрăхĕн е хула округĕн пуçлăхĕ. Халăх шаннă ертÿçĕ. Апла тăк - шанăçа тÿрре кăлармалла. Чыс тата тивĕç çапла хушаççĕ.
Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн правленийĕн иртнĕ шăмат кунхи анлă ларăвĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем шăпах шанăçа тÿрре кăлармаллисемпе çыхăннă та. Вĕсене сÿтсе явма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вице-премьер - Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, министрсемпе комитетсен представителĕсем, федерацин территорири влаç тытăмĕсен ертÿçисем, ял-хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Пур ыйтăвĕ те паянхи кунпа çыхăннă, вăраха ямасăр татса параймасан юр чăмакки ăшă çанталăкра капланса ÿссе пыракан евĕрлисен шутĕнчисем. Акă пĕрремĕшнех илер: «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе федерацин тĕрĕслекен тата сăнаса тăракан органĕсен хутшăнăвĕсем, пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен». Унăн çивĕчлĕхĕ чакса пырас вырăнне капашланса пыни Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев трибуна умне тухсанах туйăнчĕ. Унăн шухăшĕпе, вырăнти хăй тытăмлăхăн пĕр органĕ пуçне 25 тĕрĕслекен тата сăнаса тăракан орган тивет: прокуратура, Роспотребнадзор, ФАС, Росэнергонадзор, ĕç инспекцийĕ, пушар инспекцийĕ тата ыттисем. Кăçалхи çур çул кăтартăвĕсемпе штраф тÿлеттерме йышăннă санкцисен шучĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 16% ÿснĕ. Енчен иртнĕ çул штраф сумми 1296854 тенкĕ пулнă, кăçал вара вăл 1565769 тенке çитнĕ. Апла тăк йăнăшсемшĕн тата хушнине пурнăçламаншăн тата çирĕпрех ыйтма тытăннă. Штрафăн ытларах пайĕ - патшалăх пушар хуралĕн тÿпи /1098.45 пин тенкĕ/. Çапах та умлă хыçлах пĕр комиссие тепри улăштарса тĕрĕслени вырăнлах-ши? Сăмахран, çурла уйăхĕнче Комсомольски районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче ултă комисси пулнă, çав вăхăтрах ял тăрăхĕн пуçлăхĕн суд ларăвĕсене хутшăнма тивнĕ. Паллах, çак вăхăтра вырăнти татса памалли ыйтусем каярах вăхăта куçса пынă. Сăмах май, асăннă ял тăрăхĕ пĕртте япăххисен йышĕнчен мар, пĕлтĕр «Чăваш Республикинчи чи таса та тирпейлĕ ял тăрăхĕ» ята тивĕçнĕ.
Малашне тĕрĕслев ирттерекен тытăмсен ĕç-хĕлне йĕркелесси, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕрĕслекен тата сăнаса тăракан органсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлесси тата çивĕч ыйтусене пĕрле татса парасси çинчен федерацин Потребительсен прависене хÿтĕлес сферăри надзор службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Прокопьева, федерацин Монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Борисов, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов генерал-майор, Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев тухса калаçрĕç, чылай ыйтăва хуравларĕç.
Çĕр ыйтăвĕ яланхиллех çивĕч. Юлашки вăхăтра тÿнтер икĕ ен палăрчĕ: ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси «уксахлама тытăнчĕ», Атăл хĕррипе вырнаçнă районсенчи тата Шупашкар районĕнчи пулăхлă çĕрсене саккунсăр йÿнĕпе туянса вуншар хут хаклатса сутас юхăм вăй илчĕ. Сăмахран, акă, тĕп хуламăр çывăхĕнчи ял тăрăхĕнче 6 сотка çĕре пĕр усламçă... тăватă/!/ тенкĕпе туяннă. Юрать-ха, çак пулăм çийĕнчех çиеле тухнă. Халĕ следстви пырать. /Каярахпа ку пулăм çинчен «Вырăнти хăй тытăмлăх» ятарлă кăларăмра тĕплĕнрех каласа парăпăр/. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ĕнентернĕ тăрăх, документсене «йăнăшпа» алă пуснă иккен. Çакна суд уçăмлатĕ.
Михаил Игнатьев ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене çĕр пысăк пуянлăх пулнине, çĕр налукĕ тата çĕре тара тытса усă курнăшăн тÿлекен укçа пĕтĕмпех хăй тытăмлăх органĕнче юлнине аса илтерчĕ, çак мелпе пĕлсе усă курса бюджета пуянлатма сĕнчĕ.
Патшалăх çĕр надзорĕ пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи тăхăр уйăхра 654 тĕрĕслев ирттернĕ. Кашнинчех Раççей тата Чăваш Республикин çĕр çинчен калакан саккунĕсене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Хальлĕхе 200 ытла тĕслĕхпе айăплисене тивĕçлĕ явап тыттарнă, ыттисемпе малалла ĕçлеççĕ. Ял тăрăхĕсенче çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарасси те хальлĕхе кал-кал пулса пымасть, чылайăшĕн хуçине те палăртман, документсене хатĕрлемен. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕрпе çыхăннă пур ыйтупа та пайăррăн ĕçлеме, документа алă пусса пичет çапиччен юристсемпе канашлама сĕнчĕ: «Кашни пуçлăхăн юридици пĕлĕвĕ çуккине ăнланатăп, йăнăшас мар тесен тата иккĕленсен çĕр çинчен калакан саккунсене тепĕр хут тишкерĕр, юридици справочникĕсем алă айĕнче пулччăр. Хальлĕхе нумай йăнăшатăр, суда çÿресе вăхăт та, нерв та нумай çухататăр»...
«Патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, ялсенче тĕрлĕ харпăрлăхлă пĕчĕк хуçалăхсене аталантарасси, ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн çу уйăхĕнчи Указĕсене тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн «Чăваш Республикинче пурăнмалли çурт-йĕр тăвассинче хавхалантармалли хушма мерăсем çинчен» Указне сÿтсе явассине те ахальтен кĕртмен кун йĕркине. Ялсенче халĕ çĕнĕ, капмар, хăтлă çурт нумай çĕкленет, анчах унăн инфратытăмĕ çав хăвăртлăхпа аталанса пыраймасть, уйрăм çынсем хушма хуçалăх йĕркелеççĕ, патшалăх кÿрекен çăмăллăхлă кредитсемпе туллин усă кураççĕ. Анчах кунта та вырăнти влаçăн татса памалли, канашламалли, ăс пухмалли сахал мар. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков, Чăваш Республикин конкурент политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, федерацин Монополипе кĕрешекен службăн республикăри управленийĕн ертÿçи Вячеслав Борисов тухса каланисенче ырă тĕшĕ нумай пулчĕ. Канашлура 2010-2012 çулсенче Чăваш Республикинчи ялсенчи урамсене электрификацилесси мĕнле пынипе тата çитес тапхăрта мĕн тума палăртнипе Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов паллаштарчĕ, физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников муниципалитет йĕркеленĕвĕсенче ача-пăча спортне тата массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ.
Канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕмлетрĕ, чылай ыйтупа хăйĕн шухăшне уçăмлăн палăртрĕ. «Йăнăш нумай тăватпăр, туса çитерменни те сахал мар пирĕн, вĕсенчен хăтăлса пĕр тĕллевпе тăрăшмалла, малалла талпăнса утмалла. Ан манăр: халăх пире çавăнпа шаннă, çав шанăçа тÿрре кăлараймасан питĕ пысăк намăс», - тĕрлĕ шайри ертÿçĕсене панă канашра тĕп шухăш вырăнĕнче çакă пулчĕ.
Канашлу савăнăçлă пулăмпа вĕçленчĕ. Республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан дирекцийĕ çулталăк пуçламăшĕнче пĕлтернĕ «Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн чи лайăх хушма хуçалăхĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Комисси чылай ĕçе вырăна тухса тишкернĕ. Халĕ çĕнтерÿçĕсем паллă. Пĕрремĕш вырăна Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валентин Тукмаков тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Ольга Андреевăпа унăн ĕçтешĕн, Улатăр районĕнчи Миренка ял тăрăхĕн ертÿçин Геннадий Беленьковăн хушма хуçалăхĕсем. Виççĕмĕшĕнче - Патăрьел районĕнчи Первомайски /пуçлăхĕ - Владимир Секретов/, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар /Александр Кузнецов/ тата Канаш районĕнчи Сиккасси /Наталья Вазинге/ ял тăрăхĕсем. Михаил Игнатьев çĕнтерÿçĕсене ăшшăн саламларĕ, хаклă парнесемпе чысларĕ, мала тухнисенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.
Источник: "Хыпар"